Чăваш Ен символĕ - симĕс хăмла

«Чăваш наци телевидени — Чǎваш Ен»

Çĕр-шыври регионсен симĕс символĕсене суйласа илес тĕллевпе йĕркеленĕ «Раççей аллеи» акци вĕçленчĕ. Пирĕн облаçсемпе республикăсенче пурăнакансем тăватă уйăх хушшинче хăйсен тăрăхĕсене сăнлакан паллăна интернет тата урамри ыйтăм тăрăх çирĕплетме тăрăшрĕç.