Çеçпĕл пăшăлтатăвĕ
«Эпĕ - çеçпĕл... Çепĕç çурхи чечек. Вăрантăм, куçа уçрăм. Ыталаççĕ мана хĕвел шевлисем. Кайăксем те чĕрĕлÿ юрри шăрантараççĕ, «Салам, çеçпĕл! Çуркунне... Çĕнĕ пурнăç... Çÿлелле...» Вăтанатăп пуçа çĕклеме, халăм çитеймесрен шикленетĕп. Анчах ăшă çутă вăй-хăватпа тĕрек парать. Ман тавралла юр çук ĕнтĕ. Пĕтрĕ, юхрĕ, сăрхăнчĕ, тымарăма шăварчĕ. Курăк та хĕл ыйхинчен вăранчĕ. Пĕтĕм тĕнче ешерет. Ах, епле телейлĕ-çке эпĕ! Пурăнатăп çак тĕлĕнмелле асамлă вăхăтра».
Таçтан шăхăрса килчĕ çил. «У-у-у!» - улаççĕ çил ачисем. «Ай-ай, ирех савăнтăм-ши вара? Ăçта чикес-ха черченкĕ пĕвĕме? Мĕнле упрас симĕс çулçа? Сивĕ-çке... Пĕр самантра пĕтсе ларма çитĕнтĕм-ши? Ан вĕлерсем мана, хăватлă вăй! Хĕрхен! Ан вĕлер!»
Çĕр çумĕнчи чечек йăлăннине илтрĕ-ши çил? Е вăрман каллех пушанса юласран хăрарĕ? Анчах мĕнле сасартăк килчĕ, çавăн пекех çухалчĕ.
Шатăрт! турĕ аякри йывăç турачĕ. Ка-йăксем шуйханса тÿпенелле хăпарчĕç.
Тăрна куçĕ тĕслĕ чечек те «пуçне» çĕклерĕ. Вăрман çинчех çакăнса тăрать-çке хура пĕлĕт. «Çунатлă тусăмсем, хăваласа ярăр ăна кунтан! Ан килтĕр тек пирĕн пата». Çук, илтмеççĕ те тейĕн çепĕç сасса.
- Хам-хам! Хам! - илтĕнчĕ çывăхрах.
- Ай-уй, йытă вĕт ку! - пĕтĕм пĕвĕпе чĕтренсе илчĕ çеçпĕл.
Хăйне кĕттермерĕ анчăк. Пушă та тĕттĕм вăрманта лăпăстатса çÿресе ывăннăскер илемлĕ чечеке тÿрех асăрхарĕ. Хÿрине вĕлтĕр-вĕлтĕр пăтратса чупса пычĕ. Шăршласа пăхрĕ, çыртасшăнччĕ. Анчах ăна çав вăхăтра хуçи чĕнсе илчĕ. Лĕпĕс-лĕпĕс вĕçтерчĕ вăл сасă еннелле.
Шатăрт! хуçăлчĕ каллех турат. «Этем», - мĕлтлетрĕ шухăш самантрах.
Хăрушă чун... Пĕлмест вăл шеллеме. Килет, хуçаланать. Хăй кунта хăна çеç пулнине пĕлмест те, пĕлесшĕн те мар.
Çывхарсах килет, ура сасси илтĕнет. «Кăчăрт-кăчăрт», - ашать кайса пĕтмен юра. «Чăштăр-чăштăр», - таптать тĕллĕн-тĕллĕн çĕр тухнă вырăнсенчи пĕлтĕрхи çулçăсене.
«Çапла ман пулчĕ-ши шăпам? Темиçе кун капăр кĕленче савăтра лартассишĕн килне илсе кайĕ-ши этем? Хăнасен умĕн-че мухтанĕ, илемĕмрен тĕлĕнĕ. Юлашкинчен урама, çÿп-çап купи çине кăларса ывăтĕ. Ах, хитрелĕхе хаклама пĕлмест çын. Илем савăтра мар вăл. Шăпчăк та юрламасть ылтăн читлĕхре. Мĕне кирлĕ вĕсем?»
Акă, çитрĕ... Епле кулать?! Шăлĕсем шап-шурă... Аллине çеçпĕл патне тăсать. Пăрăнать, авăнать чечек. Этем, ан вĕлер! Ан вĕлер черченкĕ чуна!
Çат! татăлать çуркуннехи пĕрремĕш çеçке. Йăр! юхса анать çĕр çине куççуль, çеçпĕл куççулĕ...