Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Тăван чĕлхе кунĕпе саламлать

Чӑваш Енӗн хаклӑ ҫыннисем!
Паян тӗнчипех Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне паллӑ тӑваҫҫӗ! Ку вӑл ҫамрӑк, анчах питӗ пӗлтерӗшлӗ уяв. 
Тӑван чӗлхе – нимрен хаклӑ пуянлӑх, наци культурин никӗсӗ. Тӑван сӑмах пурӑнма, хамӑра тата ыттисене лайӑхрах пӗлме пулӑ-шать.
Пӗтӗм Раҫҫейри 2010 ҫулхи халӑх ҫыравӗн кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, Раҫҫейре чӑвашла калаҫакансен шучӗ 1 миллион ытла ҫынпа танлашать. Ҫакӑ витӗмлӗ йыш. 
Тӑван чӗлхепе литературӑна вӗрентекенсене, ҫырулӑх тӗпчев-ҫисене, этнографсене, филологи факультечӗн преподавателӗсене пӗтӗм чунтан тав тӑвас тетӗп. Эсир тӑван чӗлхене тӗпчетӗр тата унӑн асамлӑхне палӑртакан пӗлӗве ытти ҫынсене паратӑр, ҫапла майпа пирӗн халӑхӑмӑрӑн культурипе историне тата йӑли-йӗркине сыхласа хӑваратӑр, чӗлхемӗре хисеплеме вӗрентетӗр.
Чӑваш Енре пурӑнакан кашни ҫынах тӑван чӗлхе пуласлӑхӗшӗн ҫине тӑрса тӑрӑшассине, халӑх йӑли-йӗрки вара, типтерлӗн упранса, ӑрура-ӑрӑва йӗркеллӗн куҫса пырассине ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.
 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.