Комментировать

21 Апр, 2015

Асăну кĕнеки - манăçми палăк

...Вăр-вар та çаврăнăçуллăскер ÿсĕмĕ пирки хăй пĕлтермен-тĕк 90 çул тултарнă тесе шухăшлассăм та çук. Сасси уçă, янăравлă, кăмăлĕ ырă, чун ăшшийĕ тапса тăрать - калаçнăçем сăмах çăмхи хăй еккипех сÿтĕлсе пырать.

Эх, мăнтарăн вăрçи...

Елена Антоновна - Карай тăрăхĕнчи ятлă-сумлă çынсенчен пĕри. Ĕмĕр тăршшĕпех шкулта ачасене вĕрентнĕ, тĕрĕс воспитани пама тăрăшнă. Çакăншăн ăна çамрăк ăру чĕререн тав тăвать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ витĕр тухнисем, тыл ĕçченĕсем тата вăрçă ачисем те ун çинчен ырăпа кăна калаçаççĕ. Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнă тĕле ентешĕсене пысăк парнепе савăнтарнă-çке, «Манăçми вăрçă çулĕсем» кĕнеке çырса пĕтернĕ, хăй шучĕпе пичетлесе кăларнă тата ку тăрăхри хастар халăх патне çитернĕ.

«Эх, мăнтарăн вăрçи... Ăна пула пиншер салтак çапăçу хирĕнче выртса юлнă, мирлĕ халăх, çав шутра ачасем те, çут тĕнчепе вăхăтсăр сывпуллашнă. Вăрçăра çирĕм миллион çын пĕтнĕ тесе çыратчĕç малтан, юлашки çулсенче 26-28 миллион теме пуçларĕç. Ман шухăшпа, тĕрĕссине никам та, нихăçан та пĕлме пултараймасть. Чылайăшĕн вилтăприйĕ те çук вĕт.

Вăрçă чарăннă хыççăн салтаксем киле таврăннă: пĕри - аманса, тепри - сусăрланса, виççĕмĕшĕ - чирлесе. Тĕрĕс-тĕкелли те пулнă, паллах. Вĕсем мирлĕ ĕçе кÿлĕннĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çинчен документлă фильм пăхнă хушăра халĕ те куççуле чарма пултараймастăп. «Священная война» юрра итленĕ май чĕре сиксе тухасла тапать.

1975 çулта вăрçă чарăннăранпа 35 çул çитнĕ май шкул ачисем ветерансемпе тыл ĕçченĕсен асаилĕвĕсене çырса илнĕччĕ. Вĕсене литература кружокĕ кăларса тăракан «Çăлтăр» журналта çырса хунăччĕ. Пилĕк çул каялла вара пурне те пĕрлештерсе уйрăм кĕнеке кăларас терĕм. Алçырăвĕсене типтерлĕн упрарăм, маншăн вĕсем чăннипех хаклă. Ку кĕнекене вăрçă тата тыл ветеранĕсен ачисемпе вĕсен мăнукĕсем валли çыртăм. Çамрăк ăру Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пуç хунă ентешĕсем - Карай тăрăхĕнчен вăрçа кайнă, вут-çулăм витĕр тухса Çĕнтерÿпе таврăннă салтаксем, тылра ырми-канми ĕçлесе фронта тăрантарнă-тумлантарнă хастар хĕрарăмсемпе ачасем тата ватăсем çинчен вуласа пĕлччĕр, - палăртнă автор Умĕн каланинче. - Кĕнекен пĕр сыпăкне - вăрçăра вилнĕ ентешсен списокне - «Россия» колхоз правленийĕпе партком тата Карай ял Канашĕ пĕрле кăларса тăнă «Çĕнтерÿшĕн» хаçатра 1990 çулхи ноябрь уйăхĕнче пичетленĕччĕ. Çав кăларăма тирпейлĕн упрарăм. Тен, асăну кĕнекине кĕреймен ентеш те пулĕ: вăрçăра вилнисен хушшинче хыпарсăр çухалнисем сахал мар. Вĕсем çинчен нимĕн те пĕлместпĕр».

