“Кашниех лайăхрах пурăнасшăн. Çавăншăн тăрăшатпăр та”

8 Авг, 2014

Ĕнер Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пресс-конференци ирттерчĕ. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравлама тытăниччен Михаил Васильевич 2014 çулăн пĕрремĕш çуррин пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ, тăватă çул каялла яваплă должноçа йышăннă чухне мĕн тума палăртнине, планран мĕн пурнăçлама май килнине, хăшне чăна çавăрма май килменнине асăнчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен - кăтартусем лайăх.

- Эпĕ яланах калатăп: çын хăйне лайăх туйтăр тесен ăна аталанма, вĕренме, сывлăха çирĕплетме, ĕçлеме, пурăнма çителĕклĕ майсем туса памалла. Шăпах çак тĕллевсене шута илсе аталанатпăр та. Республика Пуçлăхĕн пуканне йышăннă вăхăтрах хамшăн палăртрăм: пĕтĕм халăх курмалла уççăн ĕçлемелле. Çак принципа тытса пыратăп, - калаçу пуçарчĕ Михаил Игнатьев. - Халĕ пирĕн ача, этем прависене, предпринимательсен ирĕкĕсене хÿтĕлекен уполномоченнăйсем пур. Министрсем, муниципалитет пуçлăхĕсем хăйсем тунă ĕçсем пирки халăха каласа кăтартаççĕ. Влаç органĕсен çумĕнче общество канашĕсем йĕркеленчĕç. Унсăр пуçне республикăра вăтам ĕç укçине ÿстерме май килчĕ, бюджет тытăмĕнче вăй хуракансем - тухтăрсем, учительсем, воспитательсем - çакна уйрăмах туйрĕç... Çапах тумалли тата нумай.

Михаил Васильевич республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсен 30 яхăн ыйтăвне хуравларĕ. Вĕсенчен пĕр пайне, «Çамрăксен хаçачĕн» вулаканĕсемшĕн кăсăклă пулма тивĕçлисене, пичетлетпĕр.

Фермер ĕçне пуçăнакан ытларах

- Эсир пурнăçламалли тĕллевсене хăвăршăн тăватă çул каяллах палăртнă-и е вĕсем вăхăт иртнĕ май улшăнаççĕ-и?

- Пĕтĕмĕшле епле ĕçлемеллине эпĕ республика ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлама тытăнсанах çирĕплетнĕ. Çапах пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, çавăнпа плансене кăшт улăштарма, хушма-туллилетме тивет. Малтанхи çулсенче халăхпа, предприяти-организацире ĕçлекенсемпе курнăçнă чухне вĕсем мĕншĕн пăшăрханатчĕç-ха? Пĕрремĕш вырăнта - ĕç çителĕксĕрриччĕ, иккĕмĕшĕнче - хаксем ÿсни, шалу ыйтăвĕ, унтан - ачасене садике вырнаçтарма кăткăсси, ыттисем. Пурне те майĕпен татса паратпăр. Официаллă статистика тăрăх - ĕçсĕррисен йышĕ çулран-çул сахалланать, унчченхи тапхăрпа танлаштарсан, цифрăсем виçĕ хут лайăхланчĕç. Паянхи кун вакансисен шучĕ ĕç çуккипе нушаланакансенчен ытларах. 2015 çулта çулталăк çурăри кашни ачах шкулчченхи учрежденисене çÿреме пултарĕ...

- Кăçал республикăри кăнтăр районĕсенче çумăр нумай вăхăт çуманран тырă тухăçĕ пĕчĕк. Çĕрпÿ, Шупашкар районĕсенче кăна гектартан вăтамран 23-24 центнер пухса кĕртеççĕ. Регион шайĕнче кăçал тыр-пула пĕлтĕрхинчен сахалрах пуçтарса кĕртесси хăратмасть-и?

