Комментировать

30 Апр, 2015

Çу уйaхĕ çитрĕ

Çу уйăхĕ çитнĕ майăн пахчари ĕçсем нумайлансах пыраççĕ. Ку паллах çĕр пиçсе çанталăк ăшăтса пынипе çыхăннă. Пахчана çурхи ĕçсене хатĕрлемелли пирки иртнĕ номерсенче çырса кăларнăччĕ. Çу уйăхĕнче пахчари тĕп ĕçсем кĕтеççĕ. Йăлтах акса-лартса ĕлкĕрмелле. Май уйăхĕнче кас-кас сивĕ килнине кура акнă-лартнă пахчаçимĕç калчине сивĕрен хÿтĕлессине те шута илмелле.

Çу уйăхĕнчи ĕçсен календарьне çапла палăртма пулать,

1. Сивве чăтăмлă пахчаçимĕçе уçă йăрана акмалла.

2. Хăшпĕр чечекĕн тата пахчаçимĕç вăрлăхне калча тума килте акмалла.

3. Калчана пахчана теплицна е уçă йăрана куçарса лартмалла.

4. Май уйăхĕнчи сивĕсенчен ÿсен-тăрана хÿтĕлемелле.

5. Садри улма-çырла йывăçĕсе­не сыпмалла тата хушма /перепрививка/ сыпас ĕçе йĕркелемелле.

6. Сиенлĕ хурт-кăпшанкăпа, тĕрлĕ чир-чĕрпе кĕрешмелле, аманнă, хуçăлнă йывăçсене тирпейлемелле.

7. Минераллă тата органика удобренийĕпе апатлантармалла. Шăвармалла. Çуркунне çĕре кăпкалатнă чухне тĕрлĕ курăк тымарне тĕплĕн пуçтармалла. Май пуçламăшĕнче çак пахчаçимĕçе акса хăвармалла, кишĕр, çарăк, редис, сухан /симĕсле çиме/, петрушка, шпинат, укроп, салат, кинза, купăста, йÿç кăшман. Вĕсене тÿрех йăран çине акмалла, çиелтен пленка витмелле. Ыхра йăранне çиелтен кăпкалатмалла. Çанталăк çумăрсăр тăрсан ыхрана шăвармалла.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.