Раççейри чи вăрăм бутерброд мĕн тăршшĕ?

30 Июл, 2018

 

Пĕтĕм регионсен хушшинчи кулинари искусствин «Хăнасене тарават Чăваш Ен» фестиваль шайĕнче Суту-илÿ ĕçченĕсен кунне халалласа иртнĕ эрнекун Шупашкарти Оперăпа балет театрĕнче пысăк уяв иртнине эпир пĕлтернĕччĕ. Шупашкарти 8-мĕш ача сачĕн 20 воспитанникĕ аслисен пулăшăвĕпе бутерброд хатĕрлерĕç. Ахальли мар, Раççейре кун пек вăрăмми халиччен пулман.

Чи вăрăм та пылак бутерброд тытăмĕ еплерех-ши? Малтанах шурă халатпа калпак тăхăннă ачасем шурă çăкăртан тунă тостсем хурса тухрĕç, вĕсене аслăраххисем çиелтен джемпа сĕрчĕç. Пĕчĕккисем вĕсене тĕрлĕ çырлапа /хура тата хĕрлĕ хурлăхан, чие, хĕрлĕ тата хура хăмла çырли, виктори/ илемлетрĕç. «Ачалăх тути» /«Вкус детства»/ — çапла ят пачĕç кулинари уявне йĕркелекенсем ачасен пулăшăвĕпе тунă бутерброда.

Пĕчĕккисен тепĕр ушкăнĕ хăнасене хăйсем пĕçернĕ икерчĕпе сăйларĕ. Раççейри чи вăрăм бутерброда ача-пăча та, хăнасем те хаваспах тутанса пăхрĕç.

Мероприятие йĕркелекенсем малтанах бутерброд 43-44 метр тăршшĕ пулмаллине калатчĕç, ăна виçсе пăхнă хыççăн унăн тăршшĕ икĕ хут ытла пулни курăнч. Вăл 105 метр та 38 сантиметрпа танлашрĕ!

 

Комментировать