Ача садне çÿрекенсем валли çĕнĕ проект уçнă

28 Мар, 2019

Кăçал Шупашкар 550 çул тултарнă май ача садне çÿрекенсем валли çĕнĕ проект уçнă. «Пирĕн хула историйĕ» ятлăскер кашни ача садĕнчех пурнăçланĕ. Тĕллевĕ — тăван çĕршыва юратма вĕрентесси. Тĕп хулан историйĕ, унти паллă вырăнсем çинчен каласа пĕчĕкскерсен пĕлĕвне анлăлатмаллах.

Акă нумаях пулмасть 172-мĕш ача садне çÿрекенсем Шупашкарăн иртнĕ кунĕсене «таврăнчĕç». «Экскурси» вăхăтĕнче ачасем хулан тахçанхи сăн-сăпатне курчĕç. Тĕп хулара малтан чăн-чăн Кремль те пулнă иккен. Йывăçран ăсталанă ăна. Виртуаллă музей пулăшнипех шăпăрлансем тĕрлĕ завода, парка çитрĕç.

www.hypar.ru

Валентина СЕЛЕНИНА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментарии

Кирлĕ проект.

Комментировать