Хăюлăхпа паттăрлăх çулĕсем

Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçине Красноармейски районĕнчен 4700 çын тухса кайнă, çав шутра - 96 хĕр. Чылайăшĕ Çĕнтерÿ кунне кĕтсе илеймен. Карай тăрăхĕн арĕсенчен 212-шĕ çапăçу хирĕнче выртса юлнă, 111-шĕ кăна тăван яла таврăннă.

Паянхи кăларăмра вăрçă паттăрĕсен е вĕсен тăванĕсен, тыл ĕçченĕсен асаилĕвĕсемпе кĕскен паллаштарни вырăнлă пулассăн туйăнать.

* * *

«... 1942 çулта манăн та салтак ячĕ тухрĕ. Çулталăк маларах фронта кайнă атте çапăçу хирĕнче пуç хучĕ. Мĕнле пулĕ-ши шăпам тесе шухăшлаттăм. Малтан Çĕрпÿ хулинче санитаркăна вĕрентрĕç, унтан - фронт. Ноябрь уйăхĕнче Нева хĕррине çитрĕмĕр. Унта та кунта бомба çурăлать. Эпир аманнă салтаксене вăрçă хирĕнчен илсе тухнă, госпитале ăсатнă. Виçĕ çулта мĕн чухлĕ хурлăх курнă - выççи, сивви, вилĕм кашни утăмрах пулнă. 1945 çулта киле таврăнтăм. Анне виçĕ шăллăмпа пурăннă. Çĕнтерĕве вĕсем те çывхартнă, кунĕн-çĕрĕн тылра ĕçленĕ. Халĕ те вăрçă кунĕсене аса илетĕп, тĕлĕкре те куратăп.

Ольга Маркова.

Карай ялĕ.»

* * *

«...Ростов хулинчен çыру килнĕ. Ăна Гуково хуторĕнчи В.Быковский космонавт ячĕллĕ пионер отрячĕн членĕсем çырнă. «Хисеплĕ Валентина Михайловна, упăшкăр паттăрлăхĕпе чăннипех мухтанатпăр: телейлĕ пурнăçшăн, ирĕклĕхшĕн çапăçса вилнĕ салтаксене халăх ĕмĕр-ĕмĕр манмĕ», - тенĕ унта.

Вăрçă чарăннăранпа 20 çул иртсен пионерсем чылай салтак шăпине уçăмлатнă, вĕсен тăванĕсем патне хыпар янă. Шыравçăсем пĕлтернĕ тăрăх - атте 1941 çулта вилнĕ.

Эпир Гуково хуторне кайса килтĕмĕр. Унта паллашнă çынсемпе çыру çÿрететĕп. Аттен, Прокопий Захаровăн, вилтăприне тирпейлесе тăнăшăн, пире манманшăн кашнинчех тав тăватăп.

Апполинария Федорова.

Çырмапуç ялĕ.»

* * *

«...Ялти 7 çул вĕренмелли шкул хыççăн Сĕнтĕрвăрринчи мелиораци техникумне кĕтĕм, 1941 çулта унтан вĕренсе тухрăм. Çав çулах вăрçа кайрăм. 1942 çулхи февраль уйăхĕччен Сталинград хулине хÿтĕлеме хутшăнтăм, миномет расчечĕн командирĕ пулса çапăçрăм. Амансан госпитальте сиплентĕм, кĕçĕн лейтенантсене хатĕрлекен курсра вĕрентĕм. 1943 çулхи çулла Донбасс хулишĕн пынă çапăçура амантăм, контузие лекрĕм. Сипленнĕ хыççăн Крымри десант операцине хутшăнтăм. 1944 çулта каллех амантрĕç. Çапла вара тăван яла таврăнмалла пулса тухрĕ.

Шăллăм Алексей Курск хули патĕнчи çапăçусене хутшăннă, Венгрие, Чехословакие ирĕке кăларнă. Вăл радист-связист пулнă. Тăвансенчен вăрçăн тумхахлă çулне Павел Маркелов та такăрланă, вăл 1943 çулта паттăррăн çапăçса пуç хунă...

