Салтак çырăвĕсем. Ева ЛИСИНА

Очерк

Çак йĕркесем - манăн атте, Лисин Николай Андреевич, çинчен. Анчах та çухрăма яхăн тăсăлакан Хиртикас урамĕнче пĕр-икĕ çемье çеç ашшĕллĕ пулнине аса илсен ку сăмах - ман атте çинчен кăна мар, вăл - ашшĕне курмасăр, ун сассине илтмесĕр, унпа юнашар ларса калаçмасăр, атте хÿтти мĕнне пĕлмесĕр ÿснĕ ачасен хурлăхĕ, тунсăхĕ...

Аттепе çыхăннă пĕртен-пĕр асаилÿ манăн çакă: эпĕ атте чĕрçи çинче ларатăп пек, хăрах алăпа ăна мăйран ыталанă, атте чикарккă туртать, тĕтĕмĕ мана ан тивтĕр тесе ăна аллипе сире-сире ярать пек.

Урăх эпĕ нимĕн те астумастăп.

Анчах та манăн асаилÿ «çĕршывĕнче» чи малта тăраканни - аттепе çыхăннă ĕç. Акă, чĕпкуç çутипе çип арласа ларакан анне лăштăрах каять те ĕсĕклесе йĕрсе ярать. Вăл вĕçсĕр пĕр сăмах каласа йĕрет: «Пуля лексен мĕнле тÿнсе кайрĕ-ши, сар ука пек çÿçĕ мĕнле сапаланса ÿкрĕ-ши?» Анне ниепле те лăпланаймасть, вăл хĕвел пек сарă çÿç юнпа та пылчăкпа пĕрлешнине ĕненме пултараймасăр, çакăнпа килĕшме вăй çитереймесĕр татăлса йĕрет пулас. Эпĕ те вара, аттене астуман ача, ăсăмра çакăн пек ÿкерчĕк сăрлатăп: йĕпе çĕр çине пĕр çын кайса ÿкнĕ, унăн хĕвелçаврăнăш çеçки пек çÿçĕ тăмпа вараланса пĕтнĕ... Мана хăрушă пулса каять, - эпĕ ĕсĕклесе яратăп.

Çуркунне пахчаçимĕç акнă чух аттене асăнман кун пулман та пулĕ. «Эх, аçăр йăранне курасчĕ сирĕн!» - тетчĕ анне. Йăран хушшисене туса тухсан вăл чарăнса, шухăшласа тăратчĕ: «Аçу кунта мĕн акнă пулĕччĕ-ши?»

Çĕр ĕçне çеç мар, вăл выльăх-чĕрлĕхе те питĕ юратнă. «Пĕтĕм йытти-кушакне киле сĕтĕретчĕ, те ачаранпах амăшĕсĕр ÿснипе мĕнпур чĕрчуна хĕрхеннĕ-ши вăл?» - тетчĕç ун çинчен.

Пĕррехинче, кĕтÿ аннă вăхăтра, пирĕн пата пĕр илемлĕ çын пырса кĕчĕ. Вăл Именкасси çынни пулнă, ятарласа аттен сăнÿкерчĕкне курма кĕнĕ. «Ман юратнă учительччĕ», - терĕ вăл. Çак сăмаха эпĕ кайран час-часах илтеттĕм. Пĕрремĕш класа çÿренĕ чух мана вĕрентекен учительница /Шăхаль хĕрĕ/ урок ăнлантарнă чухнех пат! калама чарăнса мана тĕллесе пăхрĕ те хуллен-хуллен çума пырса тăрса: «Ара эс Николай Андреевич хĕрачи вĕт? Вăл - ман юратнă учительччĕ», - терĕ. Эпĕ ун чухне хама хам ытла та тăлăххăн туйса илтĕм, йĕрсе ятăм. Учительница хăй те куçне шăла-шăла илчĕ, мана йăпатрĕ.

Вăл чĕрĕ юлма пултарнă. Аттене вăрçа илмен, мĕншĕн тесен унăн хăрах куçĕ начар курнă. Хăй вăрçа кайманшăн питĕ асапланнă. «Шкула урампа мар, пахча хыçĕпе çÿрекен пулчĕ», - тетчĕ кун пирки анне. Вăл темиçе хутчен те хăйне вăрçа яма кая-кая ыйтнă, юлашкинчен, 1942 çулхи çулла, арăмĕпе виçĕ пĕчĕк ачине пăрахса хăварса вăрçа тухса каять, тÿрех Смоленск патĕнчи çапăçусене лекет.

