«Виçĕ çветтуйран пĕри - Çеçпĕл Мишши»

26 Апр, 2014

Шăпа çул кăтартса пырать пире. Пĕлтĕр, Чăваш наци конгресĕ йĕркелекен Аслă Пуху умĕн, Украинăри йăхташăмăрсем патне çыру янăччĕ. Çакăнти ентешсене пĕр тытăма пĕрлештернĕ Надежда Лисовая çийĕнчех сас пачĕ. Шупашкара килмессерен çĕнĕ шухăш тĕвĕленни, хăват хушăнни пирки сăмах хускатрĕ вăл. Надежда Ивановна ун чухне те Чăваш Республикине килсе кайнă, анчах унпа тĕл пулма май килмерĕ. Унтанпа тĕнче историйĕ нумай пулăмпа пуянланчĕ. Шăпах халĕ, Украина халăхĕ канлĕх çухатнă вăхăтра, курнăçма май килчĕ çаврăнăçуллă çав хĕрарăмпа.

Надежда Ивановнăн ашшĕпе амăшĕ - Çĕрпÿ районĕнчен. Иван Егоровичпа Юлия Тихоновна çамрăклах Мари Республикинче тĕпленнĕ, 10 ача çуратнă. Надежда Ивановнăн аппăшĕсемпе йăмăкĕсенчен тăваттăшĕ Шупашкарта пурăнать. Çавăнпах çулталăкне 3-4 хут Чăваш Республикинче хăналанать йăхташăмăр.

«Эпĕ 1981 çултанпа Киевра пурăнатăп. Ун чухне пропискăна тăма çав тери йывăрччĕ. Стройкăна вырнаçсан кăна пÿлĕмпе тивĕçтеретчĕç. Ку енĕпе мана ăнăçрĕ тесен те юрать. Стройкăна кайсан участок пуçлăхĕ чарса: «Çеçпĕл камне пĕлетĕн-и? Унăн кун-çулĕ татăлнă вырăна çитсе курнă-и? Эпĕ - çав тăрăхран. Кăмăл пулсан - пĕрле çула тухăпăр» - терĕ. Киеври çĕр-çĕр прорабран шăпах унпа тĕл пулни шăпа парни-ши?» - калаçăва тăсать Надежда Лисовая. Тата тепĕр хăйне евĕрлĕх çыхăнтарать вĕсене. Çав прорабăн арăмĕ те - Надежда Ивановна. Унсăр пуçне иккĕшĕ те пĕр кунра çуралнă.

Чăваш хĕрĕ Украинăра çемье çавăрнă, ача-пăчаллă пулнă. «Пĕрре Çеçпĕл Мишши пирки çырнă кĕнеке алла лекрĕ. Ăна вуланă хыççăн кăвар чĕреллĕ сăвăçăн вил тăприйĕ çине çитсе килмех шухăш тытрăм. Ун чухне участок пуçлăхĕ Иван Божок тивĕçлĕ канăва тухнăччĕ ĕнтĕ», - аса илет хĕрарăм.

Иван Иванович Остер çыннисемпе паллаштарнă ăна. Çулсерен вĕсен хушшинчи туслăх çирĕпленсе пынине палăртса хăварас килет. «Пирĕн тăрăхра виçĕ çветтуй: Десна юхан шыв, XI ĕмĕрти чиркÿ - истори палăкĕ тата Çеçпĕл Мишши», - мăнаçланса калать-мĕн Остер халăхĕ.

Çапах çав вырăнта мĕнлерех ÿкерчĕк тухса тăнă-ха унăн куçĕ умне? «Шкулти Çеçпĕл Мишшин музейĕ ĕçлеменни, поэт вилнĕ вырăнти йывăç юпана курăк сырса илни чуна çÿçентерчĕ. Халăх хăйĕн ывăлне тивĕçлĕ шайра сума суманнишĕн куççуль тухрĕ», - пытармасть Надежда Лисовая. Çакăн хыççăн Украинăри чăвашсене пĕр тытăма пĕрлештерме, наци культурипе йăла-йĕркине сарма тĕв тунă вăл. Лара-тăра пĕлменскер çийĕнчех ĕçе пуçăннă. 2010 çулта йĕркеленнĕ Пĕтĕм Украинăри чăвашсен «Çеçпĕл» пĕрлешÿн сайчĕ питĕ пуян. Çак ушкăн 8 облаçе, 4 хулана çыхăнтарать. Кун-çул уттипе тан пыракансем чăваш сассине çухалма памаççĕ. Надежда Ивановнăна Валерий Сидоров пулăшса пырать.

Киевра вырсарни шкулĕ ĕçлеме пуçланиех - курăмлă пулăм. Унта тăван чĕлхепе калаçма вĕрентеççĕ. Надежда Лисоваян мăнукĕсем те вырсарни шкулĕнчи уроксене сиктересшĕн мар. Хĕр ачасем чăвашла юрласа ташлаççĕ, сăвă калаççĕ. Сăмах май, украин поэчĕ тата композиторĕ Юрий Половецкий те чăваш юррисене вĕренме пуçланă.

