«Ман пурнăçри йăнăшсене Сутма пулсассăн й\нĕпех Парасчĕ кирлĕ текене…»

Çĕртмен 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин халăх писателĕ Денис Викторович Гордеев 80 çул тултарчĕ. Вăл талантлă прозаик кăна мар, поэт-публицист та. Хăйĕн статйисенче çĕршывра, республикăра пулса иртекен ĕçсене тишкерсе хак парать.

Унпа тăван хĕрĕ, сăвăç, ÿнерçĕ, журналист Светлана Гордеева калаçни вулаканшăн кăсăклă пулас пек туйăнать. Ашшĕпе хĕрĕ, икĕ ăру çыравçисем, литературăри ĕçе мĕнле хаклаççĕ-ха?
— Эпĕ нихăçан та писатель пулас тесе шухăшламан. Пурнăç хăй мана çак çул çине илсе тухрĕ. Эсĕ, атте, çакăн çинчен ĕмĕтленнĕ-и?
— Совет саманинче çынсен 70 проценчĕ хăйĕн ĕмĕрĕнче сăвă çырма хăтланса пăхнă. Çав вăхăтрах Максим Горький ячĕллĕ Литература институтне пĕтернисен 10 проценчĕ кăна писатель шайне çитнĕ. Литература тусĕсем йышлăн пулнă. Писатель ĕçĕ вара массăллă професси шутланман. Эпĕ те литература тусĕсен, литературăна юратакансен йышĕнче пулнă. Пирĕн вăхăтра шкулсенче литература кружокĕсем ĕçлетчĕç. Унта эпĕ те çÿренĕ. Çулсерен пăхмасăр сăвă калакансен конкурсĕсене ирттеретчĕç. Эпĕ те хутшăннă. Комсомольскинчи вăтам шкулта вĕреннĕ чухне литкружок членĕсем алăпа çырнă журнал кăларса тăратчĕç. Çав журнал валли эпĕ те сăвă çырма пуçланă.
— Эсĕ литература ĕçне сăвă хайланинчен пуçланине пĕлетĕп. Поэзи классикĕсенчен хăшĕн сасси ытларах илĕртнĕ сана? Каярах тата мĕне пула проза еннелле сулăнтăн?
— Вăхăчĕ çавăн пекчĕ — шкул программинчи поэтсен сăввисене кăна пăхмасăр каланă. Сергей Есенин сарăмсăр вилнĕ хыççăн унăн произведенийĕсене пичетлеме пăрахнă. Эпĕ вăтам шкулта вĕреннĕ чухне пуçласа унăн çырнисене икĕ томпа кăларчĕç. Çав кĕнекесене район библиотекинче вулаттăм. Сăввисем тÿрех асра юлатчĕç. Эпĕ вĕсене сехечĕ-сехечĕпе пăхмасăр калама пултарнă.
Чăваш поэчĕсен сăввисене суйласа тăман, хăшĕ алла лекнĕ, çавна вуланă. Анчах: «Кама евĕрлесе çырнă-ха?» — тесе ыйтсан татсах калайман пулăттăм.
Пĕрремĕш сăвă район хаçатĕнче пичетленчĕ. Ачасен ашшĕ пулнă май ман вĕсем валли те сăвăсем çырас килекен пулчĕ. Пĕр кĕнекелĕхех пуçтарăнчĕç. «Аленушкăн теттисем» ятпа кăларма ыйтсан вĕсене издательствăна леçрĕм. Эпĕ ун чухне Комсомольски районĕн хаçатĕнче ĕçлеттĕм. Тĕлĕнмелле те, ал çыру çичĕ çула яхăнах хускалмасăр выртнă. Мана кĕнеке издательствин директорне лартсан кăна редакторĕсем ун çинчен аса илчĕç. Вĕсене кĕнеке ячĕ килĕшмен иккен. Эпĕ çийĕнчех çĕнĕ ят тупса патăм. Çапла манăн пĕрремĕш кĕнеке «Ăшă çумăр» ятпа пичетленсе тухрĕ.
«Хурăнсар» сăвă пуххи вара кун çути курмасан та пултарнă. Унăн ал çырăвне авторĕ камне пĕлтермесĕр икĕ çынна вăрттăн рецензилеме панă. Анчах кĕнекене кĕртнĕ сăвăсенчен нумайăшĕ хаçат-журналта пичетленнĕччĕ. Тĕслĕхрен, сăвăсен пĕр ярăмĕ «вăрттăн» рецензентсенчен пĕрин — Аркадий Ĕçхĕлĕн ум сăмахĕпе «Ялав» журналта пичетленнĕ пулнă. Мĕнех, рецензентсем тÿрлетме сĕннĕ сăвăсене каялла илтĕм, пур пĕр кĕнеке ытлашши çÿхелсех юлмарĕ. Çакăн хыççăн сăвă çырас кăмăл сÿнме тытăнчĕ.
