Комментировать

13 Фев, 2014

Çĕр пушă - пулмĕ усă

Агропромышленноç ыйтăвĕсемпе, апат-çимĕç рынокĕн лару-тăрăвне тишкерес, унта пулса иртекен улшăнусене çийĕнчех хак парас тĕлĕшпе ĕçлекен правительство комиссийĕн тата ЧР Ял хуçалăх министерствин коллегийĕн пĕрлехи анлă ларăвĕнче çур аки ирттерессипе çыхăннă ыйтăва тĕплĕн сÿтсе яврĕç. Унта кашни район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн, апат-çимĕç хатĕрлекен, тирпейлекен предприятисен ертÿçисем хутшăнчĕç. Министр çумĕ Эдуард Александров доклад турĕ. Çĕр ĕçченĕсен умĕнче кăçал мĕнле тĕллевсем тăраççĕ-ха? Акакан-лартакан ÿсен-тăран лаптăкĕ пĕлтĕрхипе пекех юлĕ-ши? Докладра çак тата ытти ыйтăва туллин хурав пачĕ.

«Район администрацийĕсем пĕлтернĕ тăрăх - ял хуçалăх культурисене - 550 пин /100,1%/, çав шутра тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 266,6 пин /100,8%/ га пухса кĕртме палăртаççĕ, - терĕ министр çумĕ. - Çĕр улми 41,5 пин /104,6%/ га лартасшăн, пахча çимĕç 4,6 пин /100%/ га акасшăн. Техника тата выльăх апачĕн культурисем 10,4 пин /78,2%/ тата 227 пин /100,2%/ га йышăнĕç».

Муниципалитет йĕркеленĕвĕсем тĕллеве пĕлтĕрхи шайрах хăварасшăн. Иртнĕ çул çанталăк ял ĕçченне чăрмав кÿчĕ. Кăçал вăл тухăçа ÿстерме пулăшасса шанас килет. Чылай хуçалăх темшĕн техника культурисен лаптăкне пĕчĕклетесшĕн. Çакă - каялла чакниех. Ытти культура лаптăкне те сахал, ячĕшĕн тенĕ пек темиçе пин га çеç хушасшăн. ЧР Министрсен Кабинечĕ пушă выртакан çĕре пĕтĕмпех ĕçе явăçтарма ыйтнине мантăмăр-ши? Республикăн патшалăх программине пурнăçлас тесен мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсен тыр-пул - 580 пин, çĕр улми - 950 пин, пахча çимĕç 174 пин тонна пухса кĕртмелле. Çавна май тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкне 290 пин га таран пысăклатмалла, кашни га çĕртен вăтамран 20 центнер кая мар тырă пуçтармалла. 50 пин га çĕр улми лартмалла, вăтамран 190-шер центнер пухса илмелле. Пахча çимĕç 5,2 пин га акмалла, вăтамран 320-шер центнер пухса кĕртмелле.

Сухаламан-акман çĕре пусă çаврăнăшне кĕртмелли пирки миçе çул калаçатпăр. Анчах пуху-канашлуран усси сахал. Мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсен акакан-лартакан лаптăкĕ 2014 çул тĕлне тăватă çул каяллахинчен 47686 га катăлнă. Çав хушăрах лаптăка Хĕрлĕ Чутайсем - 7219, Çĕмĕрлесем - 6471, Вăрнарсем - 6081, Канашсем - 5408, Улатăрсем - 4410, Шупашкар районĕсем 3905 га пĕчĕклетнĕ, Елчĕксем - 1067, Пăрачкавсем - 1026, Сĕнтĕрвăррисем - 770, Комсомольскисем 550 га пысăклатнă.

Иртнĕ çул кĕрхи культурăсене 71,5 пин га акса хăварнă, плана - 71,5%, Елчĕксем - 90%, Йĕпреçпе Комсомольскисем 96,2 тата 91,4% тултарнă. Кăрлачăн 20-мĕшĕ тĕлне шăтса-тымарланса юлнă калчан мĕн пур лаптăкĕн 25,7% - лайăх, 72,2% çырлахтарать. 146 пин га çĕртме /иртнĕ çулхи лаптăкри чухлех/ тунă.

