Комментировать

13 Фев, 2014

Чун лăпкăлăхĕпе тирпей ытамĕнче

Комсомольски районĕнчи Тукай ялĕ иртен-çÿрене хĕллехи вăхăтра та илемĕпе кăчăк туртать: яла пырса кĕнĕ çĕртех шурă-сенкер стеналлă, ылтăн куполсемлĕ чиркÿ мăнаçлăн курăнса ларать. Пысăк мар икĕ кÿлĕ çуллахи илĕртÿлĕхне сăнлаймаççĕ пулин те çывăхри йăмрасемпе çут çанталăк çураçуллă кĕтесĕ пулнине систереççĕ. Çуртсем тĕлли-паллисĕр лармаççĕ те - урамсем геометри кÿлеписенех аса илтереççĕ. Çулсене хÿсе лартнă юра хырса тасатнă.

Республикăн кирек хăш хутлăхне кайсан та унта мĕнлерех çынсем пурăннине ял сăн-сăпатĕнчен тĕшмĕртме пулать. Хамăрăн издательство çурчĕн ĕçченĕсемпе çакăн пек пĕтĕмлетÿ темиçе хутчен те тунă эпир. Тукай ял тăрăхĕнчи чи хăтлă кил-çурт хуçисемпе тĕл пулма васканă май ахальтен мар ял çине пуçласа килекен хăна пек пăхма тăрăшрăм. Сăмах май, ял тирпейли хĕллехи кун та аван палăрать. Çакă вырăнти влаçа тытса пыракансенчен килни куç кĕрет. Тилхепе кам аллинче тетĕр-и? Пултаруллă та пăрчăкан пек вăр-вар хĕрарăм Ольга Андреева ăна тăваттăмĕш çул ĕнтĕ çирĕп тытать. Ентешĕсен пурнăçĕн тĕрлĕ ыйтăвне татса парассишĕн яваплăскер тăван тăрăх илем-тирпейĕшĕн те канăçсăрланать.

 

Диплом хуçине 5 çул улăштармасть

Курицынсем ял варринче пурăнаççĕ. Хушаматне пĕлетĕп - çуртне ним мар шыраса тупăп терĕм те... Чапаев урамне ял-йыш «Курицынсен касси» ят ахальтен паман курăнать: кун пек хушаматли кунта - пилĕк çемье! Çапах та шыракан тупать тени тĕрĕсех, тепĕр тесен чи тирпейлĕ-хăтлă çурта куç епле асăрхамĕ?

Хальхи вăхăтра модăна кĕрсе пыракан икĕ хутлă /е ытларах та/ çурт мар эпир çитсе курни. Апла пулин те хуçалăх «чăнкă» чăваш çемйисеннинчен нимĕнпе те кая мар: хапха умĕнче, картишĕнче брусчатка сарнă, чÿречесене пластик кăшкарлипе улăштарнă, палисадникре - акăшсем «ярăнаççĕ», пÿртре - алăкранах палас, кашни япала - хăйĕн вырăнĕнче. Урайĕнче, чÿрече патушĕсем çинче - илемлĕ чечексем. Пĕр самант кил-çурт ăш-чикне пăхса çаврăннă хыççăн кунта пурăнакан аслă ăрури хуçасемпе сăмах хушатăп:

- Çак илем-хăтлăхшăн пуринчен ытла «айăпли» кам-ши?

- Пурте. Пĕр пÿртре виçĕ ăру пурăнатпăр, ĕç пуçарсан пĕрлех аппаланатпăр. Укçа-тенкĕ енчен те уйăрас йăла пулман пирĕн. Кам мĕн чухлĕ пултарать...- хуравлать Евгения Ивановна, тăван килĕнче тĕпленнĕ Александрăн амăшĕ.

Виçĕ ăру тенĕрен, халăхăн авалтан тĕпкĕч ашшĕ-амăшĕпе пĕр килте пурăнасси йăлара. Хальхи вăхăтра çамрăк çемьесен хушшинче хăйсем тĕллĕн пурăнас туртăм вăйланчĕ. Курицынсене, çирĕпленнĕ йĕркене пăсмасăр ашшĕ-амăшне сума суса пĕр сĕтел хушшинче апатланакансене, сăвап пултăр çакăншăн.

- Иксĕмĕр кăна пурăнас тăк хĕллехи кун тунсăхласах вилеттĕмĕр пулĕ. Халĕ ав сехет йĕпписем шунине пăхсах тăратпăр, часах Аня шкултан килет-ха тетпĕр, - мăнукĕсем пурнăç савăклăхне парнелекенсем пулнине палăртать Евгений Ефимович, çулĕпе çичĕ теçетке урлă каçнăскер.

Ача пÿрте тултарать теççĕ - чăнахах. Александрпа Еленăн иккĕн вĕсем - тĕпренчĕкĕсем: кĕркунне шкул сукмакне такăрлатма пуçланă Анна тата ача садне юратсах çÿрекен улттăри Юрий.

- Ылтăнĕ те, кĕмĕлĕ те пур - тавах турра, - савăнса калаçать вĕсем пирки асламăшĕ. - Çулла пахча шăварма тухатпăр та ачасем хаваспах чечек клумбисене, пахча çимĕç йăранĕсене шыв сапаççĕ. Пулăшуçăсем ÿсеççĕ-ха тесе хĕпĕртетĕп вара.

Евгения Ивановна Тукая кÿршĕллĕ Тури Тимĕрчкассинчен качча килнĕ. Çемье тĕвĕлес енĕпе икĕ çак ял авалтанпах туслă. Ăруран ăрăва куçать ырă йăла. Курицынсен ачисенчен пĕри те мăшăрне аякра тупман: Тукайпа Тимĕрчкасси картинчен тухман. Акă кĕçĕн ывăлĕн Сашăн та чунĕ кукашшĕпе кукамăшĕн ялĕнчи Лена еннех туртăннă.