Хальхи журналистсем очерк, фельетон жанрĕсене пĕлмеççĕ. Пирĕн вăхăтра вĕсем сумлă вырăнта пулнă. Çавна пула эпĕ те прозаик ĕçне алла илме тытăнтăм. «Ир такăнсан» ятпа кулăшла калавсен пуххине кăлартăм. Анчах чăн-чăн калав жанрĕ тÿрех парăнасшăн пулмарĕ. Институтра вĕреннĕ чухне пире çерем çĕр тыр-пулне пуçтарма илсе кайнăччĕ, çавăн чухне Ишим халапне каласа кăтартнăччĕ. Эпĕ «Мишша халапĕ» ятпа калав çыртăм. Анчах ăна ниепле те пичетлеймерĕм.
— Эпĕ яланах калав ятне тупаймасăр асапланатăп, сăвăсене ятсăр çыратăп. Эсĕ хăвăн произведенисен ячĕсене мĕнле тупатăн?
— Манăн та çав йывăрлăх пур. Çавна пула тепĕр чухне хатĕр сюжетсем те манăçа тухаççĕ. Пĕрре ларса çырмалли хайлавсен ячĕсем уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Илер-ха кулăшла калавсенех. Вĕсенчен пуçланать те ĕнтĕ сăнарлă кулăш.
— Темăсене ăçта шыратăн?
— Эпĕ вĕсене пачах та шырамастăп. Пурнăç хăй кăтартса пырать. Ку таранччен çырнă пĕр хайлава та пуçран шухăшласа кăларман. Кашни мĕнле çуралнине каласа пама пултаратăп.
«Ванчăк чÿрече» калава литература критикĕсем «çĕн йĕркелÿ произведенийĕ» тесе хакларĕç. Унăн сюжечĕ пĕр кĕтмен çĕртен пулса тухрĕ. Вырсарникун арăм мана çăкăр туянма ячĕ. Хваттертен тухрăм кăна, уçă çил чыхăнтарма тытăнчĕ. Подћезд чÿречине такам ватнă. Лавккаран таврăннă чухне пĕр арçын ванчăк чÿречене кантăклама тытăннă. Манăн вара произведени тĕшшине кăна шырамалла пулчĕ. Вăл та тÿрех тупăнчĕ. Калав персонажĕ Михват чÿречене кантăкласа пĕтерсен ĕç хатĕрĕсене илет те кайма тăрать. Ăна çак подћездра пурăнакан хĕрарăм тытса чарать. «Михват, эсĕ ÿсĕр çÿрекен çын та мар. Мĕнле ватрăн вара чÿречене?» — тесе ыйтать. Михват: «Эпĕ ватман», — тесе хуравлать. Хĕрарăм ăна хăйле ăнланать: «Ху ватман пулсан ху лартмастăн ĕнтĕ». Тавлашу хĕрсех каять. Хĕрарăмăн пĕр ыйту: «Мĕнле ватрăн?» Михватăн пĕр хурав: «Эпĕ ватман». Юлашкинчен хĕрарăм тархасланă пекех ыйтать: «Кала ĕнтĕ ху ватман пулсан, ху лартмастăн вĕт-ха». Михват алăри мăлатука сулса ярать. «Ак çапла», — тет те кантăк ванса та каять…
Пĕр çулхине писательсен пĕр ушкăнĕ Элĕк районĕнчи ялсенче вулакансемпе тĕлпулусем ирттернĕччĕ. Пире ялтан яла груз турттаракан машинăпа илсе çÿренĕ. Пуш уйăхĕччĕ, янкăр çанталăк тăрать, хĕвел ураланнă. Хирпе пынă чухне машина чарăнчĕ. Пире хирĕç выльăх кĕтĕвĕ килет иккен. Ăна икĕ хĕрарăм хăваласа пыраççĕ. Çитерме хупнă выльăхсене пĕр фермăран тепĕр фермăна куçарма тытăннă иккен. Кĕтÿ иртсе кайсан машина хускалчĕ. Кĕтÿ хыççăн утса пыракан хĕрарăмсем мĕн çинчен калаçаççĕ-ха? — çапла çуралать сюжет тени. Çапла вара «Хĕвел ури» калав валли кăштах хамран та шухăшласа кăларма тиврĕ. Иккен ку хĕрарăмсен упăшкисем укçа тума аякри хуласене тухса кайнă. Пĕр хĕрарăмĕ тарăхса кăна калаçать, таврăнсан та упăшкине кĕртместĕп тесе çине-çинех калать. Тепри вара ĕсĕкленĕ сасăпа калаçать. Килтĕрччĕ кăна, пĕр сăмах та шарламан пулăттăм, тет. Пуç чиксе утакан хĕрарăмсем сасартăк чарăнса тăраççĕ. Вĕсене хирĕç пĕр арçын килет. Ку тарăхса калаçаканнин упăшки иккен. Хĕрарăм ăна хирĕç чупса каять, лешĕн усăнса тăракан шарфне тирпейлеме тытăнать. Унтан çавтăнаççĕ те ял еннелле утса каяççĕ. Тепĕр хĕрарăмĕ вĕсене хурланса пăхса ăсатать.
