Вилсе чĕрĕлнĕ çын
- Вăрçă çинчен каласа пама ыйтсан атте куçĕнчен куççуль шăпăртатсах юхса анатчĕ: «Эпир тÿснине ачасемпе мăнукăмсем ан курччăр», - тетчĕ чĕререн хурланса, - асаилеççĕ ывăлĕпе хĕрĕ, Николайпа Римма Сюзюкинсем.
Вăрçă асаилĕвĕ ашшĕн чĕрине калама çук çунтарнă, ыраттарнă. Çавăнпа калаçу пуçарсанах пăрăнма тăрăшнă. Унăн терт-нушине çывăх çыннисем кăна пĕлнĕ темелле.
Андрей Сюзюкин 1918 çулхи октябрĕн 14-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Тури Чакă ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1939 çулхи ноябрĕн 27-мĕшĕнче Совет Çарне тухса кайнă. Çамрăк каччă финн вăрçине çакланнă. Унта, 128-мĕш çар чаçĕнче, мотополкра стрелок пулнă. 1940-мĕш çулта вăрçă вĕçленсен те çартах юлнă. Тăван тăрăха, ача чухне выляса ÿснĕ аслă урамсене, улăх-çарана килсе курма, çывăх çыннисене ыталама ĕмĕтленнĕ. Анчах Германипе лару-тăру çивĕчленме тытăнни ĕмĕте çапса хуçнă. 1941 çулхи июньте, фашистла Германи пирĕн çĕршыва тапăнса кĕрсен Андрей Сюзюкин каллех çапăçăва кĕнĕ. Кунта 63-мĕш стрелоксен полкне лекнĕ. Çак çулах хĕрÿ çапăçура тыткăна çакланнă.
Кĕтмен тĕлпулу
Польшăри вилĕм лагерĕнче çынлăха çухатмасăр чĕрĕ юлни хăех паттăрлăх. Тăван çĕршыва, ашшĕ- амăшне чун-чĕререн юратни, киле çĕнтерÿпе таврăнма ĕмĕтленни ăна хуçăлса ÿкме паман. Йывăрлăх, выçăллă-тутăллă пурăнни те хăратман, юлашки вăйне пухса ĕçленĕ. Лагерьте ĕçе тухайманнисене нимĕçсем иккĕмĕш куннех персе пăрахнă - ыттисем валли вырăн пушатнă. Вилĕм çави тыткăнрисене пĕр шелсĕр çулнă. Пĕрисем ĕмĕрлĕхех куçне хупнă кăна – тамăка теприсене илсе çитернĕ.
Пĕррехинче Андрей Сюзюкин столовăйĕнче апат валеçекен çамрăк Атăлçи тăрăхĕнчен пулнине илтнĕ.
- Паллаш, ентеш пулнă май, тен, сана яшка ытларах та ярса парĕ, - сĕннĕ ăна хăшĕ-пĕри.
Вăрăм черет çитсен чăваш каччи чăтайман:
- Салам, ентешĕм, - тенĕ ăшшăн.
Сăмахне вĕçлеймен, сасартăк сăнран улшăннă каччă ăна йывăр тимĕр çăпалапа пуçĕнчен кĕрĕслеттернĕ. Ăна-кăна кĕтмен Сюзюкин пăрăнса ĕлкĕреймен, тăнне çухатса кайса ÿкнĕ.
Баракра куçне уçнă вăл. Пуçĕ çурăлса каяс пек ыратнă, çаврăннă. Çĕкленме вăй-халĕ те юлман. Ура çине тăмасан персе пăрахасса ăнланнă. Пурнăçран çамрăклах уйрăлас килменнипе шăлне çыртсах чăтнă, йывăр ĕçе кÿлĕннĕ. «Мĕнпе айăпа кĕтĕм-ши?» - ниепле тĕлĕнме пăрахайман хăй. Çакăн хыççăн вĕсем пĕр-пĕрне курмăш пулнă. Сăлтавĕ кайран çиеле тухнă - хайхи повар тахçанах фашистсен шанчăклă çынни пулнă-мĕн. Тыткăнрисем хăйне палласа илесрен çав тери хăранă. Вĕсем лагерьтен çăлăнса тухасса шанман пулин те асăрханнă. Çавăнпах-тăр хăйĕн ентешне те пĕр шелсĕр леш тĕнчене ăсатма хăтланнă сутăнчăк. Шăпа Сюзюкина шелленĕ курăнать, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлма паман.
Ĕмĕр сакки сарлака тенĕ. Тем те курма, илтме тивет. Андрей Сюзюкин темиçе çултан хайхи «ентешпе» каллех тĕлпуласса усал тĕлĕкре те тĕлленмен-тĕр. Çитменнине, тăван тăрăхра!
