Комментировать

21 Апр, 2015

Ахах та ылтăн-и вирьял чĕлхи?

«...Аслă Чăваш чĕлхин пĕр пысăк, ытарма çук илемлĕ, урăх нимĕнпе те улăштарма, саплаштарма çук хăйнеевĕрлĕ пайĕ çурхи юр купи пек ирĕлнĕçемĕн ирĕлет, кĕçех пач çук пулса тăрать, эпир вара çак инкек пирки сăмах хускатма хăратпăр», - терĕ Валери Туркай «Вирьял Чĕлхи, эсĕ - Ылтăн, эсĕ - Ахах!» хăтавра /Хыпар, 2015, ака, 3/.

Вирьял диалектне калаçупа çырулăхран тасатас тесе тăрмашакан вĕрентекенсем пире «маçак», «çăва», «çытар» сăмахсемшĕн, «поплятăп», «шу патне катăп», «орлă чопса тохсаччĕ» тенисемшĕн миçе «иккĕ» лартнине аса илес пулсан «ку темăпа» калаçма хăранă теес çук. Пуçламăш класран тапратса аслă шкулăн 5-мĕш курсĕ таранах «литература чĕлхине вырăнти сăмахсемпе варалас пулмасть» тесе шаккаса тăратчĕç. Орфоэпи пирки калама та кирлĕ мар. Вирьял хĕрĕпе каччи Александра Канюковăпа Анатолий Горшков чĕлхеçĕ доцентсен кĕнекисене тытса пăхăр. Чăваш чĕлхине турисен диалектĕнчен анатрисем мар, ту енчи тĕпчевçĕсем çине тăрса тасатса тăнă. Ман шутпа, вĕсем тĕрĕсех тунă, мĕншĕн тесен халăх пĕрлĕхĕшĕн пĕр çирĕп чĕлхе, пурте нушасăр ăнланма пултаракан пуплев кирлĕ. Çĕнĕ çырулăх пуçланă чухне диалектсене чĕлхе шайне лартсан турипе анатри чăваш ним мар уйрăлса кайма, çармăссемпе ирçе-мăкшă пек урлашса илме пултарнă.

Вулакана XX ĕмĕр вĕçĕнче «хура тяппасемпе» /Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне, Муркаш, Шупашкар каччи-хĕрĕпе/ «купăста купарчисем» /Елчĕк, Шăмăршă, Патăрьел, Каçал яшĕсем/ хирĕçме пуçланине аса илтерес тетĕп. Çав тăрлавсăр юхăма чарас тесе ыйтăва Чăваш наци конгресĕнче пăхса тухма, чиперех ĕçлесе кайнă «Вирьял» пĕрлĕхе вăхăтлăха чарса тăма тиврĕ. Вучаха вăхăтра сÿнтермен пулсан чăвашра та синкерлĕ майдан сиксе тухма пултаратчĕ.

«Ку темăпа» вирьялçă Николай Золотницкипе анатçă Иван Яковлев тĕл пулса калаçнă чухне мĕн сÿтсе явнине пĕлместĕп. Калаçăвĕ хивре пулни çырнисенче уççăнах курăнать. Спиридон Янтуш анатрипе тури çын калаçнине çырса кăтартнине чăваш драматургийĕн малтанхи тĕслĕхĕ тесе шутлатăп. Андрей Петтоки хăшпĕр сăввисене ятарласах вирьял чĕлхипе пичетлесен ăна пичет урлах ятланине вуласа пăхнăччĕ. Андрей Алексеевпа Геннадий Дегтярев тĕпчевçĕсене те Муркаш енчи Риккасемпе Ахманясен калаçăвне çутатнăшăн чалăш пăхни пулман мар.

Филологи докторĕн, Муркаш районĕнче çуралса ÿснĕ Леонид Сергеев профессорăн «Çурлатăри калаçăвĕ» кĕнекине тытса пăхрăм. Унăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университетĕнче чăваш калаçăвĕсен ăслăлăх лабораторийĕ ĕçлет. Унта чăваш чĕлхинчи вырăнти сăмахсен пуян картотеки упранать. Çавăнта чакаланса тата экспедицисене кайса пухнă тĕслĕхсемпе усă курса студентсем çулсеренех курс тата диплом ĕçĕсем çыраççĕ. Тепĕр чухне пичетлеме те май тупаççĕ, анчах пĕтĕммине кăтартакан кĕнеке çук-ха...

Профессорăн питĕ сумлă ĕçĕ - 3 кĕнекеллĕ «Чăваш чĕлхи диалекчĕсен атласĕ» çур ĕмĕр пичетленмесĕр выртнине пĕлетĕп. Ăна М.Ш.Ширалиев, Ф.А.Абдулаев, Р.Я.Удлер академиксем «пĕтĕм тюркологишĕн хаклă ĕç» тесе хакланă. Чĕмпĕр чăвашĕсен вырăнти калаçăвĕн чипер атласне кăларнă. Удмурт диалекчĕсен атласĕ пур, Европăри чĕлхесен диалект атласĕсем пит селĕм. Чăваш диалекчĕсен тата питех те пуян вирьял диалекчĕн кĕнекине кăларма чăваш правительствин укçа-тенкĕ пулман та, çук та. Ку халлĕн тупăнасса та шанмастăп. Ятарлă программа тума унăн нухрат кăна мар, хапăл та тупăнмассăн туйăнать.