«Коммунизм ялавĕ» хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ çулсенче Махмуд Эсамбаев Шупашкара гастроле килнĕччĕ. Мана ун çинчен çырма хушнăччĕ. Эпĕ тÿрех «Комсомольская правда» хаçатра вуланине аса илтĕм. Ку вăл Сочи хулинче пулса иртнĕ. Концерт вăхăтĕнче хăлхасăр ача пурне те илтмелле кăшкăрса янă: «Слышу, слышу». Манăн çакна чăнах пулчĕ-и тесе ыйтса пĕлмелле пулчĕ. Çулсем иртсен çакă тепĕр хут аса килчĕ. Эпĕ ун чухне Атăл леш енчи вăрманта кăмпара çÿреттĕм. Çавăн чухне «Макулба ташши» калав çуралчĕ, кăмпаран таврăнсан тÿрех ăна çырма сĕтел хушшине кĕрсе лартăм.
— Тепĕр чухне вăл е ку сăвва эпĕ çырман пекех туйăнса каять. Проза произведенийĕсен персонажĕсем те автор чĕлхипе калаçмаççĕ. Вĕсем хăйсем пурнăçĕпе пурăнаççĕ тейĕн…
— Вырăссен «войти в материал» текен ăнлану пур. Çакна тăваймасан, нимĕнле произведени те çырăнаймасть. Вара ирĕксĕрех «Турă панă талант» тени аса килет.
Пултарулăх лаççи кашни çыравçăн хăйне евĕрлĕ, анчах вĕсен пĕр пеклĕхĕ те пур. Вăл е ку произведени çырнă чухне авторăн персонажĕсемпе пĕр тĕнчере пулмалла. Ку вăл калăплă хайлавсем çырнă чухне уйрăмах кирлĕ. Ун пек чухне çыравçăн икĕ алла пĕр ĕç кăна пулмалла.
Чăваш халăх писателĕ Лаврентий Таллеров каланине яланлăха асра хăварнă. «Хаçат ĕçĕнче ытларах тытăнса тăтăм…» — тесе темиçе хут та каларĕ. Профессионал писательсен ĕçĕ те çавнах çирĕплетет. Писатель ĕçĕ пушă вăхăта ирттермелли пулăм кăна мар. Манăн хайлавсем иртнĕ ĕмĕрте пичетленсе пурте-пурте калав кĕнекисем пулса тăчĕç. Вĕсенче ячĕшĕн тенĕ пек пĕрер повеç пур. Утмăл çулхи юбилей ячĕпе тухмалли кĕнеке çĕнĕ ĕмĕре кĕрсен кăна кун çути курчĕ. Унта та 12 калав кĕртнĕ. «Çурта кунĕ» кĕнеке хыççăн калавлă кĕнекесем урăх тухмарĕç.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче эпĕ те профессионал ĕçне кÿлĕнтĕм. Ку вăхăт тĕлне çырса пĕтереймен, çырма пуçланă, планласа хунă повеçсемпе романсем купалансах çитнĕччĕ. Вĕсенчен чылайăшне вĕçне çитерейрĕм. Хăшĕ-пĕри çаплах, вĕçленмен хальлĕнех, выртать.
— Журналистика ĕçĕ литература ĕçне пулăшать-и, чăрмантарать-и?
