- Чăвашла верси
- Русская версия
Красноярск чăвашĕсен урокĕ
Красноярск чăвашĕсем Иван Яковлев Аслă вĕрентекен ячĕпе пысăк уяв йĕркелерĕç. Районсемпе хуласенчен юрра-ташша ăста хăнасем килсе çитрĕç.
Ĕçпе килĕшÿ керменĕнче Раççей тата Чăваш Ен патшалăх гимнĕсем янăрарĕç. Чăвашла тата вырăсла пичетленнĕ çĕнĕ кĕнеке-журналпа, ал ăстисен ĕçĕсемпе паллашни усăллă та, кăсăклă та пулчĕ. Красноярск тăрăхĕ, вырăнти Чăваш наци культура автономийĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен видеофильм, сăн ÿкерчĕксем урлă каласа кăтартрĕç. Çакăнта аслисем кăна мар, ачасем те хăйсене хăтлă туйрĕç, малашне чăваш уявĕсенче тĕл пулма калаçса татăлчĕç.
«Иван Яковлев — халăха çутта кăларакан-вĕрентекен» видеопрезентаци, чăваш чĕлхи урокĕ йĕркелени хăнасен асĕнче юлни иккĕлентермест. Урокра чăвашсен ача-пăча ансамблĕн /ертÿçи С.Хаустова/ йышĕ ташларĕ, сăвă, поэма сыпăкĕсем каларĕ. Унтан «Çеçпĕл» ансамбль /В. Власова/ артисчĕсем юрă пуçларĕç, ал шăллипе ташларĕç.
«Юманлăх » фольклор ансамблĕ /С.Барабанова/ кĕске спектакльсем, такмаксем хатĕрленĕ. Вĕсемех çулталăк вăхăчĕсене, уйăх, кун чăвашла ячĕсене аса илтерчĕç. Артистсем хăйсен программине такмаксем кĕртни те вырăнлă пулчĕ. «Утмăл турат» ансамбль ачисем те хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнларĕç. Лесосибирскран килнĕ «Çăл куç» ансамбль /Е.Дмитриева/ артисчĕсен юррисем те кăмăллăн янăрарĕç.
Урок вăраха тăсăлни сисĕнмерĕ. Вĕренекенсем вырăнтан тăрса ташларĕç, тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç. Çак кун чăваш чĕлхи керменте кăна мар, хула урамĕсенче те, транспорта та янăрарĕ. Уява килнисем йĕркелÿçĕсене тав турĕç. Чăваш чĕлхипе культура кунĕсем Ачинскра, Назарово, Шушенское, Казачинское районĕсенче малалла тăсăлĕç.
Комментарии
Семен
пт, 04/05/2018 - 17:54
Постоянная ссылка (Permalink)
Пите лайах тавассё
Пите лайах тавассё Красноярскри чавашсем! Тав сире!!!
Комментировать