Çавăнпа нимле программăсемсĕрех, ăслăн-тăнлăн калаçса татăлса, сиксе тухакан сăтăрçăсене /провокаторсене/ аяккалла сирсе Тĕрĕссине таптама памалла мар çеç. «Хыпар» хаçат хыççăн «çĕршыв», «хĕрарăм», «хуняма» йышши сăмахсене постановленисемсĕрех пĕрле çырма пуçларăмăр. Тури чăвашсен сăмахĕсемпе илемлĕ хайлавсенче, хумсасри /радиори/, инçекурăмри /телевиденири/ калаçусенче виçеллĕ усă курсан та инкеклĕ пулманни паллă ĕнтĕ. Эппин, пĕчĕк ыйтупах пысăк пăштар /проблема/ тăвас та çук.

Вирьялла калаçса ÿснĕрен манăн чăваш чĕлхине ачаранпах нумайлăха палăртакан «-сем» аффикса мăшăрсăр хăварас килместчĕ. Мĕнрен начар-ха «ачасам», «лашасам», «чечексем», «чиперсем» тесессĕн? Сăмахсен килĕшÿ саккунне пăсмасан чĕлхемĕрте çирĕплĕх пурри те курăнса каять. Вара нимĕçсем пек хăр-хар хушу пама та, итальянсем пек çемçен ачашланма та меллĕ пулĕччĕ. Çавăн пекех «-хе /-ке/» татăка мĕн-ма катертсе хăварнă-ха? Маншăн пĕрре те тискеррĕн туйăнмасть «килтĕн-и-хе», «сĕртĕнем-хе» тесессĕн.

Чăвашăн çырулăх чĕлхине вирьялсенчен кĕртсе пуянлатмалли сăмахсем, чăнах та, тем чухлех. Кури Вантер пылак йăвачана «чепчек» тесе çырнă /ăна халĕ тутарсем «чак-чак» тесе тĕнчене кăларчĕç/, Петĕр Мазуркин ÿнерçĕ рельефа «чĕпчĕр», Валерий Егоров педагог «обществăлла» сăмах вырăнне «эктерлĕ», «социаллă» вырăнне «ялхаллă» тесе калатчĕç. «Шакăрçă» /бухгалтер, техсекретарь/, «чавкан» /клюшка/, «янас» /çуннă вырăн/, «нука» /вăйлă, тапса тăракан - çăл, шыв/... Вĕсене диалектсен сăмахсарĕнчен тĕп словарьсене куçарсан чĕлхе пуянланнă та пулĕччĕ. Тата чĕлхеçĕсем тури-анатри синонимсем тесе калакан сăмахсене уçăмлă пĕлтерĕшĕпе ăнлантарасчĕ: минтер - çемçе, мамăкран, çытар - хытă тĕкрен, ваттăран, утăран та тунă пуçелĕк* «савни» - юратни, варли - çураçса çывăхланни* евчĕ - каччă тăванĕсенчен хĕр енне килекенни, тупкăчă - лайăх пĕлекен хĕре хăй тăванне тупса параканни* турисен «масар» - йăх-таврашăн пĕрлехи пытару вырăнĕ /мавзолей/, «çăва» - пытару вырăнĕн пĕтĕм карти /кладбище/* карттус - кулленхи, ялккас - уяври пуç тумĕ* каçак - ача купарчи, нĕртĕк - черченкĕ /сентиментальнăй/...

Ман шутпа, чăваш хутлăхĕнчи пур диалектсене, тумсене, йăласене пĕр танах хисеп тумалла, вĕсене упраса тăмалла, вĕсем урлă халăхăн иртнĕ çул-йĕрне тимлĕрех сăнамалла, пĕрлехи çыру чĕлхишĕн, пĕрлехи ăс-хал хăвачĕшĕн, культура пуянлăхĕшĕн пĕлтерĕшлисене, илемлисене академи сăмахсарĕсене хамăр кулленхи пурнăçа хăюллăнрах кĕртмелле.

Диалект ыйтăвне чĕлхе комиссийĕсен ĕçĕ тесе шутлатăп. Ĕçлеччĕр чĕлхеçĕсем, кашни сăмаха ăнкарса шĕкĕлчеччĕр, яла тухса итлеччĕр, хаçатпа хумсас урлă халăхпа попляччăр.

Хальлĕхе вара тăван чĕлхе тавринче чылай çивĕчрех ыйтусем пур-ха. Чăваш чĕлхин вĕрентĕвне ача пахчинче, шкулта, аслă шкулта хĕссе лартнине йышăнма, ай, çук. Çак инкеке хирĕç пĕтĕм халăхпа çине тăрса çĕкленмелле тесе шутлатăп. Эпир халех вилсе выртма хатĕр мар-ха!

«Хыпар» хаçат çак ыйтăва çĕклеме хăват çитерсен вăл тÿррипех халăх хаçачĕ иккенне ĕненнĕ пулăттăм.

Виталий СТАНЬЯЛ,

Чăваш ваттисен тĕп канашĕн ертÿçи, тĕпчевçĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.