— Франци писателĕ Оноре де Бальзак «Манăн пурнăçăм кăна роман валли çителĕксĕр» тенине ăша хывнă. Журналистика ĕçĕ информаципе пуянлатать. Çавăнпа литература çулĕ çине тухас текенĕн малтан хаçат ĕçĕнче тарламалла. Хальхи журналистсем очерк тата фельетон жанрĕсене пĕлмеççĕ терĕм, вĕсем вара — литература жанрĕсемех. Эпĕ те малтан фельетонсем çырнă, унтан кулăшла калавсем енне сулăннă. Вĕсен пуххи «Ир такăнсан» ятпа малтанхи кĕнекесен шутĕнчех пичетленсе тухрĕ. Ун хыççăн çырнă, хаçат-журналта пичетленнĕ калавсем тепĕр кĕнекелĕх те пур. «Ват çерçи» ал çыру черет кĕтсе выртать.
— Эсир аннепе иксĕр 53 çул пĕрле пурăнатăр. Пултарулăх ĕçне çемье мĕнле витĕм кÿрет? Çыравçăн çитĕнĕвĕсенче мăшăрĕн пайĕ те пур-и?
— Писателĕн ĕç вырăнĕ — хваттерти çыру сĕтелĕ. Сăнарлă кашни сăмах çак сĕтел хушшинче çуралать. Пĕр сывлăшпа пурăнакан çемье пĕр-пĕрин пурнăçĕнче мĕн пулса иртнине пĕлмесĕр тăма пултараймасть. Сăмах ăсти савăнмалла чухне çумри мăшăрне савăнтарать, ĕç-пуç такăнсан мăшăрĕнчен пулăшу ыйтать. Юнашар шанчăклă çын пурри вăй-хал кÿрет паллах.
— Эсĕ мана сăвă хайлама пĕрре те хистемен. Эпĕ çапах илемлĕ литература еннелле туртăннă. Виçĕ ачунтан пĕри санăн çулна суйласа илĕ тесе шухăшланă-и хăçан та пулсан?
— Эпĕ ача чухне купăсçă пулма ĕмĕтленнĕ, анчах купăс илсе паракан пулман. Сире музыка шкулне ятăмăр, анчах эсир унта вĕренесшĕн пулмарăр. Ÿнер училищине ху суйласа илнĕ. Алена та педагогика институтне кайрĕ. Артур çартан таврăнсан хăй ирĕкĕпех энерготехникум пĕтерсе ĕçлеме Çурçĕре çул тытрĕ, кайран куçăн мар вĕренсе институт пĕтерчĕ. Мĕнех, кашнин хăйĕн пурнăçне тумалла…
— Кăкшăмри писательсен пансионатĕнче эпĕ чылай писателе курнă. Çыравçăсем маншăн пур енĕпе те ырă тĕслĕх пулнă. Халĕ вĕсем пурте тенĕ пекех чăваш литературин классикĕсем пулса тăчĕç. Анчах паян литература тăванлăхĕ пĕтнĕ пек туйăнать. Ăна çĕнĕрен мĕнле чĕртсе тăратмалла-ха?
— Совет саманинче Писательсен союзĕ хăйĕн пĕлтерĕшĕпе литература министерстви шайĕнче пулнă. Анчах ăна обществăллă организаци туса хучĕç те сăра юратакансен, футбол фаначĕсен пĕрлешĕвĕсемпе тан антарса лартрĕç.
Вырăс сăмахлăхĕн обществине тунă чухне Раççей Президенчĕ В.Путин каланă сăмахсем шанчăк кÿреççĕ. Вăл вырăс чĕлхипе вырăс литературине наци хăрушсăрлăхĕ, нацилĕхе упраса пурăнмалла хатĕр тесе каларĕ. Пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, наци хăрушсăрлăхĕпе хамăрлăха упраса пурăнмалли хатĕр чăваш чĕлхипе чăваш литератури пулса тăраççĕ. Çитменнине тата илемлĕ литература пĕтĕм культура никĕсĕ пулса тăрать. Апла пулсан ăна чĕртсе тăратмаллах.
— Пурăнса ирттернĕ кунусенче пăшăрханмалли, шеллемелли мĕн те пулсан пур-и? Май пулсан мĕн улăштарнă пулăттăн?
