Пĕлтерĕшлĕ медаль
Йĕпреç районĕнчи Пучинке шкулĕн 10-мĕш класĕнче вĕренекен Оля Матвеева спортпа тахçантанпах туслă. Кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухне çăмăл атлетикăра пĕрре мар çитĕнÿ тунă.
Йĕлтĕрпе чупма та кăмăллать Пучинке пики. Хĕллехи шурă тумлă çанталăка кăмăлланăранах таçта çитме те хатĕр вăл спорта юратакан тус-юлташĕсемпе.
- Спортра пĕрре мар малти вырăнсене йышăннă эпĕ. Çапах та асра юлмалли кăçал пулчĕ. Февраль уйăхĕнче пирĕн шкулта совет салтакĕсене Афганистан çĕрĕ çинчен илсе тухнăранпа 26 çул çитнине халалласа пысăк мероприяти иртрĕ. Çак уява, чăваш тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ тĕрлĕ хулара пурăнакан çар çыннисем те килсе çитрĕç. Музыка вĕрентекенĕ Лилия Михайловна Иванова тата ытти педагог тăрăшнăран кашни класс хăнасен умĕнче пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Юрласа та ташласа куракана ырă туйăм парнелеме пултартăмăр. Ку уява ахальтен йĕркелемен. Пирĕн ялта çуралса ÿснĕ Валерий Михайлович Иванов хăй вăхăтĕнче Афганистанра службăра пулнă. Унти лару-тăрăва питĕ лайăх пĕлекенскер вăрçăра пуç хунă салтаксене, юлташĕсене асра тытса халалланă вăл асăннă уява. Пăшалтан перекенсен ăмăртăвне те йĕркелерĕç унта. Шутламан çĕртенех, шикленсех хутшăнтăм унта. Намăс курасран хăрарăм ĕнтĕ. Кайран, шухăшласан, шухăшласан хăравçăлăха хамран хăваласа кăлартăм. Чи кирли выляса илни мар, хутшăнни-çке! Хамран хам тĕлĕнтĕм ун чухне, эпĕ - пĕрремĕш вырăн çĕнсе илтĕм. Медале тивĕçрĕм. Ăна пĕр офицер çакса ячĕ.
- Саламлатăп! - терĕ çурăмран лăпкаса. - Савăнатăп эсĕ çапла пултаруллă пулнăран. Сирĕн пек хас-тарсен ячĕсем нихăçан та манăçа тухмаççĕ. Вĕсене яланах ырăпа аса илеççĕ. Лайăх вĕрен, хастар ĕçле, кирек ăçта та тăрăшуллă пул. Апла пулсан, кÿр аллуна.
Тăсрăм сылтăммине. Алла хытă чăмăртакан çын - ырă кăмăллă, шанăçлă тенине пĕрре мар илтсеччĕ. Çак офицер та çаплах пулчĕ-тĕр. Ку вара маншăн хăйне евĕр савăнăç пулчĕ. Апла пулсан, нихăçан та, кирек хăш тупăшура та пăшăрханса ÿкмелле мар. «Эй, манран пулмасть, пĕтрĕм эпĕ», - тесен пушшех хăвна хăв тăлласа лартатăн. Ăшра яланах хавхалану пулмалла, çитĕнÿ еннелле ăнтăлма вара нумай тăрăшмалла. Çапах та, пĕлес килет, пур-ши ачасен пысăк ĕмĕт. Манăн хамăн ĕмĕт тем пысăкăшах. Çитменнине пĕрре çеç мар, темиçе - юплĕ-юплĕ. Тĕрĕссипе каласан, пур юппинче те пулса курас килет. Мĕнле ĕнтĕ, пурнăç кăтартĕ. Çапах та çав ĕмĕтсемпе пурăнма мана питĕ килĕшет, - пĕлтерчĕ хăй шухăшне Оля.