Лайăххине курма пĕлмелле
Алена АЛЕКСЕЕВА, юрăç |
Кулленхи пурнăçра лайăххине кăна асăрхатăп: йĕри-тавралăх - çутă, чунра - лăпкă, çынсем - ырă. Тепĕр темиçе уйăхран иккĕмĕш хут анне пулас шухăшпа çунатланнипе те çыхăннă çакă. Япăххи валли пуçра та, чĕрере те вырăн çук.
Юратнă ĕç пурри савăнтарать: ачасене юрлама вĕрентетĕп. Пурте солист пулаймĕ, паллах, çапах хушма пĕлÿ илни никама та сиен кÿмĕ. Нумаях пулмасть манăн вĕренекен Наташа Романова «Мехел» конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Вăл Шупашкарти 59-мĕш вăтам шкулта пĕлÿ илет. Ача-пăча «Гармония» пĕрлешÿ солисчĕсем ытти конкурсра та мала тухаççĕ.
Эстрада юрăçисемпе хутшăнма, сцена çине тухса пултарулăхăмпа паллаштарма килĕшет. Юрлама тухсан куракансем пăшăлтатма пуçлаççĕ. «Мăн хырăмлăскер мĕншĕн килте лармасть-ши?» - теççĕ пуль. Хама лайăх туятăп та - концерта хутшăнма хирĕç мар. Çакă - чун киленĕçĕ, манăн пурнăç.
Юрату туйăмĕллĕ çуркуннехи вăхăт манăн кăмăлпа çывăх. Курăк симĕсленнине, çулçă тухнине, тавралăх чечекленнине сăнас килет.
Ывăлăм та çак тĕнчене йăмăкĕ килессе кĕтет. «Аннене юрататăн пулсан икĕ хутчен тапса кăтарт», - варти пепкепе калаçать вăл. Ача çуратасси - хĕрарăм тивĕçĕ.
Общество транспортĕнче ача кĕтекен хĕрарăмсене вырăн паманни çинчен ÿпкелесе калаçаççĕ. Эпĕ уншăн та пăшăрханмастăп: вырăн пур тăк - ларатăп, çук тăк - тăрса пыма та пултаратăп. Кирек ăçта та чĕрне вĕçĕ чухлĕ те пулин лайăххине курма пĕлсен чунра канлĕ.