Черченлĕхпе патварлăх - пĕр çыхăра

11 Дек, 2013

Çапла калама пулать-тĕр кадетсен балне курса киленнĕ май. Раштавăн 9-мĕшĕнче Раççейри Çар мухтавĕн кунне халалласа Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче бал ташшисен регионсен хушшинчи «Кадетсен Георгий балĕ» 7-мĕш уçă конкурсĕ иртрĕ. Унта республикăри 20 вĕренÿ заведенийĕнчен - 310 кадет тата Тутарстанри Зеленодольск хулинчен килсе çитнĕ ушкăн хутшăнчĕç. Пурĕ вара кăçалхи вĕренÿ çулĕнче республикăн 13 районĕпе хулинче 52 кадет класĕ йĕркеленнĕ. Вĕсенче 2300 ача пĕлÿпе воспитани илет.

- Георгий балĕ шăпах Раççей Конституцийĕн кунĕ умĕн иртни - палăрăмлă: çакă пире тăван çĕр-шывăн чыслă ывăл-хĕрĕ пулма тивĕçлине тепĕр хут аса илтерет. Сирĕн куçра хĕлхем пуррине куратăп. Ăнланатăп-ха, кунта чи маттуррисем пухăннă: тĕллев патне ниме пăхмасăр ăнтăлакансем, пуçаруллисем, чăтăмлисем. Эппин, çĕр-шыв пуласлăхĕ çирĕп алăра пуласса шанчăк паракансем эсир, - терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, çул çитменисен ашшĕ-амăшне ачисене тĕрĕс çулпа янăшăн, хитре тум çĕлетме пулăшнăшăн тав турĕ.

Кадетсен хисеплĕ расчетне чыс тума Федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров та килсе çитрĕ. РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полпречĕн Михаил Бабичăн саламне вуласа пачĕ, ку пулăма илем, чун тасалăхĕн, Тăван çĕр-шыва юратакансен уявĕ пек хакларĕ. Унăн шухăшне кадетсем те палăртрĕç: хăйсем кунта хитре ташлама пĕлнине кăна мар, кадет юхăмĕ пирĕн çĕр-шыв историйĕпе тачă çыхăнура пулнине кăтартма пухăннине те çирĕплетрĕç.

Георгий балне хутшăнакансен йышĕнче иртнĕ вĕренÿ çулне чи лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернисем, пултарулăха аталантарассипе курăмлă çитĕнÿсем тăвакансем пур. Уйрăмах ăнтăлуллă çамрăксене Чăваш Ен Пуçлăхĕ саламларĕ, кашнине асăнмалăх сехет парнелерĕ. Ирина Токарева /Канашри 6-мĕш шкул/, Надежда Патшина /Çĕрпÿри 2-мĕш шкул/, Мария Федорова /Канашри 6-мĕш шкул/, Сергей Коричев /Муркаш/, Андрей Турханов /Тăвай/, Никита Пайгильдин /Çĕнĕ Шупашкарти 10-мĕш шкул/ - акă камсем тивĕçрĕç çакнашкал хисепе.

Бал кодексĕпе килĕшÿллĕн унăн хуçисем пулмалла. Йăлана хальхинче те çирĕп пăхăнчĕç. Асăннă керменĕн директорĕ Галина Петрова тата конкурсăн тĕп судйи Алексей Парфенов çак миссие хăйсем çине илчĕç. Кадетсен ташшине çирĕп хакларĕç.

Ирина ПУШКИНА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.