Кам унта? Суд приставĕ!
Пĕлтĕр приставсем суд йышăнăвĕсене пурнăçламалли производствăсем тăрăх пĕтĕмпе 4 млрд тенкĕ ытла шыраса илнĕ. Çав шутра 1,7 млрд тенке яхăн - налуксем, бюджета хывмалли ытти тÿлев. Çак тата ытти кăтартăва журналистсене пухса иртнĕ çулхи ĕçе пĕтĕмлетнĕ май Федерацин суд приставĕсен службин республикăри управленийĕн ертÿçи Анатолий ИВАНОВ пĕлтерчĕ.
«Укçа пирĕн кĕсьене кĕмест»
Чăваш Енĕн тĕп суд приставĕ каланă тăрăх - управлени тытăмĕнчи подразделенисенче 2013 çулта 836 пин производство пулнă. Çакă виçĕм çулхинчен 45 пин чухлĕ сахалрах. Апла пулин те кашни пристав пуçне тивнĕ производствăсен шучĕ çав-çавах пысăк - 2,7 пине яхăн. Вăтамран пĕр пристав куллен 5 производствăна вĕçлет. Ку кăтартупа пирĕн приставсем Раççейре 6-мĕш вырăнта-мĕн.
Журналистсем çапларах халăх вĕт - чăкăлтăш ыйтусем пама юратаççĕ. Ку хутĕнче те унашкаллисĕр пулмарĕ. Сăмахран, халăхра приставсем шыраса илекен парăмсен пĕр пайне хăйсене илни пирки. Анатолий Юрьевич татăклăн хирĕçлерĕ: ĕлĕкрех, чăнах та, «исполнительский сбор» текен тÿлевĕн пĕр пайĕпе приставсене хавхалантарма усă курнă, анчах халĕ пĕтĕм тÿлев хыснана кĕрет.
Сăмах май, асăннă «сбор» виçи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пысăкланнă: уйрăм çынсемшĕн вăл унччен 500 тенкĕччĕ, халь - 1 пин тенкĕ. Организацисемшĕн - 10 пин. Çакăн витĕмĕ куç кĕрет: юлашки çулсенче пуçласа юлнă производствăсен шутне чакарма пултарнине тĕп пристав шăпах асăннă виçене пысăклатса пынипе сăлтавлать. Тĕслĕхрен, ПАИ штрафĕсен шучĕ ÿссе пырать, çав вăхăтрах приставсем патне иртнĕ çул вĕсене шыраса илме ярса панă ĕçсем 44 пин чухлĕ сахалланнă. Эппин, çынсем штрафсене вăхăтра тÿлемеллине ăнланса пыраççĕ. Çын тÿлеве хăйĕн ирĕкĕпе татмалли вăхăта та тăснă: унччен 30 кунччĕ, халĕ - 60. Анатолий Юрьевич тепĕр саманта та асăнчĕ: халĕ штрафа кĕске вăхăтра тÿлесен унăн виçине пĕчĕклетмелли мерăна сÿтсе яваççĕ. Сăмахран, çул-йĕр инспекторĕ правилăсене пăснă водителе 1 пин тенкĕлĕх штрафларĕ тейĕпĕр. Айăпа кĕни штрафа çийĕнчех, темиçе кун хушшинче, тÿлерĕ тĕк - 1 пин мар, асăннă виçерен чылай пĕчĕкрех укçа хывать. Чăннипех вырăнлă йышăну пулмалла пек...
Пĕлменни тÿлеврен хăтармасть
Штраф, суд йышăнăвне пурнăçламалли производство пуçарни çинчен пĕлменни - тÿрре тухмалли сăлтав мар, ку тÿлеврен хăтармасть. А.Иванов иккĕленмест: çынсен халĕ штраф пирки пĕлмелли майсем анлă. Пĕрремĕшĕнчен, приставсем çыру яраççĕ. Паллах, çын регистрациленнĕ вырăнта пурăнманни те час-часах пулать - çавăнпа хайхи çырăва илеймест. Анчах ăна ФСПС сайтне уйăхра пĕрре те пулин кĕрсе пăхма никам та чăрмантармасть, унта суд йышăнăвĕсене пурнăçламалли производствăсем пирки пĕтĕм кăтарту пур.
