Комментировать

30 Апр, 2015

Ачасем те уйăх çутипе тырă вырнă...

Умра - пысăкран та пысăк, сумлăран та сумлă уяв! Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа 70 çул çитет. Кашни шкул ятарлă программа хатĕрлет. Паттăр салтаксене халалласа сăвă-юррине те вĕреннĕ ĕнтĕ.

Йĕпреç районĕнчи Пучинке шку-лĕн 2-мĕш класĕнче вĕренекенсем те çак уява хатĕрленеççĕ. Класс ертÿçи Татьяна Николаевна Иванова ачасене вăрçă пирки нумай каласа кăтартнă, ушкăнпа кĕнекесем те вуланă.

- Хамăрăн мăн асаттесемпе мăн асаннесен сăнарĕсене ĕмĕр асра тытăпăр. Вĕсем Тăван çĕршывшăн хаяр тăшманпа кĕрешнĕ. Çĕрне-кунне пĕлмесĕр бомбăсем, снарядсем, пульăсем айĕнче пурăннă. Хăрушă! Сенкер экранпа вăрçă çинчен киносем кăтартаççĕ, чуна ыраттарса пăхатăп вара... 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕ. Вăрçă чарăннă. Çак кун çынсем кăна мар, çутçанталăк та, çĕр те, кайăксем те ирĕккĕн сывласа янă. Тинех тăван тăрăха салтаксем таврăнма тытăннă, пурнăçĕсене çĕнĕлле йĕркелеме ĕмĕтленнĕ, - тет Маша Степанова.

Артем Пашковăн мăн-мăн аслашшĕ ячĕ палăк çине çырăннă. Майăн 9-мĕшĕнче унта пулса чĕрĕ чечек хурасшăн вăл.

- Кукаçин ашшĕ те вăрçăра тăшманпа паттăррăн çапăçнă. Шел, Василий Семенович Семенов хыпарсăр çухалнă. Мăшăрĕ, Ирина Корниловна, тăватă ачапа тăлăха юлнă. Çав тери нушаллă пурнăçра çитĕнтернĕ вăл тĕпренчĕкĕсене. Юратнă кукаçи, Петр Васильевич Васильев, ашшĕне пачах астумасть. Çапла, вăрçă ахрăмĕ чылай çынна хурлăхпа асап кÿрсе хăварнă. Тăван-пĕтенĕ фронтран таврăнайманран мĕн чухлĕ çемье куççульпе çăвăнман-ши. Ыррине шанса кашни кун укăлча хапхи еннелле утакан та пулнă. «Тен, сывах пирĕн атте... Тен, килсе кĕрĕ пĕррехинче яла», - тесе шухăшланă ачасен, шел те, ĕмĕчĕсем пурнăçа кĕреймен. Вăрçă кирлĕ мар пире! Яланах хĕвел пултăр çĕр çинче! - терĕ Артем.

- Совет салтакĕсем пирĕн пуласлăхшăн кĕрешнĕ. Вăйне-халне шеллемесĕр тăшмана хирĕç кар тăрса ыткăннă. Ялта юлнă хĕрарăмсемпе ачасем те алă усса ларман. Çĕркаçа уйăх çутипе тырă вырнă. Ара, фронт вĕçĕмсĕр тумтир, апат-çимĕç ыйтнă-çке. Лав хыççăн лав ăсаннă ялтан... Тырă лавĕ, тумтир лавĕ, çыру лавĕ... Пурте фронта... Уйрăмах пирĕн çулти ачасен чăтăмлăхĕнчен тĕлĕнетĕп. Выçăллă-тутăллă пурăннă пулин те аслисемпе тан ĕçленĕ-çке! «Йăлтах Тăван çĕршывшăн!» - тенĕ вĕсем те. Пысăк çĕнтерÿре чăтăмлă та хастар ачасен тÿпи те пысăк, - палăртрĕ хăй шухăшне Саша Краснова.

Элиза ВАЛАНС.

Йĕпреç районĕ.

Пучинке.

АВТОР сăнÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.