Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Днем пожарной охраны

Пушар хуралĕн хисеплĕ ĕҫченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!

Пушар хуралĕн ĕҫченĕн профессийĕ – кăткăс та яваплă, хăрушлăхпа ҫыхăннă, хăюллă та паттăр пулма хистекен, ҫивĕч лару-тăрура тĕрĕс йышăнусем тума пĕлмелли ĕҫ. Чăваш Енĕн вут-ҫулăмпа кĕрешекенĕсем хăйсемшĕн ҫак пахалăхсем пурте кăтартуллине пĕрре кăна мар ĕнентерсе панă. Вĕсем инкеке лекнĕ ҫынсене пулăшма кирлĕ самантра ҫитеҫҫĕ, ҫынсене пушарсенчен хăтараҫҫĕ, пурлăха тата ҫут ҫанталăка упраса хăвараҫҫĕ.

Пирĕн республикăра пушар подразделенийĕсене вут-ҫулăмпа кĕрешмелли ҫĕнĕ техникăпа тивĕҫтерес тĕлĕшпе тимлĕх пысăк. Вăрмансене пушарсенчен сыхлама, унти пушар хăрушсăрлăхне тивĕҫтерме, ҫавăн пекех вăрман пушар техникипе оборудованийĕ туянма ҫуллен ҫĕр-ҫĕр миллион тенкĕ уйăратпăр. Влаҫăн пушар хăрушсăрлăхĕшĕн яваплă мĕн пур органĕ тачă ҫыхăну тытса ĕҫлессине йĕркеленĕ, ҫакă вут-ҫулăма вăхăтра парăнтарма тата сиен калăпăшне чакарма май парать.

Республикăн пушар службин мĕн пур ĕҫченне, ирĕклĕ пушар дружинисен членĕсене, хăйсен пуян опытне ҫамрăксене паракан ветерансене чунтан тав тăватăп. Хăвăрăн  ҫăмăл мар, хăрушлăхпа ҫыхăннă ĕҫĕрте ăнăҫу, ҫирĕп сывлăх, телей тата ырлăх сунатăп.

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                  Михаил Игнатьев

 

Уважаемые работники и ветераны пожарной охраны!

Поздравляю вас с профессиональным праздником!

Профессия пожарного – сложная и ответственная, сопряженная с риском, требующая смелости, мужества, самоотверженности, умения хладнокровно действовать в экстремальных ситуациях.

Огнеборцы Чувашиинеоднократно доказывали, что им в полной мере присущи все эти качества. В нужную минуту они приходят на помощь тем, кто попал в беду, уберегают от пожаров людей, материальные и природные ценности.

В нашей республике огромное внимание уделяется техническому оснащению пожарных подразделений современными системами пожаротушения. На охрану лесов от пожаров и обеспечение в них пожарной безопасности, а также на закупку лесопожарной техники и оборудования ежегодно выделяются сотни миллионов рублей.

Организовано четкое взаимодействие всех органов власти, отвечающих за пожарную безопасность, что позволяет своевременно ликвидировать очаги возгорания и минимизировать ущерб.

Выражаю глубокую признательность всем сотрудникам пожарной службы республики, членам добровольных пожарных дружин, ветеранам, передающим свой бесценный опыт молодежи.

Желаю успехов в вашей нелегкой и опасной работе, крепкого здоровья, счастья и благополучия.

 

Глава Чувашской Республики                                        Михаил Игнатьев

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.