Архив - Çамрăксен хаçачĕ

Август 15th, 2014

15 Авг, 2014

Завхозран- ял тăрăхĕн пуçлăхне

Етĕрне районĕнче - 18 ял тăрăхĕ. Ертÿçĕсенчен чи çамрăкки - 33 çулти Евгений Садиков. Вăл Урпаш ял тăрăхĕн тилхепине тытса пырать. 2012 çулхи утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче ăна Депутатсен пухăвĕ ял тăрăхĕн пуçлăхне суйланă. Евгений Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн агрономи факультетĕнче 4-мĕш курсра вĕренет.

15 Авг, 2014

“Масар çине амăшĕ çывăхне кайса выртрĕ”

Çын пурнăçĕ çинçе çип евĕр. Асăрханмасан, этем хăйне хăй сыхламасан вăл кирек хăш вăхăтра та татăлма пултарать. Çынпа куçа-куçăн юлашки хут хăçан сыв пуллашнине нихăçан та пĕлеймĕн. Çурлан 2-мĕшĕнче Патăрьелте туй иртнĕ.

15 Авг, 2014

Витри-витрипе сĕт йăтаççĕ, укçине сахал илеççĕ...

«Ĕне - çур пурнăç», - тенĕ ваттисем. Çак выльăх паракан сĕтпех кун кунлама пулать-çке. Унран уйран та, çу та, тăпăрчă та... хатĕрлетпĕр! Веçех хамăрăн, ялти. Вăл пахарах та, чылай тутлăрах та. Хуçалăхра ĕне тытакансенчен чылайăшĕ укçа тăвас тĕллевпе сĕте сутать. Хăшĕ - уйрăм çынсене, хăшĕ - райпо лавккине.

15 Авг, 2014

Музея итальянсем те çитсе курнă

Пÿлĕмрен пÿлĕме утнă май хăвна пĕр-пĕр илем тĕнчине лекнĕн туятăн. Музейра выртакан тĕрлĕ тапхăрти япалан хăйĕн историйĕ. Акă - кĕнчеле. Кунта «Елена Николаевна. 1908 çул» тесе çырнă. Çак хĕрарăмăн ячĕпе ашшĕ ячĕ çеç паллă. Унăн хушаматне те, вăл ăçта пурăннине никам та пĕлмест.

15 Авг, 2014

Рекордсен кĕнекине кĕме тивĕç

Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль чапĕ пирĕн саманара питĕ çÿле çĕкленчĕ. Кунти мухтавлă çынсене тата вырăнти «Труд» ЯХПК хисеплĕ ĕçченĕсене халĕ тĕнчери вун-вун çĕр-шывра пĕлеççĕ.

Август 8th

8 Авг, 2014

“Кашниех лайăхрах пурăнасшăн. Çавăншăн тăрăшатпăр та”

Ĕнер Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пресс-конференци ирттерчĕ. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравлама тытăниччен Михаил Васильевич 2014 çулăн пĕрремĕш çуррин пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ, тăватă çул каялла яваплă должноçа йышăннă чухне мĕн тума палăртнине, планран мĕн пурнăçлама май килнине, хăшне чăна çавăрма май килменнине асăнчĕ.

8 Авг, 2014

“Командир пулма ĕмĕтленмен салтак - япăх салтак”

Мĕн пытармалли: аслă пĕлÿ паракан учрежденирен вĕренсе тухакансенчен чылайăшĕ яла кайма васкамасть. Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ Валентина Максимова пĕлтернĕ тăрăх - 35 çула çитмен вĕрентекен районĕпе те 12-ĕн кăна. Вĕсенчен иккĕшĕ çеç 30 çул тултарман.

8 Авг, 2014

Пĕр мероприятирен те юлмаççĕ

Республикăри кашни районтах çамрăксен канашĕ пур. Етĕрне районĕнче ăна администрацин социаллă пурнăç пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Екатерина Ефимова ертсе пырать. Шупашкарта çуралса ÿснĕскер 2006 çулта Çĕнĕ Шупашкарти хушма биотехнологи колледжне пĕтернĕ. Унтан коопераци институчĕн дипломне илнĕ.

Страницы