Вăрçă вĕçленсен Андрей Павлович тăван килне аманса таврăннă. Пурнăç кустăрми малаллах куснă. Вăрçă ахрăмĕ хыçала юлнă май çынсен пичĕ каллех ăшă кулăпа çиçнĕ. Пĕррехинче Сюзюкинсем аппăшĕн ывăлĕ валли Патăрьел тăрăхĕнчи пĕр яла хĕр çураçма кайнă. Хăнасене хуçисем кĕрекене лартнă. Паллă саманта уявлама тăванĕсем чылай пуçтарăннă.
- Пулас хăтасене сăнатăп: пĕрне палланă пек туйăнчĕ. Анчах ниепле асаилейместĕп. Хама хам хĕрсе пыратăп. «Кам-ши, ăçта курнăччĕ ăна?» - вĕçĕм явăнать пуçăмра. Хăналаннă май ун çывăхнерех куçса лартăм. Сасартăк чĕре яш! тирсе ыратса кайрĕ. Тинех ăнланса илтĕм: хайхи сутăнчăк повар! Тарăхнипе стаканри аншарлине пĕрре ĕçсе ятăм, тепре... «Эсĕ мана паллатăн-и?» - ыйтрăм чăтаймасăр. «Çук, палламастăп», - тавăрчĕ вăл мана. «Ах, мана палламастăн апла? Час паллаштаратăп сана!» - тесе стаканпа çамкинчен хыттăн шаплаттартăм, - каласа панă Андрей Павлович ачисене тĕлĕнмелле тĕлпулу çинчен.
Унтан пурте илтмелле: «Эп сутăнчăксемпе калаçмастăп!» - тенĕ те лашипе килне ĕрĕхтернĕ. Тĕлĕннипе шак хытса тăнă çынсем мĕн пулса иртнине ăнланмасăрах юлнă.
Тепĕр кунне ир-ирех хайхи арçын арăмĕпе Сюзюкинсем патне вĕçтерсе çитнĕ. Кил хуçи умĕнче чĕркуçленсе каçару ыйтнă. Унăн та ачисем пурнăç çулĕ çине тăнă темелле. Хăшĕ-пĕри яваплă вырăнта ĕçленĕ. Хăрушă чăнлăх çиеле тухсан вĕсене те йывăр пуласса ăнланнă вăл. «Тархасшăн, никама та ан пĕлтер, ачасен çулне ан татсам», - тархасланă хайхискерсем. Андрей Сюзюкин каçарнă, вăрçăри вăрттăнлăха никама та каласа паман. Çитменнине тепĕр уйăхран çак арçын сасартăк вилсе кайнă. Кĕтмен тĕлпулу уншăн та ахаль иртмен пулас.
Тамăкран çăлăнсан
Вилĕм лагерĕнчен Андрей Павлович вара çăлăнса тухнă-тухнах. Тыткăнра чухне Патăрьел районĕнчи Ирçе Çармăсри çынпа паллашнă. Капитан пулнăскер çăлтăр тăрăх çул тупма пултарнă. Пĕрле тарма сĕнсен Андрей тÿрех килĕшнĕ. Лагерьте юлсан çав-çавах вĕлерессине ăнланнă вăл. Пĕр лăпкă каç иккĕшĕ тухса тарнă. Çăлтăрсем тăрăх кайса Совет Çарĕ тăракан вырăна шыраса тупнă. Акă, çăлăнăç патне темиçе утăм кăна юлнă темелле. Сасартăк тăшман тăхланĕ капитана персе антарнă. Тамăкран пĕчченех хăтăлса тухнă Патăрьел каччи.
Тыткăнра пулнисене ун чухне хĕрхенсе тăман, «çылăхĕсене» каçарттарма штрафбатальона янă. Вĕсене нимĕç офицерĕсемпе салтакĕсем çапăçу хыççăн каннă çурма утрава фашистсенчен тасатма приказ панă. Хаяр çапăçура 700 çынран 120-ĕн чĕрĕ юлнă, çапах хушнине пурнăçланах. Пирĕшти хальхинче те ăрçынна вилĕм аллине паман. Шанăçа кĕнĕ хыççăн каллех фронта, ыттисемпе пĕрле тăшмана хирĕç çапăçма тухса кайнă.
Кушакăн тăхăр пурнăç тенĕ. Андрей Сюзюкинăн та çаплах пулĕ. 1945 çулта Кенигсбергшăн хаяр çапăçу пынă. Мартăн 17-мĕшĕнче вăл йывăр аманнă. Юн юхтарса выртаканскер каллех ăнсăртран çăлăнса юлнă. Тăнне çухатнă, йывăррăн сывлаканскере Тури Чакăра çуралса ÿснĕ Петр Никитин асăрханă. Вăл Сюзюкинсемпе пĕр урамрах çитĕннĕ. Вăйлă та тĕреклĕскер вăрçăра санитар пулнă, аманнисене вут-çулăм ăшĕнчен çĕклесе тухнă. Санитарсене чи малтан аманнă офицерсене çăлма хушнине пăхмасăр ентешне пăрахман. «Манăн пичче вăл», - суйнă аслисене. Вăл тăрăшнипе Андрей Сюзюкина тÿрех госпитале ăсатнă. Вăйсăрланнă ефрейтор унта вара тиф çаклатнă. «Мана госпитальте çав-çавах чĕрĕлеймест тесе вилекен çынсемпе пĕрле кайса пăрахрĕç», - каласа панă вăл каярахпа.
