Комментировать

30 Апр, 2015

"АРТЕКĂН" чи вăрăм смени. Юрий СНЕГИРЕВ

Ялава хăпартнă. Юрламан та, ташламан та

1941 çулхи çуллахи иккĕмĕш смена ыттисенчен уйрăлса тăнă. "Артека" пуçласа Украинăн Совет Союзĕпе тинтерех пĕрлештернĕ хĕвеланăç облаçĕсенчи, Беларуçри, Молдавири, Балтика тăрăхĕнчи республикăсенчи ачасене янă. Нумайăшĕ вырăсла калаçман. Çавăнпа кашни ушкăнпах вожатăйсем килнĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе "Артекра" Мус-каври, Ленинградри, Симферопольти парти активĕн ачисене кĕтнĕ...

Сменăна июнĕн 22-мĕшĕнче уçма палăртнă. Яланхи пекех, ирхине зарядка пулнă. Ун хыççăн - линейка, ирхи апат, шыва кĕнĕ, волейбол вăййи, кăнтăрлахи апат. Веçех хăй йĕркипе пынă. Ачасем акă темиçе сехет ĕнтĕ фашистсен самолечĕсем хăйсен çурчĕсем çине бомбăсем пăрахнине пĕлмен те.

Çывăрмалли сехет хыççăн радиоран Левитан сасси янăраса кайнă. Вăрçă!

Сменăна пурпĕрех уçнă. Ялава хăпартнă. Юрламан та, ташламан та. Каç енне пăшăрханса ÿкнĕ ашшĕ-амăшĕнчен телеграммăсем килме пуçланă. Вырăнтисем ачисене ирхинех илсе кайнă. Вĕсен хыççăнах Мускаври, Ленинградри ашшĕ-амăшĕ вĕçтерсе çитнĕ. Ытти пионерсем те вожатăйсемпе пĕрле пысăках мар ушкăнсемпе çĕршыв тăрăх саланнă.

Кишиневран е Таллинран пынă ачасен мĕн тумалла пулнă тет-ха. Унта çапăçусем пынă ĕнтĕ.

Литваран пынă пионерка Марите Растекайте çапла аса илнĕ,

"Эпир хăрушă япала пулса иртнине туйрăмăр. Çапах та лагерьти кунсем яланхи пекех иртсе пычĕç, эпир ишеттĕмĕр, кимĕпе ярăнаттăмăр, выляттăмăр, юрлаттăмăр. Анчах та çĕрле пирĕн тинĕс хĕрринчи башньăра дежурство тăмаллаччĕ. Лагере тинĕсрен никам та ан кĕтĕр тесе сăнамаллаччĕ".

Фирсановка ялĕ. Пĕрремĕш чарăну

Июлĕн 1-мĕшĕнче лагерьте васкаса пухнă линейкăра çĕнĕ пуçлăхпа Гурий Григорьевич Ястребовпа паллаштарнă. "Известия" хаçат журналисчĕ "Артек" çывăхĕнчи дачинче каннă. Вăрçă пуçлансан Гурий Григорьевич "Артек" "ачисене" эвакуацилеме парти заданийĕ илнĕ.

"Нижний" лагере автобуссем панă. Çĕршывăн хĕвеланăç районĕсенчи 200 ачана Мускав çывăхĕн-чи "Мцыри" санаторие ăсатма йышăннă. Кунта, Фирсановкăра, асламăшĕн именийĕнче, Лермонтов "Мцыри" поэмине çырнă. "Мцыри" лагерьте Латвипе Литваран килнĕ ачасем вырнаçнă та ĕнтĕ, вĕсем "Артека" çул тытнă вăхăтра вăрçă пуçланнă.

Сменăна хупман. Вăхăт пулман. Çапах та ялава антарнă та пĕрле илнĕ.

Симферополь вокзалĕнче вырăн таврашĕ тиенĕ грузовиксем пырса çитессе нумайччен кĕтнĕ. Пуйăса ямасăр тăратма тивнĕ - вăрçă вăхăтĕнче çакăншăн трибунал кĕтет. Анчах та кунта ачасем-çке.

