Çĕнĕ ĕне ферми уçăлчĕ
Кăçал республикăра ял хуçалăх тытмĕнче 12 инвестици проекчĕ пурнăçа кĕртнĕ. Вĕсенчен çуррипе фермерсем усă курнă . Çакă чăваш енре пĕчĕк хуçалăхсем кал-кал аталанса пынине çирплетет. Акă канаш районĕнче те 100 пуç ĕне валли çĕнĕ ферма хута кайрĕ.
«Чăваш наци телевиденийĕ — Чǎваш Ен»