Кино ÿкерме ырă чунлă çынсем кирлĕ

«Мотор! Камера!» — пурнăçĕнче çак сăмахсене хăйсенчен тимлĕх ыйтса каласса нихăçан та шухăшламан Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăратра пурăнакан ватă-вĕтĕ. Эрне каялла вара Кĕтне ен хастарĕсем телевизорпа е кинотеатрти пысăк экран çинче пыракан фильмсене мĕнле калăпланине хăйсен куçĕпе курнă кăна мар, киноÿнер пулас хайлавĕн сăнарĕсен йышне кĕнĕ. «Ай-уй, ватлăхра чапа тухатпăр-и ĕнтĕ? Виличчен кинора та ÿкерĕнсе курасса кам шухăшланă?» — аслăрах ăрури çынсем çапла хаваслăн шавлани Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине халалланă проект пуçаруçине Юрий Спиридонов режиссера ÿкерÿ вырăнне тĕрĕсех суйланине ĕненме хавхалантарнă.

Историе манăçа кăлармасăр

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи — пысăках та мар Чăваш Еншĕн те — вышкайсăр пысăк пĕлтерĕшлĕ истори пулăмĕ. Республикăран çапăçу хирĕсене 208 пин çын кайнă. Çĕршыва тăшманран чыслăн хÿтĕленĕ ентешсенчен çуррине яхăн — 100 пин салтак — фронтран таврăнайман... Мĕн чухлĕ киле хуйхă çитнĕ, миçе ачана ашшĕсĕр ÿсме пÿрнĕ вăрçа пула! Çав тапхăра ас тăвăмран çухалма памалла мар. Вăрçă тĕнчери чи пысăк усал пулнине çамрăк ăрăва ăса хывтармалла. Тăван халăхăмăрăн чăн-чăн паттăрĕсем /вĕсем чăннипех йышлă!/ çинчен кашнин пĕлмелле. Вĕсем йывăр чухне те пуç усманнипе, чунне сутманнипе мăнаçланмалла! Акă мĕнлерех шухăш-тĕллев çĕнĕ ĕçе пикенме хистенĕ «Чăвашфильм» призводство компанийĕн ертÿçине Юрий Спиридонова.
— Вăрçă темине хускатнă май тĕрлĕ йĕр суйлама пулать. Эпир, темиçе сценарист, сюжета Варламов полковник тавра аталантарма шухăшларăмăр. Çапла, пулас илемлĕ фильм чăн пулни çинчех никĕсленĕ. НКВД Вăрнар районĕнчи уйрăмĕн пуçлăхĕн заместителĕ В.Варламов Украина çĕрĕнчен «эвакуациленнĕ» хĕр чăннипе нимĕç разведчикĕсен аллине лекнĕ шпион пулнине çирĕплетме пултарать. Ытти нумай преступника та тăрă шыв çине кăларнă офицер, пĕр енчен, вырăнти çынсене хăрушлăхран хăтарас яваплăха туять, тепĕр енчен, вăрçă хĕрсех пынă кунсене тылра ирттернĕшĕн хăйне айăплать. Çакнашкал çын тавра çыхăнать мĕн пур ĕç-пуç, — хăш-пĕр вăрттăнлăха уçрĕ вăл, тĕп сăнара хăех выляканскер.
Чăн та, паттăрсем таçта аякра, юнлă çапăçу вырăнĕсенче кăна мар, тылра та йышлă пулнине ĕнентерекен картинăсем юлашки вăхăтра çĕршывра чылай ка-лăплани сисĕнет. Чăваш фильмĕ /сăмах май, ăна икĕ чĕлхепе — чăвашла та, вырăсла та — никĕслĕç/ ХХ ĕмĕр историйĕнче чи тарăн йĕр хăварнă пулăм тавра хывнăскерсен пухмачне тата пуянлатĕ.