Яваплă çынсем каччă чĕрĕ юласса шанман, тăванĕсем патне паттăрла вилнĕ тесе телеграмма янă. Тепĕр уйăхран, июльте, Сюзюкинсем каллех телеграмма илнĕ. «Кĕтĕр», - кĕскен хыпарланă Андрей Павлович килтисене. Августра тин çаврăнса çитнĕ вăл тăван тăрăха. Ашшĕ ăна Пăва станцинче лашапа кĕтсе илнĕ. Сăмах май, хăйне çăлнă пĕр ял çыннипе кайран та çыхăнăва татман, мĕн виличченех туслă, пĕр-пĕрне пулăшса пурăннă.
Хăюллă та вăтанчăк
- Атте вăрçăран пĕрремĕш ушкăнри инвалид пулса таврăннă. Сылтăм ури тупанĕ йывăр аманнипе чылай хушă ун çине йĕркеллĕ пусайман. Пичĕ çинче, сылтăм куç айĕнче, снаряд ванчăкĕсем мăкăрăлса тăратчĕç. Вĕсене ача чухне тытса пăхни асрах-ха. Суран шала каясран вĕсене тухтăрсем тĕкĕнмен, ÿтрех хăварнă, - каласа парать Римма Сюзюкина. - Сăпайлă та вăтанчăк, çав хушăрах çирĕп чунлăччĕ аттем. Уявсенче медалĕсене çакса тухма та вăтанатчĕ.
Суранĕсем канăç памасан та алă усса ларман вăл, тÿрех ĕçе тытăннă. Пăлапуç Пашьелĕнче артельте тăрăшнă, урапа-çуна тунă, йывăçран ытти хатĕр ăсталанă, Шăхачри йывăç комбинатĕнче вăй хунă. Кайран тивĕçлĕ канăва кайичченех Пăвари вăрманлăхра хурт-хăмăр пăхнă.
- Çуркунне вĕллесемпе вăрмана куçса каятчĕ. Кĕр енне кăна таврăнатчĕ. Хăйĕн ĕçне çав тери юрататчĕ. Вăрçăран хырăмлăх чирĕпе чирлесе таврăннăскер пылпа, прополиспа сипленетчĕ. Çав та унăн ĕмĕрне тăсрĕ пулас, - тет Римма Андреевна паян.
Суранĕсем ăна хăйĕн çинчен асаилтерсех тăнă. «Хăш ушкăн инваличĕ-ха?» - ыйтнă унран районтан çитнĕ тухтăр вăл йывăр чирленине кура. Инвалидлăх çуккине пĕлсен тĕлĕннĕ, Шупашкара комиссие кайма сĕннĕ. Вут-çулăм витĕр тухнă, тăшмана хирĕç хăюллăн çапăçнă çын унта кайма вăтаннă. Çывăх çыннисем çине тăнипе çитсе килнĕ, анчах комисси уксахлакан, ÿтĕнче снаряд ванчăкĕсем пур çынна инвалид тесе йышăнман. Тĕрĕслĕхшĕн чупса çÿремен вăрçă ветеранĕ, каллех сăпайлăх чăрмантарнă.
Пĕрремĕш мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ хыççăн Андрей Павлович çула çитмен 5 ачипе тăлăха юлнă. Иккĕмĕш арăмĕпе тепĕр виçĕ ача çуратнă. Вĕсем сакăр ача çитĕнтернĕ, ура çине тăратнă.
- Пире яланах çирĕп тытатчĕ, ачаранах ĕçлеттерсе ÿстернĕ, тĕрĕс воспитани пама тăрăшнă. Эпир атте-аннене хисепленĕ, юратнă, - теççĕ ывăлĕсемпе хĕрĕсем. - 67 çул пурăнса та вăл пĕр çăмăллăхпа та усă курмарĕ, патшалăхран пулăшу кĕтсе ларман. Йывăр пулсан та пире, ачисене, ытлă-çитлĕ пурăнтарма тăрăшнă.
Шел, аслă ывăлĕсен, Иванпа Петĕрĕн, кун-çулĕ кĕтмен инкекре çамрăклах татăлнă. Вĕсем пурнăçран уйрăлни ашшĕне хуçса хăварнă. Андрей Павлович йывăр чирлеме тытăннă. Суранĕсем уçăлнă, хырăмлăх чирĕ канăç паман. 1985 çулта ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Ăна паянхи кун та ял-йыш, тăванĕсем ырăпа асаилеççĕ.
Лариса АРСЕНТЬЕВА.