Комментировать

25 Апр, 2015

Кам вăл - историсĕр халăх?

Лайăх япала - Интернет. Темĕн тĕрлĕ информаципе те тивĕçтерет вăл. Гугл пĕлменни вара нимĕн те çук пуль. Çав вăхăтрах чĕрĕ хутшăнăва та улăштарать паян тĕнче тетелĕ. Кумапа е юлашки хут çур ĕмĕр каяллах курнăçнă тантăшпа та чиперех хутшăнма пулать ун урлă. Пĕр енчен, начар та пулĕ ку - каплах “калаçса” пурăнсан пĕр-пĕрин патне хăнана çÿреме те пăрахăпăр-и тен? Çав вăхăтрах аван та - лайăх пурнăç шыраса çичĕ тинĕс леш еннех тухса кайнă юлташпа та ним мар вĕçĕмсĕр хутшăну тытма пулать. Çапла вара тăван тăрăхра мĕн пулса иртнине самантрах пĕлсе тăрать хайхискер.

Кирек мĕнле пулсан та, çуралнă кĕтес, тăван чăваш халăхĕ нумай ушкăна пĕрлештерсе тăрать Интернетра. Пĕр-пĕр пулăм пирки пĕлтерсен самантрах ÿссе каять комментари шучĕ. Тĕслĕх шыраса инçе кайма та кирлĕ мар. Акă “Хыпар” ИÇ сайтĕнче Шупашкар хитре сăнÿкерчĕкне вырнаçтарнă. Сарă ту тăрăхĕнче пурăнакан хĕрарăм унăн айне хăйĕн хĕрĕ чăваш каччипе туслă пулнишĕн савăннине пĕлтерсе çырнă. “Пĕчĕк халăх” хăйĕн чĕлхине упраса хăварма пултарни тĕлĕнтернĕ майрана. Пире, пирĕн ташша-юрра килĕштерни аван-ха, “пĕчĕк” тени кăна вырнаçмарĕ манăн чуна. Телее, ман пек шухăшлисем татах пур-мĕн. Мускавра тĕпленнĕ арçынна та вĕчĕрхентернĕ курăнать çакă, чăваш Аслă Пăлхар халăхĕн тăхăмĕ пулнине çырнă хайхи çак хĕрарăм ячĕпе. Тĕлĕнмелле, мăнаçлăх туйăмĕ арçынсенче кăна сыхланса юлнă-ши - Мордовире тĕпленнĕ хĕрарăм пĕр иккĕленмесĕр хăйĕн шухăшне çапла палăртать: “Чĕлхемĕре, йăла-йĕркемĕре асра тытатпăр. Урăх мĕн кирлĕ чăваша? Эпир кам пулни тата ăçтан тухни пĕлтерĕшлĕ-ши вара?” Çакна хирĕç Мускав арçынни паллă çынсен сăмахĕсемпе усă курса вирлĕ хуравлать: “Наци ăнланăвĕсĕр халăх - тислĕк купи пекех: тепĕр халăха ÿссе аталанма кăна пулăшать вăл”, П.А.Столыпин, “Иртнине ас туман халăхăн пуласлăхĕ çук”, М.В.Ломоносов. Геббельс политикипе те ăста вылять хайхи. “Историсĕр тăрса юлнă халăхăн ÿссе çитнĕ ăрăвĕ тĕллевсĕр ушкăна çаврăнать. Тата тепĕр ăру ÿссе çитсен çав ушкăнран кĕтÿ пулса тăрать те вĕсене хăть те ăçта ертсе кайма пулать”. Хурçă аргументсем хыççăн истори - “хамăрăн тымарсем” тесе вула - пĕлтерĕшĕ пирки текех тавлашма пăрахнă вара хĕрарăмсем. Никамăн та кĕтÿ пулас килмен курăнать.

Тавлашура чăнлăх çуралать теççĕ те - тĕрĕсех пуль. Тепĕр шăв-шав та каллех чăвашлăхпах çыхăннă. “Хам чăваш пулнишĕн мухтанатăп”, - палăртать пĕри. Пит аван. Анчах та чăваша кирлĕ-и-ха çакăн пек мухтанчăк? Мухтанни-каппайни - пĕр ретренех-çке. Ах, çав тăван кĕтесрен тухса кайсан виç кунтанах вырăсла перкелешме пуçлани пĕтерет мар-и нумай чухне? Мухтанни те, мăнаçланни те вырăсла “гордость” ăнлавпа куçать-ха та. Чăваш вара мухтаннине тиркет - хăвна хăв ан мухта, çын мухтатăр.

Чăваш чĕлхине чухăн теме пăхаççĕ нумай чухне. Вăт çак статьяна вуланă хыççăн ятарласах тытса пăхăр-ха хамăрăн словаре - унти сăмах саппасĕн миçемĕш пайĕпе усă куратăр калаçура? Тавлашмастăп, тăван ялăн урамĕпе словарьпе çÿремелле мар. Анчах та хамăрăн сăмах пур чухне чĕлхемĕре те çÿпĕлемелле мар пек туйăнать. Выходной çитес умĕн кăмакара тутлă яшка варить тума ыйтса, вараланнă кĕпи йĕмне стирать тума шантарса анне патне звонить туни чăнласах ывăнтарать. Ĕни те пулин тахçанах сĕт мар, молоко парать вĕт-ха унăн. Кун пекех “аталанса” пырсан хамăрăн та батонсем йывăç çинче ÿсме пуçлаççĕ ахăр... ШĂНКĂРАВЛАСА калаçма, чĕлхе çăтса ямалла яшка ПĔÇЕРМЕ, япалине ÇУМА вара мĕн чăрмантарать-ши пире? Тăван чĕлхемĕре çÿп-çапран тасатма кам пулăшĕ-ши?

Ыран, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, пысăк уяв - Чăваш чĕлхин кунне паллă тăватпăр. Атьăр-ха çак кун та пулин кашниех тап-таса тăван чĕлхепе калаçма тăрăшса пăхатпăр. Кам пĕлет, тен, килĕшсе кайĕ те, чăваш сăмахĕ кашни ялпа хулара шыв пек шăнкăртатса юхма пуçлĕ. Иванов пултарулăхĕ пек, Яковлев халалласа хăварнă ăс-хакăл пек...

Маргарита ИЛЬИНА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.