Приставсем парăм шучĕпе арестлекен пурлăха чăн хакран йÿнĕрех сутаççĕ тени пирки те калаçу пулчĕ. Анатолий Юрьевич палăртнă тăрăх - пĕлтĕр приставсем 15 яхăн хваттере сутнă. 250 яхăн автомобиле сутлăха кăларнă, вĕсенчен 74-шĕ кăна сутăннă. Транспорт хатĕрĕсен пысăк пайĕ сутăнманни хăех çирĕплетет: эппин, вĕсене хăйсен хакĕнчен йÿнĕрехпе сутлăха кăларман - шăпах хаклă пулнипе никам та туянман. Тепĕр тесен парăм шучĕпе йĕркеллĕ автомобиле арестлесен ĕç-пуç ытларах чухне ăна сутса ярасси патне çитеймест - «кустăрмаллă урхамахсăр» юлас хăрушлăх тухса тăрсанах унăн хуçин укçа тупăнать, парăмпа татăлать. Çавăнпах пĕлтерĕшлĕ пурлăха арестлеме тăрăшаççĕ. Унччен микроволновкăна, çавăн йышши ытти вак-тĕвеке туртса илме пултарнă - кунашкалли нумайăшне хăратмасть, çийĕнчен усă курнă çавнашкал техникăна йĕркеллĕ хакпа сутма та йывăр.
Массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем пĕр фирмăн нумай кĕленче коньякне туртса илнине аса илтерчĕç - кашни кĕленчине 200 тенкĕпе кăна хакланă. Паха çавнашкал эрех çапла йÿнĕ пулма пултарать-и вара? А.Иванов хуравран пăрăнмарĕ: «Вăл коньяк пахалăхне тĕрĕслеме тивет-ха. Акцизсен вăхăчĕ те иртнĕ. Çавна май ăна 200 тенкĕлле сутасси пирки кăна мар, сутма пултараясси пирки те иккĕленÿ пур».
Пысăк мар парăмшăнах хаклă автомобиле арестлени те саккунпа килĕшÿллĕ. Анатолий Юрьевич 30 пин тенкĕлĕх парăмшăн çыннăн хаклă «Форд» автомобильне туртса илнĕ тĕслĕхе аса илчĕ. Паллах, хуçи парăмпа часах татăлнă, машинине илсе кайнă. Ĕç-пуç ăна сутса ярасси патне çитнĕ пулсан автомобиле сутса илнĕ укçаран 30 пин тенки парăма татма каятчĕ, юлнине хуçине паратчĕç - пĕтĕмпех саккунлă пулатчĕ.
Тепĕр енчен, парăмлă çыннăн хăйĕн пурлăхĕн хакĕ тĕлĕшпе çăхав çырмалли ирĕк пур. Приставсем арестленĕ пурлăх объекчĕсем - пин-пин, анчах вĕсенчен иккĕшĕ тĕлĕшпе кăна хуçисем йÿнĕпе хакланă тесе суда тавăç тăратнă. Çав тĕслĕхсенче те суд йышăну туман-ха. Çакна та шута илмелле: пурлăха приставсем хăйсем хакламаççĕ, ку енĕпе айккинчи, приставсен службине пăхăнман компани ĕçлет. «30 пин тенкĕрен ытла тăман пурлăха хакламалли ирĕк пурччĕ, анчах хамăн йышăнупа çапла тума та чартăм», - терĕ управлени ертÿçи.
Самолета та арестленĕ
Халĕ приставсем парăмлă çынсен банксенчи шучĕсем çинчи укçана та шыраса илме пултараççĕ. Çавна май парăмсене татассипе çыхăннă ĕç чылай чухне ансатланать - производствăсен 40% шăпах çак мелпе усă курса вĕçленĕ. Чăн та, хăшĕсем çав шутсем çине куçакан ача пособийĕсене те шыраса илеççĕ тесе кăмăлсăрланаççĕ. Паллах, унашкал укçа парăма татма кайни вырăнсăр. Анчах кунта та çынсем çав укçана тавăрмашкăн ыйтма пултараççĕ. Кăмăлсăрланаççĕ, анчах укçана каялла куçарма ыйтнисем пулман-ха.
Çĕр-шыв, республика ертÿçисем пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинчи ĕç-пуç çивĕччи çинчен çине-çинех калаççĕ. Приставсем те çак ĕçрен пăрăнмаççĕ: ЖКХ валли пĕлтĕр 200 млн тенкĕ шыраса илнĕ. Ресурссемпе тивĕçтерекен организацисем пирки те çавнах каламалла. Ку сферăра уголовлă ĕçсем те пуçарнă - 10 таранах.
