Комментировать

13 Фев, 2014

Ял хушшинче мĕн сас лайăх?

Хĕллехи уяр та пит-куçа самаях хĕмлентерекен сивĕ кун. Канаш районĕнчи Воронцовкăна çитсе курма тĕвĕленнĕ шухăшăма çанталăк та чараймарĕ. Акă чи хĕрринчи кил тĕлĕнче машинăран анса юлтăм та ял урамĕпе ерипен утатăп. Хама кăсăклантаракан çемье хăш çуртра пурăнма пултарнине чун сисĕмĕпе палласа илесси - шухăшлавăн яланхи аскăнчăклăхĕ.

Ячĕ - Çăхан та, хăй тăван

Воронцовка тени илемлĕн илтĕнет те - вырăсла ят-çке. Ялĕ вара - чăвашсен. Кунта мĕнле вăрттăнлăх пытаннипе интереслентĕм. Информаци тĕрлĕ çăл куçĕнчен чăннипе унăн чăвашла ячĕ иккĕ те пулнине пĕлтĕм: Çĕнĕ Вăрăмпуç /Вăрăм шывĕ юнашарах юхса иртнĕрен çапла каланă/ тата Çăхан. Анчах паян вĕсемпе калаçура та, официаллă çырура та усă курмаççĕ. Канашран 12 километрта вырнаçнă ялта социаллă пĕр учреждени те çук, маларах та пулман. Халĕ кунта 30 ытла кил, анчах 16-шĕнче çеç хĕл каçаççĕ. Ыттисемшĕн çурчĕ дача евĕр кăна шутланать. Шкула çÿрекенни - 4 ача. Вĕсем ку таранччен вăрман витĕр 4 çухрăмри Çĕнĕ Шелттеме утнă. Телее, халĕ Карăклă вăтам шкул автобусĕн маршручĕ пуянланнă: Сиккасси лесничествинчен ачасене илме каяканскер Воронцовкăна та кĕрсе тухать. Чăн та, асфальт çул ял вĕçне çитиччен çеç тăсăлнăран ял хушшине кĕреймест вăл.

- Çул ыйтăвĕ тертлентерет те ĕнтĕ пире. Ахальлĕн хуларан аякра мар вырнаçнă ялта çынсем мĕншĕн ан тĕпленччĕр? Çут çанталăкĕ мĕне тăрать! Ав вăрман, йывăçсем кăшт юрпа витĕннĕрен, мĕн тери хитре курăнса ларать, - сăмах хушрĕ урамра тĕл пулнă Александр Кондратьев Федотовсен çемйи хăш çуртра пурăннине кăтартнă май.

Маринăпа Виталий Федотовсене Воронцовкăн пуласлăхне тăсакансенчен пĕрисем тесе калама пулать. Нимĕнле ĕç те тупма çук ялтах виçĕ ача çуратса ура çине тăратаççĕ вĕсем. Кил хуçи, телее, аякри çĕрсенче мар, Канашри пĕр предприятире электромонтерта ĕçлет. Унăн мăшăрĕ, çĕвĕçе вĕренсе тухнăскер, качча тухнăранпа - килтех. Хĕрарăмăн капла та икĕ алла çĕр ĕç, çав-çавах вырăн пулсан сывлăхлă çын килте лармĕччĕ паллах.

- Халĕ кичем мар-ха, Вероникăпа иккĕн вĕт. Тăваттă тултарчĕ ĕнтĕ, садике темĕн пек вырнаçтармалла та - çук вĕт. Карăклăна шкул автобусĕпе илсе çÿреме май пулмасть-ши тенĕччĕ, унта кĕçĕннисене лартма йĕрке тăрăх юрамасть иккен, - чунне уçать Йĕпреç тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ çамрăк хĕрарăм.