- Чăнах та, Шăмăршă, Елчĕк, Патăрьел, Комсомольски районĕсенче çумăр сахал çунăран паянхи кун та тăпрара нÿрĕк çителĕксĕр. Вырма пынăран çакна йышăнмалла: асăннă тăрăхсенче тухăç япăхрах. Республика шайĕнче илес пулсан, палăртнă тăрăх, тĕш тырă ытларах туса илĕпĕр, выльăх апатне те саппаслах хатĕрлеççĕ, куккуруса виçĕ хут ытларах акнă. Манăн шухăшпа - çĕр улми тухăçĕ те пĕлтĕрхинчен япăх пулмĕ. Мĕншĕн тесен ял хуçалăх предприятийĕсенчен хăшĕ-пĕри пĕлтĕр кĕркуннехи вăраха кайнă çумăра пула «иккĕмĕш çăкăра» уй-хиртех хăварчĕ. Юлашки вăхăтра мана ял хуçалăх тытăмĕнче пулса иртекен ырă улшăнусем савăнтараççĕ. Çамрăксем фермер ĕçне пуçăнаççĕ, хуçалăх ертÿçине ларса аталанаççĕ. Вĕсен кăмăл-туйăмĕ, унчченхи çулсенчипе танлаштарсан, чылай лайăхрах. Мĕншĕн тесен тар тăкса ĕçлесен тупăш тума майсем пур.

- Украинăра лару-тăру çăмăл мар. Раççее юнашар çĕр-шывра пурăнакансем куллен килеççĕ. Республикăра хальлĕхе миçе çын вăхăтлăх кĕтес тупнă? Тата Мускав мĕн чухлĕ çынна йышăнма ыйтать?

- Çурла уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне Чăваш Ене 601 çын килсе çитнĕ. РФ Правительстви ыйтнипе çак кунсенчех пирĕн МЧСăн самолечĕпе Ростов облаçĕнчен килекен икĕ рейса, 260 çынна, йышăнмалла. Çитес эрнесенче пĕтĕмпе 390 çынна вăхăтлăх пурăнма кĕтес уйăрса парăпăр. Ку кăна та мар, хăшĕ-пĕри Чăваш Енри тăванĕсем патне хăйсем тĕллĕн куçса килет, çавăнпа йыш кунран-кун хушăнать. Çак ыйтупа çине тăрса ĕçлетпĕр, Мускавпа çыхăнсах тăратпăр. Федераци бюджетĕнчен вĕсене пулăшма укçа уйăраççĕ. Çавăн пекех палăртса хăварас килет: Украина çыннисене ĕçпе тивĕçтерме пуçларăмăр, пĕрремĕш вунă çын ĕçе çÿреме тытăнчĕ ĕнтĕ. Шупашкар районĕнчи Çĕньялта пĕр çемье пач ют çынсем патĕнче хÿтлĕх тупнă. Вĕсене пирĕн тăрăх килĕшнĕ, çемье кунтах юласшăн. Республикăри мĕн пур шкул Украина ачисене вĕренме илме хатĕр.

 

Хамăр тăрăхри çамрăксем

- Çĕнĕ Шупашкарти хĕвел модулĕсем кăларакан завода уçасси пирки пĕрмай калаçаççĕ. Çапах хĕрлĕ хăйăва хăçан касĕç-ши?

- Предприятие туса пĕтернĕ, вăл ĕçлеме пуçланă. Унта 200 çынна ĕçе илнĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ - хамăр тăрăхра пĕлÿ илнĕ çамрăксем. Завода хута яма 20 ытла миллиард тенкĕ хывнă. Ăна хĕрлĕ хăю касса уçасси Виктор Вексельберг инвесторпа РОСНАНО ертÿçисенчен килет.

- Раççейре муниципалитетсене 2006 çултанпах пĕрлештереççĕ. Çакă пирĕн республикăра пурăнакансене пырса тивмĕ-и?

- Чăваш Ен - пĕчĕк лаптăкрах йышлăн пурăнакан регион. Ял-сала çыннисем хăйсем те ял тăрăхĕн администрацийĕ çывăхра пулнине хăнăхнă, çакна ырлаççĕ те. Çавăнпа эпĕ те ял-хула тăрăхĕсене пĕрлештернине мухтамастăп. 2015 çулта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, депутатсене суйламалла. Халĕ документсем хатĕрлетпĕр - республикăри тăхăр ял тăрăхĕн администрацине пĕтерĕпĕр.

- Юлашки вăхăтра преступленисен, çул-йĕр çинчи аварисен шучĕ чактăр тесе нумай çĕрте видеофиксаторсем вырнаçтараççĕ. Кунашкал хатĕрсем йÿнĕ мар. Вĕсем тăкака саплаштараççĕ-и тата вĕсене лартнин уссине туятăр-и?

- «Хăрушлăхсăр хула» тата ытти проекта чи малтанах лару-тăрăва лайăхлатассишĕн пурнăçлатпăр. Официаллă статистика тăрăх - çакăн витĕмĕ пур. Çул-йĕр çинчи видеокамерăсем пĕлтĕр 227 миллион тенкĕ штраф «пухнă» тăк, кăçал çулталăкри плана тахçанах тултарнă. Çитес вăхăтрах çĕнĕ йышши тепĕр 31 камера лартĕç.