Вăл - герой мар, вăл - çын тивĕçне туса пынă ахаль салтак, аслă сержант. Акă, унăн çырăвĕсем... Ачасене вĕрентме, çĕр ĕçне тума, выльăх-чĕрлĕх ÿстерме çуралнă çын вăрçă хирĕнчен янă çырусем... Тумлам куççуль ÿксенех ирĕлсе каяс пек çÿхе те сарăхнă, хутланнă çĕрте шăтса пĕтнĕ хутсем...

Атте вăрçа тухса кайнă чух пичче çиччĕри ача пулнă, хамăр ялтан тухиччен аттепе пĕрле урапа çинче ларса пынă. Вĕсем Çĕньялпа Шăхаль хушшинчи хирте сывпуллашнă. Çын - çынах-çке, вăрçа каякан атте: «Тен, çак хирсене, çак вăрмансене эпĕ урăх нихăçан та кураймăп», - тесе те шухăшлама пултарнă, аслă хирпе мĕкĕлтетсе пыракан пĕчĕк ывăлне вăл, паллах, мĕн куçран çухаличчен хыçран пăхса кайнă. Кайран çак сăнар - çу кунĕнчи хирпе пĕччен утакан /аякран аякка кайса пыракан!/ юратнă пĕчĕк ача - ăна канăç паман пулĕ, тен, çавăнпах та пĕрремĕш çырăвне вăл ывăлĕ ячĕпе çырнă.

1942-мĕш çул, июлĕн 5-мĕшĕ. Геннадий, сынок, сана хытă юратса пысăк салам яратăп. Яланах эсĕ асран каймастăн...

1942-мĕш çул, июлĕн 26-мĕшĕ. Хаклă чунăм Феня тата ачамсем, пурсăра та пĕтĕм кăмăлпа юратса пысăк салам яратăп... Кунта пурте - вырăс, чăваш çук, юлташ пурччĕ, анчах ăна паян урăх çĕре илсе кайрĕç... Виçĕмкун Айкина курса калаçрăм. Вăл килтен çыру илмен тет-ха... Эсĕ пÿрт илсе питĕ пысăк ĕç тунă, анчах, чунăм, мăк кÿрсе, пÿртне кÿрсе мĕнле хăпартăн? Сана ытла йывăр пулчĕ... Арбузсем çинчен тата дыньăсем çинчен çырса пĕлтер. Ĕне чупнă-и? Тата Дина çинчен - сурăх çинчен - пĕлтер. Пăруламан-и вăл?

Евăна, пĕчĕк хĕрĕме, тĕлĕкре курнăччĕ, питĕ калаçрăмăр.

...Сĕт тата салма яшки çиес килет.

1942-мĕш çул, сентябрĕн 1-мĕшĕ. Юратнă ывăлăм, паян саншăн савăнăçлă кун: эсĕ шкула çÿреме тытăнтăн. Эпĕ те питĕ савăнатăп паян. Анчах кăçал санпа пĕрле шкула çÿреме май пулмарĕ. «Отлично» паллăсемпе вĕренме хушатăп сана. Дисциплина яланах «отлично» пултăр - çавна ан ман. Манăн дисциплина кунта «отлично», тата «отлично», «хорошо» паллăсемпе вĕренетĕп, ĕçлетĕп. Эсĕ те çапла пул. Малашне иксĕмĕр соревновани тăвăпăр. Учительсене итле, уроксене аван хатĕрле, юлташусемпе килĕштерсе вĕрен, выля.

Декабрь уйăхĕнче атте аманнă пулнă. Госпитальре выртса тухнă хыççăн каллех çапăçусене хутшăнать.

1943-мĕш çул, мартăн 10-мĕшĕ. ...Сире курса савăнмалла пултăрччĕ ирсĕр тăшмана пĕтерсе лартнă хыççăн. Эпĕр кунта çав тăшмана пĕр сехет те канăç памастпăр...

1943-мĕш çул, мартăн 19-мĕшĕ. ...Малтанхи вырăнтан тăшмана хăваласа янă хыççăн тепĕр вырăна куçарчĕç. Ĕнтĕ ку çырăва вăрçа тухас умĕн çыратăп. Паянхи кун сывлăхлă, анчах çĕр çухрăма яхăн икĕ кун хушши утса питĕ ывăнтăм... Сире çав тери курас килет, эсĕр яланах манăн чĕрере, манăн шухăшăмра.

1943-мĕш çул, мартăн 26-мĕшĕ. ...Хальхи вăхăтра пире вăрçă çук çĕре куçарчĕç. Ку вырăнта лăпкă. Выльăхсем те усраççĕ. Халиччен ялти çынсене курманччĕ-ха. Хĕрарăмсене курсан урăх тĕнчене лекнĕ пек туйăнса каять. Паянхи кун чĕрĕ тата сывлăхлă пурăнатăп, анчах та питĕ ывăнтăм, сулăнса каякан пултăм. Çуркунне çитрĕ, пахчана мĕнле тирпейлеме шухăшлан?..

