Диктант текстне суйланă

12 Апр, 2018

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие ирттересси йăлана кĕчĕ. Кăçал вăл Чăваш чĕлхи кунĕ умĕн, акан 24-мĕшĕнче, иртĕ.

Диктант текстне суйлама конкурс ирттернĕ. Çынсем пурĕ 7 текст ярса панă. Унта Иван Яковлев пурнăçĕпе çыхăннисем те, чăвашлăха çутатакансем те пулнă. Диктант çырмашкăн Александр Артемьевăн «Тăван чĕлхе» прозăллă сăввине суйланă. Аса илтерер: акцие тĕп хулари тĕрлĕ çĕрте ирттерĕç. Унсăр пуçне диктант текстне радиопа вулĕç.

Комментарии

Эпир те Пушкартстанра пуранакансем хутшанасшан.

питĕ аван. Наци радивоĕпе вулĕç, çавна май хутшăнма май килĕ. 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.