Архив - 8 Мая, 2014 - Çамрăксен хаçачĕ

8 Мая, 2014

АСРА ТЫТМА

Сĕте алюмини савăтра вĕретме тăрăшăр.

Вĕресе ан тăкăнтăр тесен савăта шал енчен /çÿлтен виçĕ-тăватă сантиметр хăварса/ услам çупа сĕрсе çаврăнăр. Вĕресен сĕт çак йĕр тĕлне çитет те тăкăнса «тарăхтармасть».

Çулăм çине лартас умĕн савăта сивĕ шывпа чÿхесе илме сĕнеççĕ.

8 Мая, 2014

КУШАК - ĂСТА ТУХТĂР

Çăмĕ виçĕ тĕслĕ кушак чи сипли шутланать. Çак чĕр чунсем хăçан тата мĕнле витĕм кÿреççĕ-ха?

Ыйхă вĕçсен. Кушака сĕтел çине лартмалла. Хăвăрăн сĕтел хушшине лармалла, кушака çамка çумне 5 минут хĕстеререх тытмалла. Процедурăна кун сиктерсе тумалла. Сиплев курсĕ - 7-10 процедура.

Страницы