1943-мĕш çул, апрелĕн 15-мĕшĕ. Геннадий сынокăм, иртнĕ эрнере эсĕ çырнă çырусене виççĕ илтĕм. Сана тем тĕрлĕ тав тăватăп. Эсĕ отличник пулни мана тивĕçсĕр савăнтарать, малашне те тăрăшса вĕрен. Эсĕ лайăх вĕренни мана тăшманпа çапăçма хавхалантарать.

1943-мĕш çул, июнĕн 7-мĕшĕ.

Геннадий сынокăм, эсĕ аннÿне итлемест тенине илтрĕм. Эсĕ пионер, шухăшласа пăх-ха. Аçу ирсĕр тăшманпа çапăçать, аннÿ килте асапланса сире тăрантарать, çапах эсĕ ăна итлеместĕн. Юратнă сынокăм, малашне аван пул, мана çыру çырса пĕлтер.

1943-мĕш çул, июлĕн 8-мĕшĕ. ...Чи хаклă чунăм Феня... Эпĕ сана яланах мухтанă, халĕ те мухтатăп, хăвна каламан пулсан та. Санăн маттурлăху çине яланах эпĕ шаннă, халĕ те шанатăп. Вĕт эсĕ манăн чи юратнă, чи хаклă, чи çывăх юлташăм... Пахчана аван тирпейлени мана питĕ савăнтарать, анчах мĕн-мĕн акни çинчен çырман. Ача пек эпĕ: пурне те пĕлес килет. Феня, эсĕ сакăр чун сурăх пур тетĕн. Йăлт тĕлĕнсе кайрăм, ăçтан çакăн чухлĕ пулчĕ-ха? Эпĕ кайнă чухне пĕр сурăх анчах юлчĕ те. Тата эсир ма пĕр сăмах та Дина çинчен çырмастăр, пур-и вăл, çук-и? Мана салам ямасть-им вăл?

1943-мĕш çул, июлĕн 10-мĕшĕ. ...Эсĕ те ман пекех выльăх усрама юрататăн, çавă мана савăнтарать... Динăна усранăшăн спасибо. Вăл выльăхсем хушшинче старший пулса пурăнтăр. Чунăм, сире часах курас çук эпĕ, хăçан тăшмана пĕтерсе пăрахатпăр, çавăн чухне пĕр-пĕрне курса савăнмалли вăхăт çитĕ...

Куçлăх çукки кансĕрлет, вăрçăра çухатрăм, çĕнĕрен илме май çук.

1943-мĕш çул, июлĕн 25-мĕшĕ. ...Кунта пĕр хĕвеллĕ кун та çук, кашни кун çумăр.

1943-мĕш çул, августăн 6-мĕшĕ. ...Юратнă сынокăм Геннадий, сана хытă юратса пысăк салам яратăп. Кала аннÿне, сана пăрçа татса килсе çитертĕр. Геннадий, йăмăкусене аван пăх, юрат вĕсене, вĕсем айван, ним те пĕлмеççĕ. Аннÿне пулăш. Вара эсĕ маттур пионер пулатăн. Сынок, сана питĕ курас килет. Сана тытса хытă юратас килет, санпа çыврас килет.

1943-мĕш çул, сентябрĕн 1-мĕшĕ. ...Паян сентябрĕн 1-мĕшĕ, Геннадий шкула чупрĕ пулĕ. Килте пулнă пулсан эпĕ те шкулта пулнă пулăттăм, эсĕ, чунăм, пире кĕтсе тăнă пулăттăн, анчах ирсĕр тăшман пирĕн савăнăçлă пурнăçа çĕмĕрчĕ. Çавăнпа тăшманпа вирлĕ çапăçса, Тăван çĕршыва тасатса, киле таврăнса, сире курса савăнас килет. Санăн пурнăçу йывăр, анчах, чунăм, чăтар ĕнтĕ. Сиртен темиçе хут начар пурнакансем нумай. Кунти халăх тăшман мăшкăлне мĕнле тÿснине курсан юн çÿреме чарăнать. Хăшĕн ачисене каторгăна хăваласа кайнă, ачасен амăшне персе вĕлерсе, пĕчĕккĕскерсене тăлăха хăварнă... Пирĕншĕн те телейлĕ кунсем çитĕç-ха...

1943-мĕш çул, сентябрĕн 4-мĕшĕ. Чунăм, Феня... Манăн сансăр пуçне урăх юратнă çыннăм çук вĕт, çавăнпа санран нумай вăхăт çыру илмесĕр тăрсан чăтма çук ăш çунать... Снарядсем, минăсем уласа вĕçнине, кăмака вырăнĕ пек çĕр хăпартса çурăлнине, тăлăха юлнă ачасене, çунтарнă ялсен вырăнне санăн курмалла ан пултăрччĕ ĕнтĕ. Манăн йывăрлăхсене эс ан кур.