Çынсем кредит илнĕ май вĕсене татаймасăр парăма кĕрсе кайнă тĕслĕхсем 32% нумайланнă. Чăн та, çав парăмсен вăтам виçи виçĕм çулхинчен /800 пин тенкĕ/ чакнă-мĕн - 600 пин тенкĕ шайне аннă. Куçран вĕçертмен пысăк тепĕр тема - алиментсене шыраса илесси. Тăлăх ачасене хваттерпе, çурт-йĕрпе тивĕçтересси çине те алă сулман. Ку енĕпе суд йышăнăвĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçленин усси куç кĕрет: халь тăлăхсене пурăнмалли кĕтеслĕ тумалли йышăнусен шучĕ палăрмаллах чакнă - 23-пе кăна танлашать.
Приставсен ĕç калăпăшĕ чакни халĕ темиçе пус-тенкĕлĕх парăмсемпе ĕçлеменнинчен те килет-тĕр. Унччен çавнашкал вак-тĕвекшĕн те парăмлă çынсене шырса çÿренĕ вĕт. Чылай чух çын патне çĕрле те пыма тивет - кăнтăр кунĕнче килте мар-çке. Саккунпа килĕшÿллĕн пристав ирхи 6 сехетрен тытăнса каçхи 22 сехетчен «хăнана» пыма пултарать. Пурлăха арестлемелли тĕслĕхсенче хуçи хваттере е пÿрте кĕртмесен вăйпа кĕмелли ирĕк те пур - алăка касса уçасси таранах. Тĕп пристав «кăтартуллă тĕслĕх пултăр» тенĕн çывăх вăхăтра çавнашкал мелпе усă курас шухăш пуррине те систерчĕ.
Виçĕм çул Чăваш Енре приставсем парăм шучĕпе вертолет арестленĕ тĕслĕх пулнăччĕ. Пĕлтĕр ку енĕпе «çÿлелле хăпарнă» теме те юрать - самолет туртса илнĕ. Пĕчĕккине мар, пысăккинех - пассажирсене илсе çÿрекеннине. Вĕçев аппарачĕ Шупашкарти пĕр предприятин, ăна Чул хулари аэропортра тупса арестленĕ, хайхи предприятирен парăм шыракан тепĕр компание панă.
Приставсен служби паян суд йышăнăвне тĕпе хурса ют çĕр-шыв гражданĕсене Раççейрен кăларса ярас енĕпе те ĕçлет. Пĕлтĕр 100 ытла çынна ăсатма тивнĕ. Малтанлăха вĕсене ФМСăн Тутаркассинче ятарласа уçнă учрежденийĕнче усраççĕ, суд йышăну кăларнă хыççăн килне ăсатаççĕ. Вĕсен 5 çул хушши пирĕн çĕр-шыва килме юрамасть. Анчах чееленекенсем те пур-мĕн: уйрăмах ăслисем килне таврăнсан хушаматĕнчи пĕр сас паллие улăштараççĕ те «çĕнетнĕ» документпа каллех Раççее килеççĕ. Ултав пур пĕр тăрă шыв çине тухать: кунта хушамачĕ-ячĕ кăна мар, йĕркене пăснăскерсен ытти кăтартăвĕ те /çав шутра пÿрне йĕрĕсем те/ юлаççĕ вĕт...
Çынран укçа шыраса илесси ансат ĕç мар. Ахальтен-им приставсене тапăннă тĕслĕхсем те пулаççĕ. Тÿлев виçи пысăк та мар - çавăншăн пакунлă çынсем тĕлĕшпе вăйпа усă курса суд умне тăраççĕ. Пристава машинăпа таптама тăнă тĕслĕх те асрах-ха. Е тата - взятка пама тăни. Пĕлтĕр пĕри «исполнительский сбор» виçине чакарттарас тĕллевпе пристава 40 пин тенкĕ взятка сĕннĕ. Взятка тÿлемешкĕн банкран кредит илнĕ-мĕн. Айван мар-и вара? Уголовлă ĕç пуçарса приговор палăртнă май унăн çакăншăн пысăк штраф тÿлеме тивнĕ - 2 млн тенкĕ ытла.
...Тÿле те - лăпкă çывăр темелли çеç юлать.
Николай КОНОВАЛОВ