Кивĕ çуртсемлĕ урам шыраса

Вăрçă вăхăтне, иртнĕ ĕмĕрĕн малтанхи çурринчи тапхăра, сăнлакан хайлава ÿкерме вырăн шыранă май пултарулăх ушкăнĕ республикăри икĕ хутлăха — Комсомольски тата Куславкка районĕсене — суйласа илнĕ. Çĕнĕ Мăратра, вырăнти çынсем каланă тăрăх, кивĕ çуртсемлĕ урам пурри илĕртнĕ вĕсене. Кинора йăлтах сюжетпа килĕшÿллĕ пулмалла-çке. Сценарире çапларах: вăрман çумĕнче — уйрăм çурт, ун çывăхĕнче — ял. Çĕнĕ Мăрат ялĕ вăрманпа юнашарах. Вăрман хуçалăхĕн çурчĕ вара ял айккинче, шăпах вăрман çумĕнче вырнаçнă! Вăл кивелсе юхăнма тытăннă — кино ÿкерме кунашкалли чухах.
— Чи кирли — халăх ăш пиллĕхĕ, хастарлăхĕ. Ырă чунлă çынсемпе темĕнле кăткăс ĕçе те ăнăçтарма пулать. Кĕтне тăрăхĕнче те, Куславкка çĕрĕ çинче те ĕçе йĕркелеме наци кăмăл-туйăмне яр уççăн кăтартакан маттурсем пулăшрĕç. Пысăк йыша сăнлакан кадрсене ÿкернĕ чухне кăткăслăх туймарăмăр: ĕçчен те тарават çынсем мĕн чухлĕ чăваш хутлăхĕнче! Эпир пыриччен ÿкерÿ вырăнĕсене тасатса тирпейленĕ, хăйсемшĕн çав тери хаклă авалхи япаласене управ арчи-кĕлетĕнчен кăларчĕç, пирĕн ушкăна хаклă-сумлă хăнасене кĕтсе илнĕ пек хапăл туса йышăнчĕç — тайма пуç çакăншăн пурне те, — терĕ Юрий Николаевич.
Çĕнĕ Мăратсем ÿкерÿ ушкăнĕ киличчен темиçе кун маларах субботник йĕркелесех ĕçе пикеннĕ. Шкулти «Наследие» шыравçăсен ушкăнĕн хастарĕсем, Тукай ял тăрăхĕн культура ĕçченĕсем кивĕ çуртсен çывăхĕнче тирпейленĕ.
Фильмра мĕн пулса иртнине чăнлăхпа çывăхлатма кашни вак-тĕвек вырăнлă. Çĕнĕ Мăратра ÿкернĕ сыпăксенче НКВД çуртне сăнлама тахçанах çĕре кĕнĕ Сухви аппан кивĕ çурчĕ юрăхлă пулса тухнă. Ватă çын туприне çуртăн хальхи хуçисем ниме юрăхсăр тесе кăларса ывăтнă- çунтарнă пулсан чылай япалана урăх çĕрте шырама тиветчĕ. Кивĕ япаласене упрассине чун киленĕçне çавăрнă Валерий Макаров пек хастар çывăхра тупăнман тăк тата?.. Ун хуçалăхĕнче кивĕ сĕтел те, лампа та, ĕлĕкхи портретсем те, плакатсем те пур — акă хăçан кирлĕ пулса тухнă вĕсем! Паллах, Çĕнĕ Мăратри музей ертÿçи Ирина Мартынова та ырă сăмаха тивĕçлĕ. Тĕрлĕ çи-пуç, ĕç хатĕрĕ, сăн ÿкерчĕк, виç кĕтеслĕ çыру... — ĕмĕрлĕх хайлакан фильм валли музейри экспонат пайтах хута кайнă. Малалла вулас...

Ирина ПУШКИНА.

1 Комментарий

кино

Чавашсен сахал мар кино калаплама тивесле произведенисем,пер " Нарспи" поэма кана мене тарать.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.