- Халĕ мĕншĕн пирĕн ялта Курицынсем нумаййине ăнлантăр пулĕ: пирĕн ратнери çынсем хăйсем çуралнă хутлăхрах тĕпленсе пурăнма килĕштереççĕ. Тетесенчен пĕри Слава кăна хальлĕхе Çурçĕрте ĕçлесе пурăнать-ха, çар тивĕçĕсене пурнăçлаканскерĕн кĕçех пенсие тухмалла та - кунтах таврăнĕ акă. Тăван ялта йышлă пулсан пурăнма аван - кирек мĕнле пысăк ĕçе те хăраса тăмасăр пуçăнатăн. Акă хамăра илер: хĕле валли утă хатĕрлемелле - эртелпе машина çине тиенетпĕр те курăк лайăх ÿсекен вырăнсене вĕçтеретпĕр, - калаçу çăмхине сÿтме те ухута ĕçлеме ÿркенмен Александр.

Утă тенĕрен, ăна кил-йыш çăва тухсан тонни-тоннипе хатĕрлет: хуçалăхра тăватă ĕне вĕсен. Выльăх-чĕрлĕх йышне татах та ÿстерес кăмăлĕ пур.

- Кун чухлĕ ĕнене ирсерен епле суса ĕлкĕретĕр-ха? - ыйтатăп кил хуçисенчен.

Ĕне сума ятарлă аппарат туяннă-мĕн. Унпа ĕçлеме Елена Николаевна хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ. Çамрăк хĕрарăм ĕçе кайиччен /вăл кÿршĕллĕ Çĕнĕ Мăрат ялĕнчи вăтам шкулта кĕçĕн классене вĕрентет/ сĕтпе аппаланса пĕтернĕ хыççăн пÿртре тирпейлеме те, ачисене тăхăнтарма-çитерме те ĕлкĕрет. Пĕр кана ĕçлесе ĕшеннине палăртмасăр хăйне кĕтекен пĕрремĕш класри шăпăрлансем патне йăл кулса пырса кĕрет. Вĕрентекен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа, вăхăтра пурнăçласа пырать вăл. Çĕрлеччен компьютер умĕнче ларсан та ирхине пĕр минут ытларах та кăтăш пулма çук: выльăх кахаллăха каçармасть.

- Пур пĕрех ялта пурăнма килĕшет мана. Чăн та, пĕр вăхăт ĕç çуккипе килте ларма тивнĕччĕ - кичемччĕ. Халĕ - чунра лăпкă. Килте шанчăклă тыл пурри савăнтарать, - шухăшне уçать килти хăтлăхшăн чи явапли.

Хăйĕн пурнăçĕпе кинĕ кăна мар, хунямăшĕ те кăмăллă. Евгения Ивановна ĕмĕр тăршшĕнче йывăр ĕçре тăрмашнă: вырăнти хуçалăхăн комбикорм заводĕнче, стройкăра. Халĕ ури ыратнипе аптăрать те - хуçалăх тытса пырассине ывăлĕпе кинĕ хăйсем çине илнине палăртать. Ĕçпе пиçнĕ çынна ахаль лартайăн-и? Акă хĕллехи кунсенче пушă самант тупăнсан çыхма ларать.

- Çамрăк чухне ал ĕçне пăрахма пĕлмен. Минтер пичĕ, сĕтел çитти, чÿрече карри, чаршав, панно - мĕн кăна тĕрлемен-ши! Халĕ мачча çинче выртаканскерсене тытса пăхрăм-ха. Районти музее леçсе памалла мар-ши тесе шухăшлатăп. Пурăна киле тĕрĕсем те историре кăна юлĕç-и тен? - иртнишĕн пăшăрханать ватă хĕрарăм.

 

Ватти пур тăк латти пур

Йăхташăмăрсен каларăшне Курицынсен çемйи тĕлĕшпе тÿрĕ пĕлтерĕшпе усă куратăп. Евгений Ефимовичпа Евгения Ивановнăн сывлăхĕ çирĕп пултăр кăна - тăван ачисене йывăрлăхпа куçа-куçăн тăратса хăвармĕç. Кирек мĕнле ыйту сиксе тухсан та кирлĕ канаш парĕç пурнăç опытне пухнăскерсем. Мăнукĕсемшĕн те чăн телей аслашшĕпе асламăшĕ юнашар пулни: тĕнчепе паллашма пулăшакансем-çке вĕсем. Александр, ял-йыша кирек мĕнле ĕçре пулăшма васкаканскер /хаяр шĕвеке тумлам та ĕçмен, пирус туртман вăй питти арçынна кам хапăл пулмĕ?/, хăйĕн халăхра «Фермер» ятпа пĕлекен машинине ларчĕ те вĕçтерчĕ. Шкултан кĕç таврăнакан Аньăна вара вĕри апат çитерекен те, чей ĕçтерекен те пур.

...Зал алăкĕ тăрринче Курицынсене нумай пулмасть панă Диплом /ял тăрăхĕн чи хăтлă кил-çурт хуçисем пулни çинчен/ вырăн тупнă. Юнашарах - ăна районти савăнăçлă мероприятире панă самантри сăн ÿкерчĕк. Çакнашкал чыса темиçе çул пĕр сиктерми тивĕçет хуçалăха тирпейлĕ тытма ăста çемье. Ку Диплом та юлашки ан пултăр эппин.


Ирина ПУШКИНА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.