Комментировать

16 Апр, 2015

Каюрана хaратма

Пахчара каюрасем ĕрчесе кайрĕç. Çерем çинче те, çĕрулми ани çинче те. Вĕсенчен хăтăлмасан кăçал нимĕн те туса илеймĕпĕр. Канашпа пулăшаймăр-ши?

Римма КАЛИНИНА.

Етĕрне районĕ.

Пахчара каюрасем чăн-чăн сăтăрçăсем пулса тăраççĕ. Вĕсем ÿсентăран тымарĕсене сиенлеççĕ, çĕре чаваççĕ. Алтнă туннельсем çумăр хыççăн ишĕлеççĕ те пахча кукăр-макăр йĕрсемпе тулать. Йăрансем пăсăлаççĕ, ăçта мĕн акнине те уйăраймăн. Тĕрĕссипе, каюрасем тымарсене çимеççĕ, тăпрари хурт-кăпшанкăпа, ăмансемпе тăранса пурăнаççĕ. Килти пахчари каюрасенчен тĕрлĕ наркăмăшпа усă курмасăрах хăтăлма тăрăшмалла. Тĕрлĕ имçампа яланах усă курсан пахчаçимĕçре пестицид нумай пухăнать. Ку вара çав çимĕçе çиекеншĕн пачах та усăллă мар.

  • Каюра хăшпĕр ÿсентăран шăршине юратмасть. Пахчара тĕрлĕ вырăна сухан, ыхра, пăрçа тата нимĕç пăрçи /бобы/ лартма юрать. Вĕсем ÿсекен вырăна каюра пымасть.
  • Пахча 20 соткăран пысăкрах пулсан каюрапа хальхи вăхăтри технологисемпе кĕрешме пулать. Ку, тĕрĕссипе, ансатрах кăна мар, йÿнĕрех те пулĕ. Мĕншĕн тесен каюрана наркăмăшлама хăтланса нумай чухне тăпрана сиенлетпĕр.
  • Пахчари каюрана хăратма пулать. «Антикрот» тата «Сонар» ятлă приборсем ăна хăратакан сасă кăлараççĕ. Приборсем йĕри-тавраллах çак чĕрчунсене хăратаççĕ. Çавăнпа ăна ана варрине çĕр çине вырнаçтармалла. Прибор батарейсемпе ĕçлет. 4-5 уйăхран батарейăсене улăштармалла.

Çавăн пекех «ЭкоСнайпер» текен прибор та каюрасене, шăшисемпе йĕкехÿресене хăратса ярать. Прибор кăларакан сасă пулăшнипе 3-4 эрнеренех каюраран хăтăлма пулать. Анчах астăвăр. Прибора вăрах вăхăт ĕçлеттермесен каюрасем каллех таврăнма пултараççĕ.

  • Каюраран тасатнă лаптăка чикĕлеме пулать. Лаптăк тавра вĕтĕ пралук çетка 50 см тарăнăш чавса çĕр çийĕн 15 см хăварса лартса тухмалла. Ку, паллах, çăмăл ĕç тееймĕн. Çапах та пралук çетка каюраран хÿтĕлет.
  • Каюра çÿрекен тĕп çулсем çине 45° чалăштарса пушă кĕленчесем çĕре чавса лартмалла, анине çĕр çийĕн 3-4 см хăвармалла. Кĕленче анисене тĕрлĕ еннелле тумалла, çил хăш енчен вĕрнине кура кĕленчесем шăхăраççĕ. Çак сасă каюрасене килĕшмест.
  • Каюра çÿрекен тĕп çулсем çине пăсăлнă пулă пуçĕсем хумалла. Çĕрĕк шăрша каюра тÿсеймест, хăвăртрах аяккалла тарма тăрăшать.
  • Нашатырь спирчĕпе краççын та каюрана хăратмалли витĕмлĕ хатĕр. Краççынпа е нашатырь спирчĕпе кивĕ пусма татăкĕсене нÿрлетмелле те шăтăксене хумалла. Пĕтĕм шăтăксене çакнашкал шăршлă чĕркемсемпе хупмалла. Каюрасем аяккалла куçса кайма кирлĕ.

Каюра шăтăкĕсене шывпа тултарма вара сĕнмеççĕ. Мĕншĕн тесен ку ĕç валли шыв нумай кирлĕ пулать. Çав тĕлти тăпра нÿрелсе тăрать, каюра çĕнĕ туннельсем чавса нÿрĕкрен хăтăлма тăрăшать.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.