Чăваш тхэквондисчĕсем Хусанти ăмăртура палăрнă

13 Мар, 2018

Тутарстанăн тĕп хулинче çак кунсенче ача-пăча хушшинче тата хула шайĕнче тхэквондопа икĕ ăмăрту иртнĕ.

Ачасемпе çамрăксен «Спектр» спорт шкулĕнче ăмăрту икĕ куна пынă. Тĕрлĕ ÿсĕмри /8-9, 10-11, 12-14 çулсенчисем/ тхэквондистсем наградăсем çĕнсе илессишĕн тупăшнă. Чăваш Республикин чысне Çĕнĕ Шупашкарти «КОРЕ» тхэквондо клубĕн маттур спортсменĕсем хÿтĕленĕ.

Икĕ кунра ачасем 22 тытăçăва хутшăнса 14 медале тивĕçнĕ. Команда пухмачне 4 бронза медальпе Никита Волков, Тихон Морозкин, Роман Федоров тата Владислав Захаров пуянлатнă. Икĕ «кĕмĕле» Булат Муртазинпа Даниил Куприянов тивĕçнĕ. Чи паха та сумлă медале Владимир Дубов, Мирослав Максимов, Владимир Бовин, Михаил Баринов, Илья Клочков, Даниил Андреев, Роман Миронов тата Анастасия Зотина çĕнсе илнĕ.

Ачасем тхэквондо вăрттăнлăхĕпе ăсталăхне хура пиçиххие çĕнсе илнĕ Игорь Мураткинпа Анастасия Миронова патĕнче туптаççĕ.

 

Рубрика: 

Комментировать