Пĕр енчен, амăшĕн хÿттинче пепки сывă çитĕнет, пурнăçа çывăх çыннисен тĕслĕхĕпе хăнăхса пырать - аван. Тепĕр енчен, патшалăх хальхи вăхăтра виççĕ тултарнă ачан вĕренÿ учрежденийĕнче пĕлÿ пухмалли пирки çирĕппĕнех калать-çке: капла вăл обществăн йĕркисене хăвăртрах ăша хывать. Хăнăху тенĕрен, Вероникăшăн кĕнеке-тетрадь ют мар. Акă мана та ÿкерчĕк тăрăх юмах каласа пачĕ. Сас паллисемпе паллашма пуçланă ĕнтĕ чиперук, вулама кăна пĕлеймест хальлĕхе.

Хĕр ачан пиччĕшĕсем вара улттăмĕш класа çитнĕ, тĕрлĕ наука чулне «кăшлаççĕ». Викторпа Василий йĕкĕрешсем мар, çапах та пĕрлех шкула кайнă. Пĕри тепринчен çулталăк ытла кĕçĕнрех пулин те иккĕшĕ те вĕренÿре маттур. Вĕсем пирки Карăклăри вĕрентекенсем ыррине кăна асăнаççĕ, тĕрлĕ енĕпе пултаруллă пулнипе мухтанаççĕ те. Эпĕ курнăçас тенĕ кун та хастарскерсем районта шахмат енĕпе иртекен ăмăртăва тухса кайнăччĕ.

 

«Тăххăрăн - пĕр килте, виççĕшĕнче - вăтăрăн»

- Арçын ачасен логика шухăшлавĕ вăйлă пулмалла. Шахмат çавна аталантарать те, - воспитани тĕлĕшпе çемьере шăнăр вырăнĕнче хăй пулнине çирĕплетеççĕ Виталий Алексеевичăн сăмахĕсем. - Шашкăлла эпĕ ачасене шкула кайичченех выляма вĕрентнĕ. Ку енĕпе тăван шкулĕнче вĕсене çитекенни хальлĕхе çук-ха.

- Куратăп, çĕнĕ çурт хăпартнă эсир. Стройка ĕçĕнче арçын ачасем хăйсен вăйĕ çитнĕ таран пулăшнах-тăр, - ял ачин шăпине чухланăран сăмаха çапларах тăсатăп.

- Унсăрăн епле? Ют çын килсе пирĕн ĕçе тăвас çук. Халĕ чĕнес тесен те ялта çын тупма йывăр. Ĕлĕкрех вара, эпир ÿснĕ вăхăтра, пирĕн урамри виçĕ килте кăна вăтăр ачаччĕ: пирĕн - 9, кÿршĕсен - 10 тата 11. Чылайăшĕ ялтан тухса кайнă, ашшĕ-амăшĕ ватăлса çĕре кĕнĕ - хупăннă пÿртсенче çапла тĕтĕм сÿннĕ, - сăмахлать арçын.

Телее, Федотовсен амăшĕ тĕрĕс-тĕкелех-ха. Çулĕпе саккăрмĕш теçеткене тултарса пыракан Валентина Васильевна кил-тĕрĕшре тăрмашать, мăнукĕсемпе йăпанать. Виçĕ ывăл, ултă хĕр çуратса ÿстернĕ вăл. Тивĕçлĕ канăва тухиччен вырăнти хуçалăхра сысна, вăкăр пăхнă. Кил-йышĕ пысăк пулин те ял халăхĕ пурнăçлакан пур ĕçе кăмăлпа хутшăннă.

...Кашни вăхăтăн хăйĕн илемĕ теççĕ. Пурнăçăн та. Паянхи саманан тÿнтер енĕсене курса кашни ÿпкелештĕрин - хамăрăн çи-пуçа, ялсенче хăтланă кермен пек çуртсене тинкерер-ха. Пулнă-и вĕсем тахçан пирĕн хутлăхра? Паллах пулайман. Йывăрлăхсем - кашни утăмрах. Анчах чунра тăван тавралăхшăн тĕлкĕшекен кăвар сÿнмесен - Виталий Федотовăнни пек - пĕчĕк ялсем те çĕр питĕнчен çухалмĕç. Вĕсен урамĕсенче ача-пăча савăк шавĕ тамалмĕ.


Ирина ИВАНОВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.