Хевтесĕр ачасене реабилитацилеççĕ
Шупашкарта «Манăн пĕртен пĕр ача» проекта пурнăçа кĕртеççĕ. Унăн тĕллевĕ - аутизмпа чирлекенсене малтанхи тапхăртах реабилитацилесси.
Иртнĕ эрнере ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин Хевтесĕр ачасемпе çул çитмен çамрăксене реабилитацилекен центрĕнче çак амакпа нушаланакансен ашшĕ-амăшĕпе специалистсем тĕл пулчĕç, пĕрле килĕштерсе ĕçлессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç.
Çакна палăртмалла: кунашкал социаллă проекта республикăра пĕрремĕш хут ĕçе кĕртеççĕ. Унпа килĕшÿллĕн асăннă чирпе аптракан ачасене пулăшмашкăн психологипе педагогика коррекцийĕн программине хатĕрлеме тата тĕрĕслесе пăхма палăртнă.
«Унашкал ачасем «хăйсен тĕнчинче» пурăнаççĕ, пирĕн тĕллев - вĕсене обществăна хăнăхтарасси. Çакăнта, паллах, специалистсен кăна мар, ашшĕ-амăшĕн те пуçаруллă пулмалла, - палăртрĕ центр директорĕн социаллă педагогика енĕпе ĕçлекен çумĕ Ольга Елахова. - «Ача - ашшĕ-амăшĕ - специалист» çыхăнăва вăй илтермелле».
Паянхи кун тĕлне ку проекта 8 ача тата вĕсен саккунлă представителĕсем хутшăнаççĕ. Проект авторĕсем пуçарăвăн тăсăмĕ пуласса тата кулленхи йĕркепе пурнăçланса пырасса шанаççĕ.
Сăмах май, «Манăн пĕртен пĕр ача» проекта ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин Республикăри психиатри больници, Хевтесĕр ачасемпе çул çитмен çамрăксене реабилитацилекен центрĕ тата республикăри хĕрарăмсен канашĕ пĕрле хатĕрленĕ.
Ăна пурнăçланă хыççăн ĕçе пĕтĕмлетсе специалистсен пуçарулăхне тивĕçлипе хаклĕç.
В.СМИРНОВА