Фирсановка, çу варри. Каллех ялав хăпартнă. Каллех горн кăшкăртать те пурте зарядкăна чупаççĕ. Анчах та çывăхри уйра салтаксем вĕренмелли атакăна çÿренĕ. Çĕрлесерен тÿпене прожекторсем çутатнă, "Юнкерссем" кĕмсĕртетни илтĕннĕ. Вĕсем Мускав çине бомбăсем пăрахма вĕçнĕ. Июль варринче Фирсановкăри имени госпиталь валли кирлĕ пулнă. Ачасене инçетри Сталинграда илсе кайма йышăннă.

Ĕç вахти

Сталинградра ачасене Атăлăн сылтăм çыранĕн-че çĕнĕ шкула вырнаçтарнă. Анчах та темиçе кунран тепĕр приказ килнĕ, пуйăспа Дон тăрăхĕнчи Чир станцине каймалла. Унта, санатори дачисенче, лагерь смени малалла тăсăлнă.

Лагерь хăйне хăй тивĕçтерме пуçланă. "Артек" бригадисем колхоз уйĕсенче тăрăшнă. Икĕ вăкăр çеç пулнă - грузовиксем пурте фронт валли ĕçленĕ. Аслăрах çулсенчи пионерсем уй-хирте ураран ÿкиччен тăрăшнă. Кĕçĕннисем кухньăра пулăшнă, вутă хатĕр-ленĕ. Кĕр те çывхарса килнĕ.

Мускавра лагере Вăтам Азие куçарма йышăннă. Гурий Ястребов каллех пурне те çула пуçтарăнма команда панă. Каллех "Артек" ялавне антарнă.

Дон тăрăх буксир баржăпа çÿренĕ. "Артека" çавăнта лартса илсе кайнă та. Калач патне чарăннă, ачасем тухсан комендант пионерсене кăшкăрса пăрахнă,

- Камсем. Ăçтан. Çуртсене хăвăрт пытанăр, унсăрăн нимĕç каллех салтаксене илсе килнĕ тесе шутлĕ! Курмастăр-им.

Сывлăшра фашист самолечĕ - "рама"-разведчик çаврăннă. "Артек" ачисем Сталинграда таврăннă.

Сталинград. Вăрçă çывăхрах

Шкулта вырнаçнă, Сталинградри трактор заводĕнчен икĕ утăмра. Вĕсен смени малалла пынă. Ноябрĕн 7-мĕшĕнче хăрушă хыпар çитнĕ, Крымри "Артека" фашистсем ярса илнĕ. Йывăç çуртсем тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кайнă. Суук-Су керменне /унта Пионерсен çурчĕ пулнă/ аркатнă. Сайра тĕл пулакан йывăçсене касса пĕтернĕ. "Национальноçсен аллейинче" пионерсен фарфор кĕлеткисене автоматсенчен пенĕ.

Çапах та Сталинградра "Артек" пурăннă-ха! Хĕрачасем госпитальсенче ĕçленĕ. Арçын ачасем çурт тăррисенче дежурство тăнă.

"Артекăн" аслă вожатăйĕн Антонина Сидоровăн асаилĕвĕсенчен,

"Хула çине бомбăсем пăрахсах тăратчĕç. Тĕпрен илсен çĕрлехи вăхăтра. "Сывлăшри тревога" сигнала илтсенех пирĕн ачасене тĕрĕслемеллеччĕ, ăшă тум хăвăрт тăхăнма пулăшмаллаччĕ, вĕсене бомбоубежищĕсене илсе тухмаллаччĕ".

Сталинградра Çĕнĕ 1942 çула кĕтсе илнĕ. Вăтам Ази пирки маннă. Аслăрах çулсенчи пионерсен комсомола кĕме вăхăт çитнĕ. Пурте фронта каяссишĕн çуннă, анчах та Гурий Ястребов татăклă тĕллев ларт-нă,

- "Артекра" дисциплина тĕп вырăнта пулмалла. Сирĕншĕн халĕ фронт кунта.

Фролово - Камышин - Хусан.

Эх, çулĕсем...

1942 çулхи çуркунне лагере Сталинград облаçĕн çурçĕр енне Фролово ялне илсе кайнă.

"Артек" ялавне "Серебряные пруды" санаторире çĕкленĕ. Хăнăхнă йăлапа ĕçе пикеннĕ, ĕне сунă, тракторпа çÿренĕ, электростанцире ĕçленĕ, утă çулнă, тырă пухса кĕртнĕ. Анчах та çулла нимĕç авиацийĕ тапăнма пуçланă. Фашист Дон патне çывхарнă.