- Атăл шывне тепĕр пилĕк метр хăпартмалли çинчен питĕ нумай калаçрĕç, тавлашрĕç. Ку ыйту тĕлĕшпе мĕнле хыпарсем пур?

- Чăваш Ен хăйĕн шухăшне палăртрĕ: шыв шайне хăпартмалла. Ку электроэнерги туса илессипе кăна мар, экологи лару-тăрăвне лайăхлатассипе те çыхăннă. Унсăр пуçне шыв транспорчĕ чи йÿннине асăнмалла. Автомагистральсем йывăр тиевлĕ машинăсем çÿренĕрен пĕрмай арканаççĕ, вĕсене куллен тенĕ пекех юсаса çĕнетме тивет. Шел, кÿршĕ регионсем Атăл шывне хăпартассине хирĕç пулчĕç. Çапах палăртмалла: нумаях пулмасть çĕнĕ сăнав канашĕ йĕркеленĕ, вĕсем лару-тăрăва тишкерсе туллин хак парĕç, кирлĕ документсем хатĕрлĕç. Унăн пĕтĕмлетĕвĕ хыççăн кăна ыйту татăлĕ.

- Нумаях пулмасть Чăваш Ен социаллă экономика тĕлĕшĕнчен Китайпа тачă çыхăнса ĕçлесси пирки килĕшÿ турĕ. Васкамастпăр-ши? Вĕсемпе унччен ĕçленĕ регионсем Китай сумсăр партнер пулнине палăртаççĕ. Паха çĕрсене те наркăмăшлантараççĕ имĕш. Вĕсене Чăваш Енре çĕр памаллах-ши?

- Раççей малашне çак çĕр-шывпа ытларах хутшăнса ĕçлеме палăртнă. Эпĕ хам та Китай Халăх Республикинче пулса куртăм. Унта буйвола суха пуç турттараканран пуçласа çав тери çĕнĕ технологисемпе усă куракансем таранах пур. 15 çул каялла Китай пахалăхсăр тавар туса кăларать теттĕмĕр. Халĕ ку тапхăр хыçа юлнă, вĕсем ку енĕпе тăрăшса ĕçлеççĕ. Республикăра 45 пин гектар çĕр пушă выртать. Лаптăксене 49 çуллăха тара илекенсем черет тăмаççĕ. Китай çĕр ĕçченĕсене явăçтарни хамăршăнах усăллă пулĕ - конкуренци вăйланĕ. Тепĕр тесен, ĕçчен китай халăхĕ ĕçчен чăваша чăрмантармĕ. Хальлĕхе виçĕ проект тавра ĕçлĕ калаçусем ирттеретпĕр, килĕшÿ алă пусасси пирки 100 проценчĕпех çирĕплетме пултараймастăп.

 

Мускав кĕперĕ - пуç çинчи ыйту

- Михаил Васильевич, эсир районсене тăтăшах тухса çÿретĕр, халăхпа курса калаçатăр. Япăх тата лайăх ĕçлекен ертÿçĕсене уйăратăр-и?

- Чăнах та, хăш-пĕр район-хула администрацийĕн ертÿçисем аван ĕçлеççĕ, теприсем юлса пыраççĕ. Паллах, вĕсем пысăк укçа-тенкĕ кирлĕ проектсене пурнăçа кĕртме пултараймаççĕ. Çапах май пур çинчех алă усни те тĕл пулать. Улатăр хулинче ĕç-пуç япăх. Тротуарсем, картишри çулсем шăтăк-путăк. Унсăр пуçне çĕр лаптăкĕсене тара панă чухне пасар хакне уяманнине асăрхатпăр. Акă Çĕмĕрле тăрăхне илер. Лаптăка йÿнĕ хакпа уйăраççĕ, арендатор вара теприне пасар хакĕпе парать. Бюджета кĕмелли укçа харпăр çынсен аллине лекет.

- Чăваш Ен урлă выртакан М7 автотрассăна çĕнетес ĕç еплерех шайра?

