Комментировать

13 Фев, 2014

ÇĂКА ЧЕЧЕКĔ - ЧĂН-ЧĂН СИПЛЕВÇĔ

Çăка чечекĕ тар кăларать, температурăна чакарать, манкана çемçетет, шăк хăвалать, бактерисене хирĕç кĕрешет. Ăна ятарласа типĕтсе хуракан чылай.

  • Вăрах бронхит аптратсан 1 апат кашăкĕ чечеке тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, савăта ăшă чĕркесе 1 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 2-3 хут пĕрер стакан ĕçмелле.
  • Мастит чухне 4-5 апат кашăкĕ çăка чечекне тин вĕренĕ 2 стакан шыва ямалла, 30 минутран сăрăхтармалла. Çак шĕвекпе кăкăр çине вĕри компресс хумалла.
  • Ангина, шăл туни шыçни, стоматит нушалантарсан 3 апат кашăкĕ типĕ чечеке тин вĕренĕ 2 стакан шыва ямалла, 20 минутран сăрăхтармалла, пÿлĕм температури таран сивĕтмелле. Унтан çур чей кашăкĕ апат соди хушмалла, пыра тата çăвара чÿхеме усă курмалла.
  • Юн пусăмĕ ÿссен /гипертони/ çăка чечекĕн чейне кунне 3 хут çуршар-пĕрер стакан ĕçмелле.
  • Пыршăлăх хутланнине, чикене ирттерме ванна кĕреççĕ. 8-9 ывăç çăка чечекне 1 литр вĕри шыва ямалла, вĕреме кĕртмелле, çулăм çинчен илсен сивĕниччен лартмалла та сăрăхтарса вĕри шывлă ваннăна хушмалла. Çак ваннăра 15 минутран ытла выртмалла мар.
  • Шăк çулĕсен чул чирĕ чухне 2 апат кашăкĕ чечеке 2 стакан вĕри шыва ярса 10 минут вĕретмелле. Çĕрлене хирĕç 2 стакан ĕçмелле. Мунчара çăка милĕкпе çапăнни усăллă. Çак процедура витĕмлĕ: 4 апат кашăкĕ çăка çулçине вĕрекен шывпа пăшăхласа илмелле, марльăпа чĕркесе пилĕк çине пÿресен тĕлне хумалла.
  • Самăрлăхран сипленме типĕ чечеке кофе арманĕпе авăртмалла. Кунне 3 хут пĕрер чей кашăкĕ çимелле.
  • Сыпăсем ыратсан, подагра тертлентерсен çăка çулçисене вĕрекен шывпа пăшăхламалла, вĕриллех сыпăсем çине хумалла, пергаментпа е полиэтиленпа витмелле, ăшă япалапа чĕркемелле. Компреса 1-2 сехет тытмалла.
  • Пуç ыратсан çамка çине çăкан çамрăк чĕрĕ çулçисене хумалла.
  • Ÿте пĕçертсе ярсан 4 апат кашăкĕ çăка чечекне çур литр шыва ямалла, питĕ вăйсăр çулăм çинче 10 минут пиçĕхтермелле. Шĕвеке сиенленнĕ ÿте сĕрмелле.
  • Стреса ирттерме 1 апат кашăкĕ çăка чечекне, 1 апат кашăкĕ пĕтнĕке /мята/, 1 апат кашăкĕ чĕре курăкне /пустырник/, 2 апат кашăкĕ сар çип утине /зверобой/ тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла, 10 минут лартмалла, сăрăхтармалла. Пĕр кунра ĕçсе ямалла. Кăмăл пулсан пыл хушма юрать.

Асăрханăр! Çăка чейĕ чĕрешĕн йывăр пулма пултарать, çавăнпа ăна ахаль чей пек мар, сиплĕ ытти ÿсен-тăранпа усă курнă чухнехи пекех курссемпе ĕçмелле, вĕсен хушшинче тăхтав тумалла.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.