Пĕтĕмпех кадрсем татса параççĕ
Министрсен Кабинечĕн ĕнерхи ларăвĕн кун йĕрки самай анлă пулнине пăхмасăр кадрсен ыйтăвĕсене тĕп темăсен шутĕнче тишкерчĕç тени вырăнлă-тăр. Шел те, ку енĕпе ырă туртăмсемпе пĕрлех пăшăрхантаракан самантсем те çук мар.
Чи малтанах вара нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтересси çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртессине сÿтсе яврĕç. Пурлăх министрĕ Светлана Енилина пĕлтернĕ тăрăх - республикăра çĕрпе тивĕçтермелли çавнашкал 4,2 пине яхăн çемьене шута илнĕ. Пысăк пайĕ - Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Шупашкар районĕнче. Хуласенче, вĕсен çывăхĕнче лаптăксем тупасси çăмăл мар, çапах влаçсем тивĕçлĕ мерăсем йышăннине кура йывăрлăхран тухаççĕ теме пулать, анчах çĕр лаптăкĕсене «алла илесси» ытла та ерипен пырать. Хальлĕхе çемьесене панă 71 лаптăк çинче кăна строительство ĕçĕсем пыраççĕ иккен, хута янă çурт - пĕрре çеç.
Çĕр çителĕксĕррине кура республика, муниципалитет çĕрĕсемпе кăна мар, федераци харпăрлăхĕнчи лаптăксемпе те усă курасшăн. Саккуна кĕртме сĕннĕ улшăнусенчен пĕри шăпах çакăнпа çыхăннă. Тепĕр самант: çынсем çурт-йĕр тума кăна мар, хушма хуçалăх тытса пыма та çĕр илес кăмăллă. Çавна май малашне ял-хула территорийĕнчисене кăна мар, вĕсен тулашĕнчисене те асăннă тĕллевпе валеçмелли май пулĕ. Анчах çĕр пама ыйтса çырнă чух лаптăк ăçта вырнаçнине пайăррăн палăртмалла пулать.
Наградăсен шучĕ хушăнчĕ теме юрать. «Чăваш Республикин вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчи лайăх службăшăн» паллă туса хурасси çинчен ЧР Пуçлăхĕ пĕлтĕрхи ака уйăхĕнчех указ кăларнăччĕ. Федераци шайĕнчи нормăсен улшăнăвне кура ăна пурнăçласси тытăнса тăнă, халь вара, вице-премьер - ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов палăртнă тăрăх, чăрмавсем сирĕлнĕ. Наградăпа çыхăннă документсене хатĕрленĕ чух халăхпа, тĕрлĕ тытăмпа канашланă - сĕнÿсене шута илнĕ. Чăн та, муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн ертÿçи Леонид Черкесов хăш-пĕр пуçлăх çак наградăна илмешкĕн 10 çултан кая мар ĕçлемеллине çирĕплетекен нормăпа кăмăлсăрланни çинчен каларĕ, «эпир пуçлăхра ун чухлĕ ĕçлейместпĕр» теççĕ-мĕн. Ку репликăна ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йышăнмарĕ: «Сăмах шăп та лăп пуçлăхра ĕçлесси пирки пымасть вĕт, вырăнти хăй тытăмлăхра ĕçлекенсене наградăласси çинчен калаçатпăр».
РФ Президенчĕ Федераци Пухăвне янă Çырура палăртнă тĕллевсене пурнăçламалли плана çăмăллăнах çирĕплетрĕç. Ял хуçалăх çĕрĕсене урăх тĕллев валли куçарасси те тавлаштармарĕ. 53 лаптăк /0,6 га/ газ валеçекен сеть объекчĕсем валли кирлĕ, 50 м2 - Тăвай районĕнчи сотовăй çыхăну станцийĕ валли. Çапах ЧР Пуçлăхĕ пĕр самант çинче чарăнса тăчĕ: асăннă газ объекчĕсене хута янă ĕнтĕ, вĕсем валли ял хуçалăх çĕрĕсене урăх тĕллевсем валли халь куçарни тĕрĕс мар. «Кунашкал йăларан хăтăлмалла: малтан çĕр тĕллевне улăштармалла, кайран тин строительство ĕçĕсене пуçăнмалла. Унсăрăн малтанхи хуçисем çĕннисене унта кĕртменнипе çыхăннă чăрмавсем, çавнашкал ытти пăтăрмах сиксе тухасси те часах», - терĕ вăл.