- Федерацин çак çулĕ çинче пирĕн республика çыннисем йышлăн, çемйи-çемйипех вилеççĕ. Пурнăçран уйрăлнисен йышĕнче çамрăк нумай. Çавăнпа çула часрах çĕнетсе вĕçлемелле. Сăр çинчи кĕпере туллин хута ямалла, Шупашкар еннелле хăпарнă айлăмра яланах çĕр ишĕлет. Ку енĕпе ĕçлеме пуçланă-ха. Лапсарта пурăнакансем те пĕрмай кăмăлсăрланаççĕ, ачасене садике, шкула çÿретме кансĕр-мĕн. Унта çавра çул тума калаçса татăлтăмăр. Пуç çинчи тепĕр ыйту - Шупашкарти Мускав кĕперĕ. Кун пирки федераци шайĕнче калаçатпăр. Çитес çул çĕнĕ кĕпер тума укçан пĕр пайĕ куçĕ. Кĕпере пирĕн 2018 çулччен туса пĕтерсе хута ямалла.

- Республикăри ял-салан сăн-сăпачĕ палăрмаллах улшăнчĕ. Анчах ял хĕрринчи юхăнса ларакан комплекссем кăмăла хуçаççĕ. Çак «палăксем» тавралăха тата хăçанччен «илем» кÿрĕç-ши?

- Ку ыйту чăнах та çивĕч. Комплекссенче выльăх-чĕрлĕх çук, çынсем ĕçлемеççĕ. Вĕсене сÿтмелле е хресченсене усă курма памалла. Чылайăшĕнче шыв, ытти коммуникаци пур. Муниципалитетсене те вĕсене суда парса хăйсем çине илме ирĕк параççĕ. Республика, хула юбилейĕсем тĕлне пирĕн çав ыйтăва, тем тесен те, йĕркене кĕртмелле.

- Патăрьел районĕнчи Турхан ялĕнче Кокель ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери пленэр çуллен иртет. Анчах унти шкул республикăра чи авалхисенчен пĕри. Вăл - 135 çулта. Турхансем валли çĕнĕ шкул тума палăртмастăр-и?

- Эсир асăннă мероприятин пĕлтерĕшĕ пысăк. Турхан шкулĕ кивелнине те асăрхарăм. Халĕ ача сачĕсене хута яратпăр, ун хыççăн шкулсем çине куçăпăр. Çавна май Турхан шкулĕ валли те хушма çурт тăвăпăр. Ку ыйтупа ĕçлеме пуçларăмăр.

- Халăхра сире Мускава ĕçлеме куçарасси пирки калаçаççĕ. Ку тĕрĕс сăмахах-и? Чăн пулсан хăçан каятăр?

- Çук, ку ятарласа кăларнă сас-хура çеç. Манăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçĕнче 2015 çулхи çурла уйăхĕччен ĕçлемелле, çавăнпа ниçта та куçма палăртмастăп. Çак вăхăт вĕçлениччен Чăваш Енре пурăнакансемшĕн ĕçлĕп.

 

“Хаксем ÿссен - сутатпăр”

- Чăваш Республикинче пурăнатпăр, анчах чăвашсене, чăвашлăха хĕсĕрленĕ пек туйăнать. Г.С.Лебедев ячĕллĕ наци лицейне пуçĕпех хупрĕç, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра та, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра та чăваш чĕлхипе литературин учителĕсене, филологсене хатĕрлеме бюджетран сахал вырăн уйăрнă, журналистсене тÿлевсĕр пачах хатĕрлемеççĕ. Ку енĕпе мĕн те пулин тума палăртнă-и?

- Республикăри патшалăх чĕлхисенчен пĕрне - чăваш чĕлхине - упраса хăварассишĕн сахал мар ĕç тăватпăр. Документсене икĕ чĕлхепе хатĕрлетпĕр. Чăвашсем кăна пурăнакан тăрăхсене кайсан пухусене тăван чĕлхепех ирттеретĕп. Эпир аслă шкулсенчи чăваш уйрăмĕсенче 30 вырăн уйăрма ыйтнăччĕ. Шел, сахалрах пулчĕ. Ку ыйтăва шута илĕп.

- Сирĕн харпăрлăхра çĕр лаптăкĕ сахал мар. Унта мĕн туса илетĕр?

- Атте-аннерен юлнă 50 сотка çĕр пур. Тĕп çав килте пĕр тăванăм пурăнать. Янăшра - 26 сотка. Унта çурт лартрăм. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 5 гектар çĕр - манăн, тепĕр 2 гектар çурă - арăмăн. Вĕсемпе «Прогресс» хуçалăх усă курать. Çу каçипе хамăр валли пахча çимĕç туса илетпĕр, ытлашши юлнине кĕркунне е çуркунне, хаксем лайăх чухне, сутатпăр та.

Дмитрий МОИСЕЕВ.

С.ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.