Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днём воспитателя и всех дошкольных работников

Хисеплĕ воспитательсем: ача сачĕсен ĕçченĕсем тата шкул çулне çитмен ачасене пĕлӳ панă ветерансем!

Сире професси уявĕпе — Воспитатель тата шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекенсен кунĕпе — саламлатăп. Эсир общество аталанăвне тата çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçе пысăк тӳпе хыватăр. Шкул çулне çитмен ачасене пĕлӳ парасси — мĕн пур вĕрентӳ тытăмĕн тĕп шăнăрĕ пулса тăрать. Воспитатель пуласси — чыс тата калама çук пысăк яваплăх. Чăваш Енри садиксенче ултă пин ытла педагог вăй хурать. Вĕсем кашни ачапа тимлĕ пулма тăрăшаççĕ, вĕсене сывлăхлă ӳсме, аталанма пулăшаççĕ. Сирĕн професси ăсталăхне пула кашни ача пурнăçра харпăр вырăнне тупать, хăйĕн вăй-халне, ăс-хакăлне, кăмăл-сипетне аталантарать, нумай ыррине ăса хывать.

Шкул çулне çитмен ачасене пĕлӳ парассине пысăк тимлĕх уйăратпăр: çĕнĕ садиксем тăватпăр, пуррисене çĕнететпĕр, вĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплететпĕр. Кăçал кăна 1760 вырăнлăх тăхăр çĕнĕ ача сачĕ хута каймалла, вăтăр улттăшне çĕнетмелле. Ачасен пултарулăхне аталантарас, вĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе çĕнĕрен те çĕнĕ педагогика практикисене ăса хыватпăр.

Шкулчченхи учрежденисен хисеплĕ ĕçченĕсем! Сире сăваплă ĕçĕршĕн, профессие юратнишĕн тата парăннишĕн, Чăваш Республикинче пурăнакан шăпăрлансене тата вĕсен ашшĕ-амăшне чун ăшшине парнеленишĕн чунтан тав тăватăп! Çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу, хавхаланупа ырă малашлăх, çывăх çыннăрсене тăнăçлăх тата ăшăлăх сунатăп.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                         Олег Николаев

 

Уважаемые воспитатели, работники детских садов и ветераны дошкольного образования!

Поздравляю вас с профессиональным праздником – Днем воспитателя и всех дошкольных работников!

Сложно переоценить ваш вклад в развитие общества и воспитание нашего молодого подрастающего поколения.

Дошкольное образование – это фундамент для всей образовательной системы, быть воспитателем – высокое призвание и большая  ответственность. В детских садах Чувашии трудятся свыше шести тысяч педагогов, которые дарят свою заботу и внимание детям, помогают им расти здоровыми и развиваться. Благодаря вашему профессиональному мастерству в каждом ребенке формируется личность, происходит развитие физических, интеллектуальных и нравственных качеств, закладываются основы характера.

Дошкольному образованию мы уделяем пристальное внимание – строим новые детские сады, реконструируем существующие, укрепляем их материально-техническую базу. Только в этом году возводится девять новых дошкольных учреждений на 1760 мест, обновляются 36. Все больше внедряется инновационных педагогических практик для развития творческих способностей детей, обеспечения их безопасности.

Уважаемые работники дошкольных учреждений! Выражаю вам искреннюю признательность за ваш благородный труд, любовь и верность профессии и душевную щедрость, которую вы дарите маленьким жителям Чувашской Республики и их родителям!

Желаю вам здоровья, счастья, благополучия, вдохновения и оптимизма, мира и тепла вам и вашим близким!

Глава Чувашской Республики                                  Олег Николаев

www.hypar.ru

Первоисточник: Официальный портал органов власти Чувашской Республики

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.