Гурий Григорьевича Мускава васкавлăн чĕнсе илнĕ. Лагере Алтая куçарма приказ панă.

Ачасене Камышинра пăрахут кĕтнĕ, анчах та унта мĕнле çитмелле-ха. Вĕсене эвакогоспиталь грузовикĕсемпе илсе кайнă. Фашистсем çывхарсах пынă. Палатăсенче машинăсене аманнă салтаксем кĕтнĕ. Çапах та пĕрремĕш рейссем "Артек" ачисене илсе тухнă.

"Артека" хулари парка çуллахи театр çуртне вырнаçтарнă. Хула çине кашни кунах бомбăсем пăрахнă. Паркра шăтăксем чавнă, пионерсем унта пытаннă. Тинех пăрахут çине ларнă, Атăл тăрăх çÿлелле хăпарнă. Фашистсем ачасен куçĕ умĕнчех икĕ пăрахут çине бомбăсем пăрахнă, пĕри çÿлерех пынă, тепри - Атăл тăрăх вĕсен хыçĕнче. Шăпи упранă ачасене.

Хусанти портра грузчик пулса ĕçленĕ. Вăрçă вăхăтĕнче ĕçлесе илнĕ укçине /пионервожатăйсен ĕç укçине те/ "Артек" оборона фондне куçарнă. Пĕтĕмпе 116 пин тенкĕ. Çак укçапа "ИЛ-2" штурмовик тума май пулнă.

Укçа куçарни çинчен Сталина пĕлтернĕ. "Артек" лагере вăл телеграмма янă, "Пĕтĕм Союзри Молотов ячĕллĕ "Артек" санатори лагерĕн пионерĕсене Хĕрлĕ Çаршăн тăрăшнăшăн тав тăватăп. Манран хĕрÿллĕ салам. Хĕрлĕ Çар сире тав тăвать. И.Сталин".

Белокуриха.

Смена ялавне антарас!

Ĕпхÿ, Омск, Новосибирск, Барнаул, Бийск урлă пионерсемпе комсомолецсем Алтайри Белокуриха курортне çитнĕ. Пуйăспа та пăрахутпа, грузовикпа та лавпа вĕсем 7750 километр кайнă. Çулталăк та 3 уйăх çул çинче. Çулталăк та 3 уйăх çитĕннисем пекех ĕçленĕ.

Лагерь санаторин 2 корпусĕнче вырнаçнă. Тÿрех шкулта вĕренме пуçланă - ачасем программăран нумай юлнă-çке-ха. Çулла Çĕпĕртен, Инçет Хĕвелтухăçĕнчен татах та ачасем килнĕ. Лагерьте "кивĕ призыв" ачисем 150-ăн тата "çĕннисем" çавăн чухлех пулнă.

1945 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче Алтайри "Артек-ра" ялава савăнăçлă лару-тăрура антарнă. Лагерь историйĕнчи чи вăрăм та йывăр смена вĕçленнĕ.

Антонина СЕРГЕЕВА куçарнă.

 

Сăмах май

  • 1944 çулхи апрелĕн 15-мĕшĕнче Уйрăм Приморье çарĕн салтакĕсем "Артека" фашистсенчен ирĕке кăларнă. Аслă Британи премьер-министрĕн мăшăрĕ Спенсер-Черчилль баронесса "Артека" визитпа кайсан лагере 40 вырăнлă палаткăсем парнеленĕ. 1944 çулхи августра "Артек" оккупаци хыççăн пĕрремĕш смена - Крым партизанĕсен 300 ачине - йышăннă.
  • 1956 номерлĕ астероида, Рыбинскри кинотеатра, кĕлчечек сортне, ача-пăча радиоприемникне, çарти куçса çÿрекен Р-166 станцие, пĕрремĕш сортлă тулă çăнăхне, "Рот-Фронт" фабрика кăларакан вафлие, Мускаври, Воронежри, Гурзуфри, Донецкри, Днепропетровскри урамсене, теплохода, траулера тата танкера, Чехири вырăсла калаçакан çамрăксен обществине тата журнала лагерь ятне панă.
  • «Артек» пионерлагере чи малтан туберкулезпа чирлĕ ачасем валли уçнă. Ăна йĕркелекенĕ Зиновий Соловьев, Раççейри Хĕрлĕ Хĕрес обществин тĕп комитечĕн председателĕ, 18 пин тенкĕ тата 8 палатка панă.
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.