Çармăссем чăвашла вуласшăн
Теччĕ районĕнчи Çармăс ял вулавăшĕнчен ватти-вĕтти кунĕпех татăлманнинчен тĕлĕнмелли çук. Ял çыннин пушă вăхăта усăллă та интереслĕ ирттерес килет-çке.
- Пирĕн ял хĕрарăмĕсем ĕç çук тесе килте лармаççĕ, - ку тăрăхри лару-тăрупа паллаштарать Лидия Караева библиотекарь. Çакăнта пурăнакансем темиçе çухрăмри Пăва хулинчи предприятисене вырнаçнă. Анчах çамрăк амăшĕсемпе çыхăннă çивĕч ыйту татăлман-ха. Ялта садик çукран тĕпренчĕкĕсене ниçта хăвараймаççĕ вĕсем.
Кашни эрне кун йĕпе-сапана, çил-тăмана пăхмасăр ашшĕ-амăшĕ ачи-пăчипе пĕрле вулавăша пуçтарăнать. Пĕчĕкскерсене выляма, вĕренме пĕтĕм услови пур кунта. Вĕсем валли ятарлă сĕтел-пукан ăсталанă, аквариум вырнаçтарнă.
- Чи пĕчĕккисем сăрласа илемлетмелли, сас паллисем вĕренмелли чăвашла кĕнекесем ыйтаççĕ. Пур-и вĕсем Чăваш Республикинче? Хамăр укçапа туянăттăмăр, - тет библиотекарь. Лидия Николаевна ача-пăчана вăйă урлă кĕнеке тĕнчипе паллаштарать. Кашни уява пĕрле паллă тăваççĕ вĕсем. Ятарласа сăвăсем, юрăсем вĕренеççĕ.
Мĕн пĕчĕкрен библиотекăна çÿрекен пепке кайран та кĕнеке илсех тăрать. «Каникул вăхăтĕнче те çакăнтан тухма пĕлмеççĕ шкул ачисем. Çил-тăман вĕçтерни те, çула юр хÿсе лартни те хăратаймасть вĕсене», - йăл кулать Лидия Николаевна.
Ал ĕçĕпе кăсăкланакан хĕрарăмсем те библиотекăра пуçтарăнаççĕ. Килти ĕçрен пушансан çынпа сăмахласа ăша пусарнине мĕн çиттĕр? Çакăнтах ал ĕçĕпе аппаланаççĕ, кĕнеке вулаççĕ, тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе яваççĕ вĕсем. Унсăр пуçне пурнăç уттипе тан пыракансем компьютерпа ĕçлеме хăнăхаççĕ. Хăйсен ĕçĕсен куравне йĕркелессине те йăлана кĕртнĕ вĕсем.
Лидия Караева каланă тăрăх - библиотекăра 4 пин кĕнеке упранать, вĕсенчен 623-шĕ - чăвашли. «Кĕнекепе тивĕçтерсех тăраççĕ. 2011 çулта кăна чăвашла 452 кĕнеке илсе килнĕччĕ», - ăнлантарать вăл.
Апла тăк Çармăс ял библиотеки ача садне те, ал ăстисен клубне те çаврăннă. Шкулпа, культура çурчĕпе тачă çыхăнса ĕçлеме хăнăхнă Лидия Николаевна. Вăл ял халăхне пулăшассишĕн тем тума та хатĕр. Çакăншăн хисеплеççĕ те ăна Çармăссем.
Ирина КУЗЬМИНА.
Тутарстан.