Комментировать

7 Мая, 2015

Березовка – вăрçă çулĕсенче

«Эпир, вăрçăччен çуралнисем, сакăрвунна кайрăмăр ĕнтĕ. Ачалăхăм та, çамрăклăхăм та тахçанах иртрĕç...

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă вăхăтра эпĕ пиллĕк-реччĕ. Анчах 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ, Гитлер Совет Союзне тапăннă хăрушă кун, яланлăхах асăмра çырăнчĕ.

Манăн тăван ял, Березовка, 1921 çулта пуçланса кайнă. Мăн Этмен, Шĕмшеш тата ытти ял çыннисем çак вырăнта лашисене пăхса çÿренĕ. Унтан Сăр шывĕнчен инçе мар вырнаçнă та ял никĕсленĕ. Малтанах вăл Ут-Тапăрь ятлă пулнă. Кайран вăрçă вăхăтĕнче ятне улăштарнă, Социализм çулĕ тенĕ, 50-мĕш çулсенче вăл Березовка пулса тăнă. Таврара хурăн нумай пулнă, халĕ те çаплах. Тен, çавăнпах каярах ăна çапла илемлĕ ят - Березовка - панă пуль.

Лăпкă пурăннă вăхăтра ăнсăртран вăрçă пуçланчĕ. Пур арçынна та çапăçăва ăсатрĕç. Манăн атте те, Алексей Максимович Никифоров фронта кайрĕ. 1946 çулта çеç кăкăр тулли медальпе таврăнчĕ вăл. Атте нумай хулана ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă, Берлина та çитнĕ.

Ялта ватăсем, хĕрарăмсем тата ачасем çеç юлчĕç. Хĕлле пурте вăрман каснă çĕрте ĕçлетчĕç. Ял тавра вăрман ÿсетчĕ вĕт. Пирĕн пата Муркаш, Ишлей районĕсенчен те хĕрарăмсем килетчĕç, кунтах пурăнатчĕç. Кашни килтех вуншаррăн вырнаçатчĕç. Вутă хатĕрлетчĕç. Вăрманта кашнине пай уйăрса паратчĕç. Эпир те, ачасем, кĕштĕртететтĕмĕр, пăчкăпа йывăç касаттăмăр, тураттисене иртеттĕмĕр, шаршанласа купалаттăмăр, унтан чугун çул çине /пирĕн ялтан тăватă çухрăмраччĕ вăл/ илсе каяттăмăр. Темĕнле йывăр пулсан та çынсем чăтатчĕç.

Çуркунне эпир, ачасем, уçланкăра ыхрути пуçтараттăмăр. Унта çурăлман икĕ мина выртатчĕ. Аслисем пире çав уçланкăна çÿреме чарнăччĕ. Кайран минăсене хăрушсăрлатрĕç те эпир унта ĕнесене çитерсе çÿреттĕмĕр. Çуркуннерен пуçласа хура кĕркуннеччен пĕтĕм ял уй-хирте ĕçлетчĕ, çĕр сухалатчĕ, сÿрелетчĕ, çум çумлатчĕ, утă çулатчĕ, тыр-пул пуçтаратчĕ, турттаратчĕ... Астăватăп-ха, аслисем те, ачасем те окоп чаватчĕç. Тата ял çыннисем хÿтлĕх вырăнĕ хатĕрленĕччĕ. Кайран унта хÿтĕленнине астумастăп. Эпир çавăнта выляттăмăр. Çав вырăна кĕмелли те, тухмалли те пурччĕ. Тата хĕç-пăшаллă салтаксене астăватăп, вĕсем хăвăрт-хăвăрт утса пирĕн ял витĕр тухатчĕç. Дезертирсем пулнă ĕнтĕ. Ун пек салтаксене те чылай курма тиврĕ. Вĕсем, ахăртнех, поездпа килетчĕç те таратчĕç, анчах пирĕн ялта кам патĕнче те пулин чарăннине астумастăп. Чухăнсем, ыйткалакансем нумай çÿретчĕç, пĕр-пĕр пÿрт тĕлĕнче чарăнатчĕç те чÿречерен шаккатчĕç, сăхсăхатчĕç те типсе хытнă аллисене тăсатчĕç. Эпĕ чупса тухса вĕсене çăкăр параттăм. Аппа вĕсем патне нихăçан та тухмастчĕ. Пирĕн ялта ун чухне 85 килччĕ. Вăрçă çулĕсенче ялти пур çын та, «Пĕтĕмпех - фронтшăн, пĕтĕмпех - çĕнтерÿшĕн!» - девизпа пурăнатчĕ. Кашни килтех ĕне, сурăх, чăх тытатчĕç. Пирĕн ялтан кам та пулин ыйткалакана тухса кайнине астумастăп. Ытти ялсенчи пек выçса вилекенсем пирки те илтмен. Ялта пурăнакансем фронта, патшалăха çăмарта, сĕт, çу тата аш-какай паратчĕç. Хĕлле алсиш-нуски çыхатчĕç те колхоз çакна йăлтах фронта ярса паратчĕ. Каçсерен ялта пĕр çутă та курăнмастчĕ. Краççин ламписем пурччĕ-ха, анчах çав çулсенче ăна тупма йывăрччĕ. Çавăнпа хăйă хатĕрлетчĕç, каçхине унпа çутă вырăнне усă куратчĕç. Нимĕç самолечĕсем пĕр çутă та ан асăрхаччăр тесе тĕттĕмленсенех чÿречесене хуплама хушатчĕç. Пирĕн ялтан инçе мар çар чаçĕ пурччĕ, унти салтаксем чугун çула хураллатчĕç.

Вăрçă çулĕсенче лавккара нимĕн те сутмастчĕç. Тумтир таврашĕ те çукчĕ. Пире сурăх тирĕнчен темĕн çĕлесе тăхăнтартатчĕç. Ун чухне çĕвĕ машини те çукчĕ. Ялта ятарлă çĕвĕçсем хăйсен машинкисемпе çÿретчĕç, вĕсене майдан вырăсĕсем тетчĕç. Вĕсем пире тăхăнма мĕн те пулин çĕлесе паратчĕç. Пирĕнпе пурăнакан Максим мучи çăпата туса паратчĕ.

Ял çывăхĕнче кÿлĕ нумайччĕ. Ачасем çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те унта пулă тытма çÿретчĕç. Эпир те хĕлле пиччепе иксĕмĕр каяттăмăр. Тен, шăпах Сăр шывĕ çăлса хăварчĕ те пулĕ ял çыннисене, вăрçа тÿссе ирттерме пулăшрĕ.

1944 çулта эпĕ пĕрремĕш класа кайрăм. Пирĕн ялта тăватă класлă шкул пурччĕ. Вĕрентекенсем - Елена Григорьевна Николаева тата Иван Леонтьевич Михайлов. Тетрадь те, ручка та çукчĕ. Пиччесемпе аппасем тетрачĕсенчи пушă вырăнсемпе усă кураттăмăр. Хăш чухне хаçатсем илсе килсе кăранташпа е чернилпа çыраттăмăр.

Березовка ялĕнче пурăнакансем вăрçă çулĕсен пур йывăрлăхне те тÿссе ирттерчĕç. Пĕтĕмпех калаймăн та, вăл вăхăтра пурăннисем çеç ăнланĕç...»

Березовкăри вăрçă çулĕсем çинчен манăн асанне, 1936 çулта çуралнă Анна Алексеевна Никифорова /Семенова/, аса илсе каласа пачĕ.

Анастасия СЕМЕНОВА,

8 класс.

Хĕрлĕ Чутай районĕ,

Çĕн Атикасси шкулĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.