Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Днем работников нефтяной и газовой промышленности
Нефть тата газ промышленноçĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!
Сире професси уявĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп!
Топливăпа энергетика комплексĕ çĕршыв аталанăвĕн стратеги тĕллевĕсене пурнăçлассине тивĕçтернĕ май экономика локомотивĕ пулса тăрать.
Паян Чăваш Енĕн газ хуçалăхне тулашри 15 пин километр ытла газопровод кĕрет. Республика территорийĕпе пĕтĕмĕшле тăршшĕ 500 километртан та ытла 2 нефтепровод тата 1 продуктопровод иртеççĕ.