Пултаруллисене асăрхаççех

18 Мар, 2014

Республикăра пултаруллă ачасемпе çамрăксене хавхалантармалли май чылай. Сăмахран, професси, пултарулăх тĕлĕшĕнчен малалла ÿсме Чăваш Республикин Пуçлăхĕн çулленхи ятарлă стипендийĕ те нумай пулăшать. Кăçал культура тытăмĕнчи 78 çамрăк тата ачасен искусство шкулĕсенчи 5 вĕренекен çав çăмăллăхпа усă курĕç.

Çитĕнекен ăрăва тăван йăла-йĕркепе, культурăпа çывăхланма мĕн пулăшать-ха? Фестивальсем, конкурссем. Культура çулталăкĕн ĕç планне хатĕрленĕ май çав пахалăхсене шута хума тăрăшнă та. Республикăри вĕренÿ учрежденийĕсенчен вырăнти, регионти тата Пĕтĕм Раççейри пултарулăх мероприятийĕсене йĕркелеме ыйтса 50 ытла заявка килнĕ. Çавсенчен 30 ытларахăшне плана кĕртнĕ. Ачасем валли, сăмахран, халăх юррисене кăмăллакансен "Сентти" конкурсĕ, ÿнер пултарулăхĕн "Черчен чечек" фестивалĕ, сусăррисен декораципе хушма искусство енĕпе йĕркелекен конкурсĕ тата ытти те.

Тĕп тĕллевсенчен пĕри - пултаруллă ачасене тупса палăртасси, вĕсене малалла аталанма пулăшасси. Тĕслĕхрен, çу уйăхĕнче палăртнă "Чăваш Енĕн çамрăк таланчĕсем" фестивале, вăл Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче пулĕ, Пĕтĕм тĕнчери, Раççейри, регионсен хушшинчи, республикăри конкурссемпе фестивальсен лауреачĕсем /ачасен музыка, искусство шкулĕсенче вĕренекенĕсем/, ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнисем хутшăнĕç. "Чăваш Енĕн пултаруллă ачисем" республика фестивалĕн пĕтĕмлетĕвне Чăваш патшалăх ÿнер музейне пуçтарăнĕç.


Надежда СМИРНОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.