— Çĕнĕрен çуралмалла пулсан эпĕ урăх пурнăç суйласа тăман пулăттăм. Анчах хам тунă йăнăшсене тÿрлетĕттĕмччĕ. Чĕлхе çине хам çырнă сăвă йĕркисем килеççĕ: Ман пурнăçри йăнăшсене Сутма пулсассăн йÿнĕпех Парасчĕ кирлĕ текене. Пулман теместĕп. Пĕрисем юлайнă ĕнтĕ ĕлĕке, тепри-çке халь те сĕм каçсем пăсать ман ырă тĕлĕке…
Поэтсемпе писательсем эпĕ çамрăк чухне çырнă произведенисене «Денис Гордеев çырман…» тесе каланă пулĕччĕç. Тепĕр чухне эпĕ те «хамах çырнă-ши?» тесе шухăшласа илетĕп. Анчах турткаланса тăма май çук. Сăмах май, çĕнĕрен çырма хăтланса пăхрăм, «Шухăшласа кăларнă çынлăх» повеçе çĕнĕрен майлаштарса «Хĕртсурт» ятпа пичетлерĕм. «Пăши пăрушĕ» повеçĕн ум калавне кăна çĕнĕрен çырайрăм. Малалла алă пымарĕ. Çакăн хыççăн ытти произведение тĕкĕнес темерĕм.
— 80 çул — пĕчĕк тапхăр мар. Сывлăхна пула халь эсĕ хĕрсе кайса ĕçлейместĕн, çырмалли тата юлнă-и?
— Тепĕр чухне юлташсем: «Улăп тăприне» купаласа пĕтеретĕн-и-ха?» — тесе ыйтаççĕ. Эпĕ вăл «юмана» çырма тахçанах шухăшласа хунă. Анчах ăна валли ирĕклĕ вăхăт çаплах тупăнмарĕ. Романри ĕçсем чи юнлă вăрçă хыççăнхи вăхăтран пуçланаççĕ. Паянхи кунпа вĕçленмеллеччĕ. Романăн икĕ кĕнекине çырса пĕтерейрĕм, вĕсем «Тăван Атăл» журналта пичетленсе тухрĕç. Литература критикĕсенчен пĕри «эсĕ ку произведение васкаса çырнă» тесе хучĕ. Васкарах мар-ха çав. Тимĕре хĕртнĕ чухне туптамаллине пĕлмен мар, анчах темиçе кĕнекерен тăракан роман çырмалăх манăн вăхăт тупăнмарĕ. Хĕрсе çитнĕ тимĕр сивĕнсе те сивĕнсе пычĕ. Виççĕмĕш кĕнекен ал çырăвĕ вĕçленеймесĕр çаплах тусанланса выртать.
— Пурнăçунта ăнăçусем те, çухатусем те пулнах ĕнтĕ. Мĕн пăшăрхантарать, мĕн савăнтарать сана?
— Пурнăç çулĕ çине тухнă чухне ман тĕллĕн ырă çынсем ытларах тĕл пулчĕç. Вĕсем йăнăш çулпа каясран сыхларĕç. Ку кăна та мар-ха. Вĕсемех мана шанчĕç, яваплă ĕçсене кÿлĕнме пулăшрĕç. Шанăçа тÿрре кăларас тени пурнăç тĕллевĕ пулса тăчĕ. Çавăнпа ниçта та ÿрĕк-сÿрĕк ĕçлемен. Пултарулăх ĕçĕнче те çаплах пулнă.
— Санăн виçĕ мăнук. Вĕсенчен чи кĕçĕнни — Денис Гордеев. Мăнукусенчен хăшне те пулсан писатель пулма пилленĕ-халалланă пулăттăн-и?
— Икĕ мăнук пурнăç çулĕсене хăйсемех суйласа илчĕç. Иккĕшĕ те аслă пĕлÿллĕ, иккĕшĕ те кăмăлĕсене килнĕ ĕç тупнă. Кĕçĕнни вара, Денис Гордеев, вăтам шкулта аван вĕренет. Хальлĕхе вăл пур предметпа та «5» паллăпа ĕлĕкрсе пырать. Ÿссе çитсен кам пуласси пĕтĕмпех хăйĕнчен килет.
— Эсĕ хăвна телейлĕ тесе шухăшлатăн-и?
— «Телей» тени Денис Гордеевран тарса çÿремен. Ман тĕллĕн килĕшнĕ ĕç тупăнсах пынă. Юратнă мăшăра тÿрех тĕл пулнă, унпа çур ĕмĕр ытла пурăнатпăр ĕнтĕ. Икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса çитĕнтертĕмĕр. Вĕсем виççĕшĕ те аслă пĕлÿ илнĕ, юратнă ĕçĕсене тупнă. Çакă пулать те маншăн телей.
«Тăван Атăл» журнал вулаканĕсене те ырлăх, сывлăх тата телей сунатăп.
Светлана Гордеева калаçнă.

1 Комментарий

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.