Комментировать

8 Фев, 2014

Экс-мэр ывăлĕн приговорĕ вăя кĕнĕ

Республикăн Аслă сучĕ Шупашкар районĕн сучĕн тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕ пулнă Николай Емельяновăн ывăлĕ Дмитрий тĕлĕшпе палăртнă приговорне çирĕплетнĕ. Ăна çулталăклăха колони-поселение ăсатма, 3 çуллăха водитель удостоверенийĕсĕр хăварма йышăннă.

34 çулти Д.Емельянова Уголовлă кодексăн 264 статйин 2-мĕш пайĕпе /çул-йĕр правилисене ÿсĕрле пăснă май асăрханмасăр çын сывлăхне йывăр сиен кÿни/ айăпланă. Инкекĕ вара пĕлтĕрхи авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче пулнăччĕ. Емельянов «Тойота Королла» автомобильпе Шупашкаралла килнĕ. Хăй кайран çирĕплетнĕ тăрăх - «100 грамм коньяк ĕçнĕ». Машина хăвăртлăхĕ самай пысăк пулнă - 100 км. Йĕпе çул çинче автомобиле «пăхăнтарайман», Шупашкар районĕнчи Хыркасси ялĕ патĕнчи пăрăнчăкра вăл выляса кайнă, «Киа Рио» автомобильпе çапăннă. Корея машининче пулнă çынсем çемйипех /виççĕн, çав шутра 9 çулти хĕр ача та/ йывăр суранланнă.

Шупашкар районĕн прокурорĕн çумĕ Анатолий Иванов хаçат корреспондентне пĕлтернĕ тăрăх - Емельянов хăйĕн айăпне йышăннă, уголовлă ĕçе уйрăм йĕркепе пăхса тухма ыйтнă. Унсăр пуçне шар курнисене сиене саплаштарса укçа тÿленĕ. «Çавна май инкек тÿснĕскерсен аваришĕн айăплăскер тĕлĕшпе ÿпкев çук», - терĕ Анатолий Петрович.

Район сучĕ уголовлă çак ĕçе пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕнче тишкернĕ, Емельянова çулталăклăха колони-поселение ăсатма йышăннă. Анчах айăпланнăскер çакнашкал яваплăх мерипе килĕшмесĕр приговор тĕлĕшпе ЧР Аслă судне çăхав çырнă.

Район прокурорĕн çумĕ, хăй вăхăтĕнче айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетнĕскер, Аслă суд приговорĕпе кăмăллă пулни çинчен каларĕ. Прокуратура маларах условнăй айăплав ыйтнă текен сас-хура пулнăччĕ те - А.Иванов çакна татăклăн хирĕçлерĕ: ĕçе район судне ăсатнă май çулталăк çурăлăха ирĕклĕхсĕр хăварма ыйтнă-мĕн. «Условнăй айăплав ыйтма чĕлхе çаврăнман пулĕччĕ. Урок пултăр», - терĕ Анатолий Петрович Н.Емельяновăн тепĕр ывăлĕ те аварире пурнăçран уйрăлни пирки аса илтернĕ май.

Палăртса хăварни вырăнлă: вăл, 26 çулти Иван Емельянов, 2008 çулхи пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче вилнĕ. Вăл та руль умне ÿсĕрле ларнă. Çулăн транспорт хирĕç килекен енне тухнă май «Мицубисие» «пăхăнтарайман», «Нивапа» хире-хирĕç çапăннă. Аварире И.Емельянов хăй тата унăн юлташĕ çавăнтах вилнĕ, иномаркăри тепĕр çын тата «Нива» водителĕ суранланнă. Çав тĕслĕхпе уголовлă ĕç пуçарманччĕ - айăпли пурнăçран уйрăлнă-çке.

Д.Емельянова вара халь колони-поселенире кĕтеççĕ. А.Иванов палăртнă тăрăх - йĕрки çапла, юсанмалли çавнашкал учреждение айăпланнисем хăйсем тĕллĕнех каяççĕ.


Николай КОНОВАЛОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.