Нумаях пулмасть Украина Тарас Шевченко çуралнăранпа 200 çул çитнине анлă паллă турĕ. Пин-пин çын хутшăннă асăну каçĕнче чăвашсем унăн «Халал» ĕçне тăватă чĕлхепе - чăвашла, украинла, вырăсла, акăлчанла - вуласа панă. Итлекенсем чылайччен алă çупса хавхалантарнă вĕсене.

Кăçалхи нарăс уйăхĕнче чăвашсем Парламент наци библиотекинчи кĕнекепе массăллă информаци хатĕрĕсен куравне хутшăннă. Çав ĕçсен урлă тăван халăхăн историне, культурине, йăли-йĕркине кăтартнă.

Надежда Ивановна Чăваш Республикин интеллигенцийĕпе те тача çыхăну йĕркеленĕ. Паллă хальхи çыравçăсемпе сăвăçсем пулăшнипе вырсарни шкулĕ çумĕнчи библиотека пуянлансах пырать.

Çеçпĕл Мишшине пытарнă вырăнта пĕлтĕр гранит палăк уçнине палăртмасăр иртеймĕн. Аякри чăвашсем Остер шкулĕнчи музее йĕркене кĕртме вăй çитернишĕн епле савăнмăн?

Украинăри йăхташăмăрсен «Çеçпĕл» пĕрлешĕвĕн ĕмĕчĕсем çунатлă. Вĕсем çине тăнипе влаç çыннисем Остер хулинче наци музейĕ йĕркелемешкĕн 10 сотка çĕр уйăрса панă. Çак вырăна харпăрлăха куçарма кăна 50 пин гривен /150 пин тенкĕ ытла/ тăкакланă. Донецк уйрăмĕн ертÿçине Рудольф Семенова мухтаса хăварас. Вăл чи малтан 500 гривен /1 пин те 500 ытла тенкĕ/ панă. Ыттисем те хăйсен тÿпине хываççĕ. Çапах та чăвашлăха аталантармашкăн Надежда Лисовая хăйĕн укçине те, вăхăтне те шеллемест. Аренда бизнесĕнче ĕçлекенскерĕн енчĕкĕ хулăнлансах пытăр. Тепĕр самант: 2012 çулта чăваш хĕрарăмĕ районти «Çулталăкри ырă тăвакан» конкурса хутшăннă. Ăна Миклухо-Маклай çул çÿревçĕн тата этнографăн йăх тăсăмĕсем ирттернĕ. Конкурсра палăрнăшăн Надежда Ивановна Тав хутне тата çемье гербне тивĕçнĕ.

Юлашки вăхăтра Украинăри чăвашсем мĕнле пурăннине пĕлес килчĕ манăн. «Малтанхи пекех. Хаксем ĕрĕхсе кайрĕç. Бензин палăрмаллах хакланчĕ. Общество организацийĕсене тĕкĕнмеççĕ. Эпир хамăр та пысăк политикăна кĕместпĕр. Вăрçă кăна ан пуçлантăр», - пĕтĕмлетет Надежда Ивановна. Çавнашкалах çамрăксемпе ытларах ĕçлемеллине палăртрĕ вăл. Вĕсене чĕлхене юратма хăнăхтармалла. Çапах та чăвашсем мĕншĕн тăван чĕлхерен вăтанаççĕ-ши? «Историпе кăсăкланман çын кăна тăван халăхран ютшăнать», - çирĕплетет хĕрарăм. Ахальтен мар унăн мăнукĕсем темиçе чĕлхе пĕлнипе мăнаçланаççĕ.

Общество организацийĕн членĕсем спортпа та туслă. Украинăри чăвашсем тĕнче, çĕр-шыв, район шайĕнчи ăмăртусенче мала тухаççĕ.

 

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментарии

В этой статье мы жители деревни Верхняя Шорсирма Цивильского района узнали свою землячку. На 9 мая для своего сайта ищем старые фотографии, письма с фронта наших дедов и отцов. Надежда Ивановна одна из них. Это её дед Леонтьев Егор 1900 года рождения, Погиб в бою 1944 году. У нас большая просьба, можно в редакции газеты контакты узнать Надежды Николаевны Лисовой? Заранее спасибо!

Надежда Лисовая Фейсбукра регистрациленнĕ.Çырса ярăпăр ун патне. 

Акă çапла хуравларĕ вăл пире: "Только я Ивановна, а мой отец, сын Леонтьева Егора, Егоров Иван Егорович, тоже фронтовик, но к сожалению, уже нет в живых. Неужели наш дедушка нашелся?!  Сейчас не могу сдержать слез".

Хăйĕн телефонне те пĕлтерчĕ. Кирлĕ пулсан "Хыпар" издательство çурчĕн хыпарсен службине 36-13-35 номерпе шăнкравласа ыйтма сĕнетпĕр. 

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.