Комментировать

22 Апр, 2015

Пурнăç илемĕпе савăнасчĕ

«Епле хитре пирĕн тавралăх. Пурăнас та пурăнас килет», - çапла шухăшласа пычĕ хĕр килĕ еннелле клевер уйĕ урлă утнă май. Ана çинчи сарă куçлă, шурă куç харшиллĕ эмел курăкĕсем ун çине вăтанчăклăн пăхнăн туйăнчĕç.

Анчах çак илемлĕхе çепĕç хĕр малашне курайман та, хаклайман та пулĕччĕ. Хĕвеллĕ пĕр çурхи кун вăл кĕтмен çĕртен чирлесе ÿкрĕ. Температури хăпарса кайрĕ. Поликлиникăра тĕрĕсленсен рентген ÿкерчĕкĕ ÿпке çинче хура пăнчă пуррине палăртрĕ. Тухтăр ку туберкулезпа çыхăнма пултарнине çирĕплетрĕ.

Пике больницăра сипленчĕ, тухтăрсем тăрăшнипе хăвăртах самайланчĕ. Анализсем туберкулез чирĕ çуккине пĕлтерчĕç. Анчах хĕр çак хыпарпа лăпланса лармарĕ. Унăн йывăр чир пирки тарăнрах пĕлес килчĕ.

Паянхи кун ăслăлăх, медицина, тĕрлĕ технологи анлă аталаннă вăхăтра туберкулез чирне тĕпрен пĕтерсе хума пулать темелле. Анчах та чире амалантаракан усала çăмăллăнах çĕнтерме май çук. Тĕрĕссипе, вăл этемрен те маларах çуралнă-çке.

Туберкулеза ĕлĕк чахотка тенĕ. Вăл пуяннине те, чухăннине те тиркемест. Çак чирпе II Николай патша мăшăрĕ те чылай çул аптранă, пурнăçран уйрăлнă. Чире пуçаракан микроба ăна тупса палăртнă Р. Кох ăсчах ятне панă.

Кох патакĕ тĕрлĕ органра пурăнма, вĕсене чирлеттерме пултарать. Чи анлă сарăлни - ÿпке туберкулезĕ. Çак инфекци чирĕ çăмăллăнах çыпăçать. Чирлĕ çын ÿсĕрсен е хытă калаçсан унăн микроблă сурчăкĕ сыввисене лекме пултарать. Çавăн пекех туберкулезлă çын тирпейсĕр сурса çÿресен унти микробсем сурчăк типсен те çÿлелле çĕкленсе ыттисен сывлав органĕсене сывлăш хутăшĕпе лекеççĕ. Çапла вара ÿпке туберкулезĕ сывлăш-тумлам мелпе ерекен чир. Вăл ытларах ачасене, çамрăксене, иммунитет хавшанă çынсене ерет. Тин çуралнă пепкесене ку чиртен хÿтĕлеме БЦЖ вакцинипе прививка тăваççĕ.

Организмра туберкулез чирне аталанма çын япăх условисенче пурăнни, стресс, пирус туртни, çителĕксĕр е тĕрĕс мар апатланни, эрех-сăрапа, наркотиксемпе иртĕхни, вăрăма тăсăлнă чирсем /ÿпкен, сахăр диабечĕ/ витĕм кÿреççĕ.

Туберкулезпа чирленин паллисем:

1/ виçĕ е ытларах эрне ÿсĕрттерни;

2/ сăлтавсăрах начарланса пыни;

3/ каçсерен сăлтавсăр тарлаттарни;

4/ вăй-хал чакни;

5/ температура хушăран 37,3-37, 5о таран хăпарни;

6/ кăкăр кăшкарĕ ыраткалани;

7/ апат анасси япăхни;

8/ ÿслĕкпе юнлă сурчăк тухкалани.

Çак паллăсенчен хăшне те пулин сиссенех тухтăр патне çул тытмалла. Чир пуррине палăртсан сиплев йĕркисене çирĕп пăхăнмалла. Тухтăр çырса панă эмелсене вăхăтра ĕçсен çеç чире çĕнтерме пулать. Унсăрăн Кох патакĕсем эмелсене хăнăхса улшăнса тăнине кура чиртен хăпма та май килмĕ. Чирлĕ çынна уçă сывлăш /хырлăхлă вырăн пулсан аванрах/, çителĕклĕ кану, белокпа, углеводсемпе пуян апат кирлĕ. Сухан, ыхра çимелле тата кашни 2 сехетрен апатланни вырăнлă. Сывалсан та çыннăн йĕркеллĕ условисенче пурăнмалла.

Кох патакĕсем нÿрĕк, таса мар, тусанлă вырăнсене юратаççĕ. Çавăнпа пÿлĕме час-часах уçăлтармалла, уçă сывлăшра ытларах пулма тăрăшмалла, спортпа туслашмалла, чирлĕ çын япалисене уйрăм тытмалла, лайăх имçамласа çумалла.

Туберкулезпа кĕрешме тухтăрпа канашланă хыççăн халăх мелĕсемпе усă курма пулать. Тĕслĕхрен, прополис спирт шĕвекне кунне виçĕ хут пĕр апат кашăкĕ ĕçмелле. Иммунитета çирĕплетме эхинацея курăкĕн шĕвекне ĕçни те усăллă.

Этемĕн хăйĕн сывлăхне упрасси пирки нихăçан та манмалла мар. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнма тăрăшмалла.

Республика шайĕнче «Шурă ромашка» акци иртни питĕ усăллă, вырăнлă. Çынсемшĕн чăннипех тăрăшакан тухтăрсене çĕре çити пуçа тайса тав сăмахĕ калас килет.

Ирина Владимирова,

Шаккăл шкулĕн учителĕ.

Канаш районĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.