Иккĕмĕш çул ура салтмасăр пурăнмалла ан пултăрччĕ. Часрах тăшмана пĕтерсе киле таврăнасчĕ. Санăн йывăр пурнăçна пĕтĕм чунăмпа туятăп, анчах çав килти пурнăçпа манăн пурăнса пулĕ-ши?..

1943-мĕш çул, сентябрĕн 11-мĕшĕ /юлашки çыру. - Л.Е./. Юратнă чунăм Феня, ачамсем... Сывлăхна упра, малашне ачасем шăнса ан пăсăлччăрччĕç... Иксĕмĕр пĕрле пулса ачасем çине пăхса савăнас вăхăт та çитĕ. Чунăм Феня, мĕншĕн хурланатăн эпĕ киле халех таврăнайманшăн? Ан хурлан. Эпĕ ирсĕр тăшманпа çапăçатăп, Тăван çĕршывшăн, саншăн, ачасемшĕн юна та, пурнăçа та хĕрхенместĕп. Тăшман кашни кун хуласем хăварса тарать. Иксĕмĕр пĕр-пĕрне курасси, пĕрле пулса савăнасси хăвăрт çывхарса килет. Манăн сана питĕ курас килет. Ачасене тытса ларăттăм, анчах вĕсем пысăкланса кайрĕç пулĕ ĕнтĕ, чĕрçи çине те вырнаçмĕç, шельмăсем. Ну, таврăнсан вĕсемпе кĕрешмелле пулать. Сарнă вырăна санăн темиçе хут тÿрлетмелле пулĕ, а эпир ачасемпе татах алхасса пăсăпăр, эсĕ вара çилленнĕ пек пулăн, хăвăн ăшăнта савăнса тăрăн. Шухăша ытлашши кайрăм. Çитĕ. Ачасем мана кĕтеççĕ пулĕ çав. Иккĕмĕш çул вĕт курманни. Сĕре курас килет... Ĕнер РОНО инспекторĕнчен Бахмисовăран çыру илтĕм. «Кĕтетпĕр сана, эсĕ шкулшăн питĕ кирлĕ çын», - тесе çырать.

Хăш чухне эрех ĕçес килсе каять, киле таврăнсан эсĕ ĕçтерĕттĕн те вĕт, анчах хăçан таврăнăп-ши? Ну, сывă пул-ха, чунăм. Ачасене пурне те ман ятпа чупту.

Аттене куçĕ витĕр курманран вăрçа та илменччĕ. Çине тăрса вăл вăрçа тухса кайнă салтак халь çапла çырать: «Куçсем анчах аптăратаççĕ: куçлăха вăрçăра çухатрăм, çĕнĕрен илме май çук».

«Вĕçсĕр çумăр çăвать». Смоленск таврашĕнче, Демидов хули патĕнче - чăтлăх пек вăрмансем. Смоленск таврашĕнче, Демидов хули патĕнче - хăрушă шурлăхсем...

1943-мĕш çулхи сентябрĕн 22-мĕшĕнче Совинформбюро çапла пĕлтерет: «Йывăр çапăçусем пулса иртнĕ хыççăн сентябрĕн 21-мĕшĕнче пирĕн çарсем Демидов хулине ирĕке кăларчĕç».

Чуна килсе çапрĕ куççульлĕ хыпар:

Йĕтре касса татнă атте пурнăçне...

Виç тăлăх эпир... Виç кăтра пуç çине

Хаяр, шелсĕр вилĕм пăрахрĕ

кăвар, -

çапла çырать салтак ывăлĕ çав сентябрĕн синкерлĕ кунĕ çинчен.

Тăван çĕршыв чысне сыхласа вилнĕ çынсем - хисеплĕ. Вĕсем ирĕке кăларнă çĕр çинче пурăнса вĕсене асра тытасси - пирĕн тивĕç. Чăнах, пирĕн халăх вилнĕ салтаксене асăнса сума сăвать. Çак ырă ĕçе, ырă йăлана Патăрьел районне кĕрекен Нăрваш Шăхаль шкулĕ те пĕтĕм кăмăлпа туса пырать. Кунти тĕпчевçĕсем 30 çул ытла ĕнтĕ вăрçăра пуç хунă ентешĕсен пурнăçне, вĕсен вăрçăри ĕç-хĕлне тĕпчесе тĕрлĕ материалсем пухаççĕ. Вĕсемех пирĕн аттене Демидов хулинчи салтаксен масарĕ çинче пытарнине пĕлнĕ.

Ева ЛИСИНА

1 Комментарий

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.