Комментировать

12 Фев, 2014

Пухмач пуянланать

Олимп вăййисем пуçланнăранпа пилĕк кун иртрĕ. Чăваш Ен спортсменкин Елена Муратовăн старчĕсем ăнăçсăр вĕçленчĕç пулин те Сочири ăмăртусемпе кăсăкланма, сăнама пăрахмастпăр.

Паян та пирĕншĕн Шурă Олимпиадăран килекен хыпарсем пĕлтерĕшлĕ. Тăван çĕр-шывра иртекен вăйăсенче Раççей команди хальлĕхе улттăмĕш вырăнта кăна пулин те вĕсен çитĕнĕвĕсем кашнинех савăнтараççĕ.

Тунти кун пирĕннисем медальсен пухмачне икĕ «бронзăпа» пуянлатрĕç. Çав кун тупăшăва сăрт-ту йĕлтĕрçисем, фристайлçăсем, конькипе чупакансем тата биатлонçăсем тухрĕç. Палăртмалла: пирĕн спортсменсене хăш-пĕр ăмăртура ăнмарĕ пулин те шорт-трек тата могул енĕпе «бронза» çĕнсе илни кĕтменлĕх пулчĕ. 26-ри спорт мастерĕ Александр Смышляев /сăн ÿкерчĕкре/ могул енĕпе тĕнчери чи вăйлă спортсменсемпе вăй виçсе /малти вырăнсене Канада каччисем йышăнчĕç/ виççĕмĕш кăтартупа палăрчĕ. Çакна палăртмалла: Раççей фристайлçисем Олимпиадăра 20 çул пьедестал çине хăпарман, юлашки хут çак ушкăнра 1994 çулта Сергей Шуплецов призер пулнă. Шорт-трек енĕпе вара нихăçан та малтисен ретне туртăнайман. Унччен Корея чысне хÿтĕленĕ, 2011 çултанпа Мускавра пурăнакан Виктор Ан 1500 метрлă дистанцие виççĕмĕш вĕçлерĕ. Унăн спортри çитĕнĕвĕсем пĕчĕк мар: кăçал тĕнче Кубокĕнче çĕнтернĕскер 2006 çулта Олимпиадăра чемпион ятне виçĕ хут тивĕçнĕччĕ.

Ытлари кунхи ăмăртусен пĕтĕмлетĕвĕпе Канада спортсменĕсем пĕрремĕш вырăнта: вĕсен 9 медаль. Нидерланд, Норвегипе АПШ командисен 6-7 наградăпа пуянланнă, Германин 2 «ылтăн» кăна та - çапах вĕсем пирĕнтен çÿлерех. Шанатпăр: Раççей йĕлтĕрçисемпе фигурисчĕсем пире медальсемпе савăнтараççех.


Андрей МИХАЙЛОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.