Ялсенче компактлă майпа çурт-йĕр тума муниципалитетсене республика бюджетĕнчен укçапа пулăшасси самаях калаçтарчĕ. Ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Кошкина пĕлтернĕ тăрăх - федераци шайĕнчи çĕнĕ программа ку енĕпе маларах пулнă майсене упраса хăварать. Анчах условисем пур: муниципалитетсен тивĕçлĕ программăсем пулмалла, хăйсен те укçа уйăрмалла. Пĕлтĕр комплекслă майпа çурт-йĕр тума Чăваш Енĕн икĕ проектне суйласа илнĕ: Шупашкар районĕнчи Оппукасси ялĕнче 69 çурт тума палăртнă, унта «Ольдеевская» фирма ĕçченĕсем çуртлă пулĕç, Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамра 162 çурт тумалла.
М.Игнатьевăн ыйту çуралчĕ: «Çак проектсемпе усă курса хулара - хваттер, ялта çурт пур çынсемех тепĕр çуртлă пулмĕç-и?« Ирина Николаевна списоксене тĕплĕ тĕрĕслеме шантарчĕ-ха, анчах Михаил Васильевича ку тивĕçтермерĕ: «Эпир бюджет укçипе тивĕçлĕ инфратытăм йĕркелетпĕр, анчах çуртсен хуçисем вĕсене хаклăпа сутса ярасран сыхланмалли гарантисем çук. Пăрачкав, Етĕрне, Çĕрпÿ районĕсенче асăннă йышши проектсене хута янă чух ку енĕпе ыйтусем пулнăччĕ. Çавăнпа та пирĕн асăннă йышши йăнăшсенчен сыхланмалли çирĕп чарусем пулмалла». Çакăн пирки каланă май, паллах, вăл ялта ĕçлетпĕр тесе патшалăх укçипе усă курнă хыççăн ял хуçалăхĕпе сыв пуллашнă кадрсем пирки те систерчĕ-тĕр.
2013-2020 çулсенче сывлăх сыхлавне аталантармалли патшалăх программине тишкернĕ чухне те кадрсен ыйтăвĕ çиеле тухрĕ. Вице-премьер - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова юлашки 5 çул хушшинче пуçласа пĕлтĕр медучрежденисенчи врачсен йышне пысăклатма май килнине палăртрĕ. Иртнĕ çул аслă шкултан вĕренсе тухнă 195 çамрăк больницăсене килнĕ. Çав шутра юлашки çулсенче «Земство тухтăрĕ» программа пысăк пулăшу кÿнĕ - 186 врач яла кайнă.
Апла пулин те М.Игнатьев медицинăра кадрсен дефицичĕ 25% танлашнине аса илтернĕ май çак ыйтăва мĕнле татса параси пирки татăклăн ыйтрĕ. Алла Владимировна темиçе çул-йĕре асăнчĕ: ĕç укçине ÿстерсе - сывлăх сыхлавĕнче вăл пысăкланать* ялсенче медиксене çурт-йĕрпе тивĕçтерсе* ялсене тухса çÿрекен ятарлă бригадăсем йĕркелесе. Çапах ыйту çивĕччи куç кĕрет. Çамрăк медиксенчен чылайăшĕ диплом илнĕ хыççăн çак отрасле каясшăн мар - вĕсен йышĕ 40-50% танлашать. РФ Правительствин пĕлтĕр кăларнă йышăнăвĕ çак йывăрлăхран тухма пулăшмалла - вăл çамрăксене тĕллевлĕн вĕрентессине палăртать. Патшалăх укçипе пĕлÿ илнĕ хыççăн медицинăна каймасан штраф тÿлеттермелли мерăпа та усă курма пултараççĕ. «Эпир медицинăна миллиардсем хыврăмăр. Лайăх кадрсем пулмасан çав укçа кирлĕ пек ĕçлемĕ», - пĕтĕмлетрĕ Михаил Васильевич.
Темăна аталантарнă май Правительство пуçлăхĕн Иван Моторинăн та ыйту çуралчĕ. Халĕ медучрежденисенче хаклă оборудовани питĕ нумай. Вансан вĕсене юсасси халех питĕ хакла ларать. Темиçе çултан çав техника кивелĕ - юсамашкăн бюджетран вун-вун миллион тенкĕ тăкаклама тивмĕ-и? М.Игнатьев кунашкаллинчен сыхланмашкăн оорудование профилактика енĕпе лайăх пăхса тăмалли пирки каларĕ. Анчах пирĕн сервис тытăмĕсем çук - унашкаллисем Мускавра, пысăк ытти хулара. Çавăнпа та тивĕçлĕ сервис центрĕсем уçмалла: «Пирĕн ăслă çынсем пур, ку енĕпе ĕçлеме пуçласан çăкăрсăр юлмĕç».
Николай КОНОВАЛОВ