Комментировать

7 Мая, 2015

«Иртнĕ çулсем куç умĕнчех...»

Нумай пулмасть Çĕньял шкулĕн вĕренекенĕсем ун патне хăнана пырса кайрĕç. Сăвăсем каларĕç, юрăпа савăнтарчĕç.

- Эх, тахçан хам та сирĕн пек ача кăначчĕ. Ĕнтĕ вăл вăхăтсем хыçа юлчĕç. Тавах килсе çÿренишĕн, мана асра тытса хисепленĕшĕн, - терĕ июль уйăхĕн 11-мĕшĕнче 92 çул тултаракан вăрçă паттăрĕ.

Хăй те сисмерĕ Владимир Евстафьевич, куçĕ умне ачалăх çулĕсем тухса тăчĕç... 1930 çулхине шкула вĕренме кайнă вăл. Унчченех вулама пĕлнĕскер ытти ачасем саспаллисемпе епле паллашнине тимлĕ итлесе-пăхса ларнă. Иккĕмĕш класра тăрăшса хутлав таблици вĕреннĕ. Вырăс тата чăваш чĕлхи, физкультура урокĕсене те кăмăлласа çÿренĕ. Пĕррехинче вĕрентекен,

- Халĕ музыка урокĕ ирттерĕпĕр, - тесе хыпарланă.

Пĕчĕк Володя савăннипе кăшкăрсах янă.

- Туй юрри юрлатпăр-и. Чăнахах-и. - хăпартланнă çунатлансах.

Арçын ачан сассине илтсен кÿршĕ пÿлĕмри тăваттăмĕш классем ахăлтатса кулнă. Володя аванмарланнă. Ара, çак таранччен вĕсен рисовани, музыка урокĕсем пулман-çке. Çавăнпа туй юррисемсĕр пуçне урăххисем пулнине чухлама та пултарайман вăл.

Кĕнекесем, тетрадьсем çукран вĕренекенсене çав тери йывăр килнĕ. Хаçат страницисем çине çырнă. Çуллахи вăхăтра ахаль ларман Володя. Çăпата туса Талпас пасарне васканă. Пĕр мăшăрне 20 пуспа сутнă та лавккана кĕнекесемпе тетрадьсем туянма чуптарнă.

Алли те ылтăн пулнă арçын ачан. Ун чухне, хĕллехи кун, икĕ юлташĕпе Дубровка вăрманне юрăхлă вĕрене пăхма кайнă. Каçхине ял хĕрринчи çуртра чарăннă, таврана каç сĕмĕ çапсан вăрмана шăппăн кĕрсе куç хывнă йывăçа каснă. Çĕçĕпе тата пуртăпа усă курса тĕлĕнмелле хитре сĕрме купăс ăсталанă. Лаша хÿринчен хĕлĕхĕсене тунă. Ашшĕн паллаканĕ пĕррехинче сĕрме купăса пăсса хунă. Арçын ачан кăмăлĕ хуçăлнă, анчах йывăра илмен.

- Ку япала сана вĕренÿре кансĕрлет çеç, - тенĕ кĕскен.

...1942 çулхи июлĕн 20-мĕшĕнче Владимир Евстафьевич фронта тухса кайнă... Унтанпа шыв-шур нумай юхнă. Хастар салтак асĕнчен иртнĕ çулсем паянхи кун та тухма пĕлмеççĕ...

Элиза ВАЛАНС.

Çитес номерсенчен пĕринче Владимир Евстафьевич Романов вăрçă ветеранĕпе тĕплĕнрех паллаштарăпăр.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.