Ачаран кăшт çеç пĕчĕк шахмат

26 Апр, 2018

Шахматла выляни астăвăма лайăхлатма пулăшать теççĕ. Çак шухăш тĕрĕслĕхне тепĕр хут çирĕплетесшĕн Етĕрнери 3-мĕш шкулта вĕрентекен Вера Рыжкова, çавăнпа ачасем валли ятарлă кружок йĕркеленĕ.
Кăçал Чăваш Республики «Шкулти шахмат» проекта кĕнĕ. Çавна май Етĕрнери 3-мĕш шкулта ачасен расписанине çĕнĕ предмет хушăннă — «Шкулти шахмат». Ăна иккĕмĕш класран пуçласа вĕрентеççĕ. Спортăн «ăслă» тĕсĕпе туслашма тăрăшакансем вара 1-мĕш класранах кружока çÿреççĕ.
— Пĕлтĕр пирĕн ятарлă вĕренÿ кĕнекисем çукчĕ, мĕн кирлине интернетран шыраса тупаттăм, — шахмат ăсталăхне вĕрентесси мĕнрен пуçланнине аса илчĕ Вера Михайловна. — Халĕ вара ятарлă урок уйăрса пачĕç. Ачасене Владимир Барский кĕнекисемпе вĕрентетĕп, теорине вăйăпа çирĕплететпĕр.
Иккĕмĕш класс ачисем район шайĕнчи ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнма пуçланă та ĕнтĕ. Сăмахран, «Белая ладья» конкурсра Настя Семенова — 3-мĕш, Диана Пушкарева 1-мĕш тухнă. Кружока ытларах кĕçĕн тата 5-6- мĕш классем çÿреççĕ.
Етĕрнери 3-мĕш шкул тĕслĕхне кура районти ытти шкул та шахмат вăййине аталантарма тăрăшать. Вера Рыжкова час-часах уçă урок ирттерет, хăйĕн пултарулăх меслечĕпе ыттисене паллаштарать. Хăй те ача чухне шахматпа туслă пулнă, ăмăртусенче çĕнтернĕ, çавăнпа ачасен чун киленĕçне аван ăнланать.
«Сăрçум» физкультурăпа спорт комплексĕнче ĕçлекен Геннадий Иванов тренерпа та час-часах тĕл пулусем йĕркеленеççĕ. Вăл ачасемпе пĕр вăхăтри вăйă сеансне ирттерет. Тĕрлĕрен конкурса хутшăнма уйрăмах кăмăллаççĕ çамрăк шахматистсем. Чи хастаррисем: Слава Петров, Ваня Илларионов, Савелий Угабаев, Дмитрий Шарыпкин, Денис Алексеев… Вĕсен çĕнтерĕвĕсене кура Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев шкула пысăк шахмат кÿлеписем парнеленĕ. Нумаях пулмасть вара шкулта чăн-чăн шахмат класĕ уçнă. Стена çинче вăйă йĕркине ăнлантарнă ÿкерчĕксем пур. Малалла вулас…
 

Комментарии

Сывлах сунатап. Лариса Петровапа Елена Лукинана тав самахе каласшан. Танташ хасатан 16 меш номерне менле туянма пулать?Вера Рыжакова (Рыжкова мар)

Редакцине килме пултаратăр. Хаçачĕ пур. 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.