Григорий Сергеев.

Карай ялĕ».

* * *

«...Арçынсем фронта кайсан бригадир тивĕçне пурнăçламашкăн мана, 22 çулти Евгения Соловьевăна, шаннă. Ĕç вăйĕ çитмен, ирĕксĕрех ачасене хутшăнтарма тивнĕ. Лашасене те вăрçа илсе кайнă. Кĕçех яла тепĕр хыпар çитнĕ: хĕрарăмсене траншея чавма ямалла. Вĕсем хĕл кунĕсенче тимĕр пек шăнса ларнă çĕре лумпа ватнă-катнă. Унта ял çыннисем икшер уйăх асапланнă. Çураки çитсен çĕртме тумалла, акса хăвармалла - каллех хĕрарăмсемпе ачасем тар тăкнă. Çиме çăкăр пулман, хăшĕсен çĕрулми те хĕл каçмалăх çитмен. Анчах та халăх ир пуçласа каçчен тар тăкнă. Бригадир кашни ир килĕрен çÿресе çынсене ĕçе йыхравланă. Тырра алă вĕççĕн акнă, çурлапа вырнă, çаппуççипе тĕшĕленĕ. Лаша вăйĕпе ĕçлекен молотилкăсене каярахпа кăна кăларма пуçланă. Пухса кĕртнĕ тырра патшалăха леçнĕ, вăрлăхлăх хывнă хыççăн вăл халăха валеçмелĕх юлман та. 1943-1944 çулсенче пирĕн ял инкеке лекрĕ - уйри тырра пăр çапса кайрĕ. Халăх çакна та чăтса ирттерчĕ.

Евгения Соловьева каласа панине ывăлĕ Николай çырса илнĕ.

Çĕньял Карай ялĕ.»

 

Аслă Çĕнтерÿ

«Çакна совет халăхĕ 1418 кун кĕтнĕ. «Вăрçă чарăннине курăпăр-ши? - тетчĕç ватă çынсем. Ку ыйту ĕçре те, килте те халăха канăç паман.

1945 çулхи май уйăхĕн 9-мĕшĕнче радиопа Аслă Çĕнтерÿ çинчен пĕлтерчĕç. Çĕнтерÿ - мĕнле хаклă сăмах вăл, пĕтĕм халăх уявĕ.

Шкул хваттерĕнче пурăнаттăмăр. Май уйăхĕн 9-мĕшĕнче ирхине пирĕн пÿлĕм алăкне килсе шаккарĕç. Уçма тухрăм, умра Мируç, Николай Дмитриев, тăрать.

- Ыйхă чăптисем, халиччен мĕн туса çывăратăр? Вăрçă чарăннă вĕт, - тет вăл сывлăшне аран-аран çавăрса.

Урама тухрăмăр. Ял Канашĕн çурчĕ умне халăх йышлăн пухăннă. Митинг иртрĕ. Сăмах калакан нумай пулчĕ, эпĕ те чăтса тăраймарăм...» - тет вăрçă чарăннине аса илсе Елена Антоновна.

 

Ачасене халалланă кунçул

Елена Антоновна Маркова 1925 çулхи февраль уйăхĕн 9-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Çĕньял Шетмĕ ялĕнче çуралнă. Ашшĕ, Антон Осипович, совет учрежденийĕсенче ĕçленĕ, вырăнти колхоза ертсе пынă. 1942 çулта Ржев хулишĕн пынă çапăçусенчен пĕринче вилмеллех аманнă. Амăшĕ, Агафия Семеновна, ĕмĕр тăршшĕпех колхозра тăрăшнă, пилĕк ача çуратса ÿстернĕ.

