Комментировать

24 Апр, 2015

Хамăр патра тупма хĕн

Апрелĕн 1-мĕшĕнче тухнă хаçатра вăрăм çăмлă сысна пирки вуласа пĕлтĕм. Кунашкаллисене Чăваш Енре усраççĕ-и? Усраççĕ пулсан хăш районта тата камсем? Вĕсен адресне тупма пулать-и?

Михаил Фролов. Патăрьел районĕ, Первомайски сали.

Хисеплĕ Михаил Васильевич! "Венгерская мангалица" текен ăратлă сыснапа кăсăкланакан сахал мар пулчĕ. Вĕсем те ăна усрасшăн пулнине пĕлтерчĕç. Чăваш Енре çак ăрата ĕрчетекенсене темĕн пекех шырарăмăр, анчах тупаймарăмăр. Республикăн Ялхуçалăх министерствинчен те татăклăн хуравлаймарĕç. 2-3 çул каялла пĕрисем килти хушма хуçалăхра усрама пуçланă-мĕн, анчах усраканĕ хăш районтине асаилеймерĕç. Пирĕн республикăра ку ăрат анлă сарăлман, ялхуçалăх предприятийĕсенче, фермер хуçалăхĕсенче ăна ĕрчетмеççĕ. Сыснан ăратлă йăхне ĕрчетекен хуçалăхсем республикăра пурăнакансене паян "крупная белая", "ландрас", "йоркшир", "дюрок" йышшисене сĕнме пултараççĕ. Çĕрпÿ районĕнче çĕнĕ ăрат кăларнă, "цивильская породная" ятпа çÿрет-мĕн вăл. Çавах та вулакансен ыйтăвне шута илсе вăрăм çăмлă сыснана ытти регионта сутнипе кăсăк-лантăмăр. Январь уйăхĕнче ăна кÿршĕри Тутарстанри пĕр ялта туянма май пулнă. Кăмăл пулсан 8?917% 278-6518 телефонпа шăнкăравласа ыйтма пултаратăр. Раççейĕн ытти регионĕнчи адрессене интернетра шырама сĕнетпĕр.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.