Кăмăллă тĕл пулу

Нумаях пулмасть пирĕн шкулта Чăваш патшалăх университечĕн преподавателĕ, чăвашсен пултаруллă çыравçи, филологи наукисен кандидачĕ Елена Нарпи (Елена Чекушкина) хăнара пулчĕ.
Вăл 6-мĕш классемпе калаçу ирттерчĕ. Ачалăхĕ çинчен каласа пачĕ. Елена Петровнăн малтанхи хайлавĕсем «Колхоз ялавĕ», «Тăван Атăл» тата ытти хаçат-журналта пичетленнĕ иккен.
Елена Нарпи шкула хăйĕн кĕнекине парнелесе хăварчĕ.
 

Ирина ОРЛОВА, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ. Шупашкар хули, 24-мĕш шкул.

1 Комментарий

The Chuvashian language.

Иван Якоалев сăнӳкерчĕк айĕнче мĕнле чĕлхепе çырнă вара?

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.