Елена - асли. Кивьялти пуçламăш, Мăн Шетмĕри çичĕ çул вĕренмелли шкулсем хыççăн 1940 çулта Çĕрпÿри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ, учитель пулас ĕмĕтпе çунатланнă вăл. Илья тата Мария Соловьевсем пек эппин. Ыттисем курман чухне Мария Андреевна евĕр утма хăнăхас тесе кил хушшинче самаях тăрмашнă. Ăнсăртран çакна асăрханă амăшĕ: «Хĕрĕм, мĕн хăтланатăн? - тесе пĕрре мар кăсăкланнă. Вăрттăнлăха уçма васкаман Елена.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă тенине паянхи пекех астăвать тыл ĕçченĕ. 1941 çулхи июнь уйăхĕн 22-мĕшĕнче районти халăх Трак ярмăрккинче пухăннă. Шап-шурă кĕпеллĕ, умне илемлĕ саппун çакнă хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм вăйă картинче савăннă. Шетмĕ хĕрринче пĕçерекен шÿрпен техĕмĕ таврана саланнă. Çав вăхăтра райкомран пынă çын халăх умне тухса ирхине 4 сехетре вăрçă пуçланни, Германи çарĕсем пирĕн çĕршыва тапăнни çинчен пĕлтернĕ. Пурте ахлатса янă. Каруçел çаврăнма пăрахнă, хаваслă кĕвĕ пăчланнă. Çынсем пуçĕсене пĕксе ушкăнăн-ушкăнăн Васнар еннелле саланма тытăннă. Вунулттăри хĕр тантăшĕсемпе пĕрле ялалла вирхĕннĕ. Хăрушă инкек пирки пĕлмен тăванĕсене вăрçă пуçланни çинчен хыпарланă. Çакăн хыççăн пĕр самант чĕнмесĕр ларнă ашшĕ шарт сиксе илнĕ те тăрса тухнă. Кĕçех вăл вăйпитти ытти арçынпа пĕрле фронта кайнă.

Студентсен пурнăçĕ те тĕпренех улшăннă. Пулас педагогсем тĕпленнĕ общежитие, вĕренÿ корпусĕсене салтаксем йышăннă. Иккĕмĕш курсра çамрăксем Çĕрпÿ районĕнчи Виçикасси вăтам шкулĕнче ăс пухнă - пĕлÿ илмешкĕн иккĕмĕш сменăна çÿренĕ. 1942-1943 çулсенче хуларан инçех мар вырнаçнă Çирĕккасси Туçара вĕренсе пĕтернĕ. Пуçламăш классен учителĕн ятне тивĕçнĕ хĕре Красноармейски районне янă, çутĕç пайĕ ăна Карайри çичĕ çул вĕренмелли шкула кайма сĕннĕ.

«Çĕнĕ çĕре çитсенех: «Мĕнле пурăнас, ăçта тĕпленес?» - йышши шухăш канăçсăрлантарчĕ. Лидия Стеклова директор кăмăллăн йышăнчĕ, шкул хваттерĕнче пурăнма ирĕк пачĕ. Пирĕнпе юнашар пÿлĕмре пуçламăш классене вĕрентекен Феодора Трофимовна икĕ ачипе йышăннăччĕ. Виççĕн пĕрле пурăнаттăмăр: эпĕ, Агафия Ильинична тата Елена Тимофеевна. Лидия Ивановнăпа Феодора Трофимовна çывăх кÿршĕсем пулса тăчĕç, мĕн кирлĕ - вĕсем патне чупаттăмăр.

«Шкула çамрăк учительсем килнĕ», - тенĕ хыпар ялта хăвăрт сарăлнă. Пирĕн пата çывăхра пурăнакансем çÿреме пуçларĕç. Пурăна-киле туслашсах кайрăмăр. «Купăста, кишĕр илмешкĕн киле каймалла-ха», - тесенех «Çавсемшĕн унта çити утатăн-и? Пĕр-икĕ пуç купăста хам илсе килетĕп», - тетчĕ Хветура, тепĕр куннех ăна йăтса пирĕн пата пыратчĕ. Кĕскен каласан, кашни каç кам та пулин калаçса ларма кĕретчĕ: Ольга Германова, Сима медсестра, Гриша Сергеев, Хевони тата ытти.