Нарăсăн 5-мĕшĕ тĕлне тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне хывмалли плана республикипе - 96%, Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Комсомольски, Муркаш, Шăмăршă, Етĕрне, Елчĕк, Тăвай районĕсенче 100% тултарнă. Кондицие çитерни мĕн пур вăрлăхăн 51% /çулталăк каялла - 50%/ танлашать. Кун пекки Улатăрсен /9%/, Пăрачкавсен /31%/, Сĕнтĕрвăррисен /35%/, Куславккасен /36%/ чылай сахалрах.

Республикипе çĕр улми вăрлăхĕ 29,4 пин тонна çеç хатĕрленĕ. Вăл чылай района çитмест.

Республикăн агрохимслужби пĕлтернĕ тăрăх - çур аки ирттерме 20 пин тонна минерал удобренийĕ кирлĕ, 3,4 пин тонна /17%/ çеç илсе килнĕ. Улатăр, Тăвай, Хĕрлĕ Чутай, Шăмăршă, Çĕмĕрле, Сĕнтĕрвăрри районĕсенче вăл пит сахал. Ăна хатĕрлессипе иртнĕ çулсенчи пекех Вăрнар, Комсомольски, Елчĕк, Патăрьел районĕсенчи хуçалăхсем хастар. ЧР Апат-çимĕç фончĕн директорĕ Алексей Самаркин кăçалтан вăл 25% хакланнине, пуш-ака уйăхĕсенче татах ÿсме пултарассине пĕлтерчĕ.

Дизтопливо янтăламалли тĕллеве - 29,1% /2013 çулхи нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне - 9,9%/, бензин кÿмелли плана 25,9% /çулталăк каялла - 4,9%/ кăна пурнăçланă. Тракторсен, тăпра кăпкалатмалли тата акмалли агрегатсен 82-88% /пĕлтĕрхи кăтарту шайĕнчех/ юсавлă.

ЧР Апат-çимĕç фончĕ хресченсем валли 500 тонна дизтопливо туянас тĕллевпе «Дорисс-нефтепродукт» обществăпа килĕшÿ çирĕплетме палăртнă. Ака-суха ирттерме аграрисен пурĕ 902 млн тенкĕлĕх кредит илме тивет.

Министр çумĕ докладра 2008 çултан тытăнса хыт хура пуснă 118,8 пин га пусă çаврăнăшне кĕнине палăртрĕ. Çапах та çум курăк ашкăракан лаптăк - 49,2 пин га! Министерство 2017 çулччен ăна пĕтĕмпех ĕçе кĕртесшĕн. Ку тĕллеве пурнăçлама аграрисене кăçал республика хыснинчен 1,5 млн тенкĕ уйăрма пăхнă. «Чăвашагролизинг» АО вĕсене 30 ытла машина-техника хатĕрĕпе тивĕçтересшĕн.

Раççей хăмлаçисен ассоциацийĕн ертÿçи Геннадий Горланов питĕ кирлĕ те халĕчченех татса паман ыйтăва çĕклерĕ. «Вун-вун хăмла лаптăкĕ чылай çул юхăнать, - терĕ вăл. - Вĕсене ял хуçалăх производствине тавăрассишĕн никам та нимĕн те тумасть. Хăмла туса илекенсене инвестици уйăрма кăмăл тăвакан банксем пур. Апла пулсан çывăх вăхăтра лаптăксене харпăрлăха парса хуçисене кивçен илме хавхалантармалла». Сергей Павлов министр кун пирки район администрацийĕн пуçлăхĕсемпе сахал мар калаçнине, çапах та урапа малалла йывăррăн шунине пĕлтерчĕ. ЧР технадзор ертÿçи Владимир Димитриев чылай районта - уйрăмах Çĕмĕрле, Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав, Улатăр, Куславкка енче - çур аки вăхăтĕнче техника хатĕрĕпе ĕçлеме механизатор çитменни пирки пăшăрханса каларĕ, трактор-машина уя тухма хатĕррине тĕрĕслеме пуçличчен министерствăн «Нива» вĕренÿ-курс комбиначĕн филиалне районсенче уçса кирлĕ чухлĕ специалист хатĕрлеме, трактористсене акана тухиччен чылай маларах ĕçе илме ыйтрĕ.


Юрий МИХАЙЛОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.