1946 çулхи август уйăхĕнче шкула ĕçлеме математика учителĕ Мария Соловьева килчĕ. Пĕччен мар, икĕ ачипе. Манăн тепĕр хваттере - Матрена Сергеевна патне - куçма тиврĕ. Пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăнма тытăнтăмăр. Манăн çĕнĕ кÿршĕсем Мĕтри арăмĕ, Исаак арăмĕ, Пăлаки, Татьян, Варварипе Праски пулса тăчĕç.

Çуралнă яла час-часах çитсе килме май килместчĕ. Лавккара çимелли нимех те çукчĕ. Ăçта каяс, камран пулăшу ыйтас? Паллах, кÿршĕрен. Пурнăç çăмăл пулмасан та кичем марччĕ. Çĕпритун Марйи кашни шăматкун тенĕ пек мунча хутатчĕ, Агнипе иксĕмĕре çăвăнма пымашкăн чĕнетчĕ.

Унтанпа самаях вăхăт иртрĕ. Пĕлĕшĕмсенчен чылайăшĕ ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă. Апла пулин те асран тухмаççĕ вĕсем, - асаилÿ çăмхине сÿтет педагогика ĕçĕн ветеранĕ. - Кăçал февраль уйăхĕнче 90 çул тултартăм. Темле йывăр вăхăтра та пурăнма тиврĕ. Колхозсем йĕркеленнине кăштах астăватăп. Пĕрлешÿллĕ хуçалăха атте лаша кайса пачĕ. Яланхи çи-пуç - пир кĕпе, çăпата, сăхман. Ĕçлеме ÿркенмен. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче самаях нушалантăмăр: çимелли çук, пÿрте хутса ăшăтма вутă çитмен, улăм çунтарнă. Ял халăхне выçлăхран килти анкарти çăлса хăварнă. Тăраниччен çимен пулсан та çынсем вăрра тухман, пĕр-пĕрне пулăшнă. Фронтри хыпарсене пĕлес килетчĕ. Радиоприемник ял Канашĕнче тата колхоз правленийĕнче кăна пулнă, ирсерен ăна итлемешкĕн чупаттăмăр».

Училищĕре илнĕ пĕлÿ çителĕксĕррине туйса Елена Антоновна каярахпа Шупашкарти учительсен институтне, педагогика институтне куçăмсăр майпа пĕтернĕ.

Тивĕçлĕ канăва вăл 1987 çулта, 44 çул чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ хыççăн, тухнă. Ĕмĕр тăршшĕпех талăкра 18-19 сехетрен кая мар тăрăшнă: яра кун - шкулта, ун хыççăн - килти хуçалăхра. Вуламасăр, çырмасăр пĕр кун та иртмест унăн. Халĕ те, авă, черетлĕ кĕнекине кун çути кăтартасси пирки ĕмĕтленет.

 

Ывăл-хĕрĕшĕн - ырă тĕслĕх

1948 çулта Çырмапуç Карай ялĕнчи Степан Лаврентьевичпа çемье чăмăртанă, икĕ ывăлпа пĕр хĕре кунçул парнеленĕ. Шел, ачисем ÿссе çитĕнсе пурнăç çулĕ çине тухнине курма пÿрмен ашшĕне, ĕмĕрĕ кĕске пулнă. Виктор ашшĕнчен - сакăр çулта, Владислав - виççĕре, Лилия вунă кунра тăлăха юлнă. Тĕпренчĕкĕсене хăрах çунат айĕнче ÿстерсе халăха юрăхлă тунă. Ывăлĕсем кунçула хими производствипе çыхăнтарнă, хĕрĕ амăшĕн профессине суйланă, Чăваш патшалăх педагогика институтне пĕтернĕ, çамрăк ăрăва музыкăн асамлă тĕнчине хăнăхтарать.

Тыл ĕçченĕн, ĕç ветеранĕн куç тулли телейĕ - ултă мăнукĕ тата вĕсен тăватă ачи. Асламăшĕ-кукамăшĕ патне килсех тăраççĕ вĕсем, тăван кил ăшшине сÿнтермеççĕ.

Валентина СМИРНОВА.

Красноармейски районĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.