Палăк патне - поэта пуç тайма

16 Июн, 2015

Кăвак çутăран шăратнă акапуç

Туртийĕ хушшинче хĕвел ташлать:

Çĕн Кун - шевле сарриллĕ ылтăн пуç -

Чăваш уйне ака тума тухать...

Çакăн пек йĕркесем пур Çеçпĕл Мишшин "Çĕн Кун аки" сăввинче. Унти темиçе йĕркепе вăл чăваша мĕн суннине çырса кăтартнă. Хăй вара çав саманта кĕтсе илеймен - çирĕм виçĕ çул та тултарса ĕлкĕрейменскер, 1922 çулхи июнĕн 15-мĕшĕнче çут тĕнчепе сывпуллашнă. Унтанпа 93 çул çитрĕ. Çак кун яланах халăх пуçтарăнать гениллĕ поэтăмăрăн Шупашкарти палăкĕ умне. Кăçал та çаплах пулчĕ.

Çеçпĕл Мишши фончĕн ертÿçи, "Хыпар" Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ, Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай ертсе пынипе иртрĕ асăну митингĕ.

- Çеçпĕл Мишши пек çынсем вилмеççĕ, пире малалла ертсе пыраççĕ. Унра - пысăк вăрттăнлăх, ăна мĕн чухлĕ ытларах пĕлетĕн, çавăн чухлĕ нумайрах тĕлĕнетĕн çулăмлă поэт пултарулăхĕнчен. Шел, тăван кĕтесне куçарса килеймерĕмĕр поэтăмăра. Тăванĕсем те хирĕç марччĕ. Меллĕ самантпа усă кураймарăмăр.

Асăну митингне ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ Юрий Попов та хутшăнчĕ, сăмах каларĕ. Юрий Алексеевича çакă кун икĕ тĕрлĕ туйăм çуратать-мĕн. Пĕр енчен çак кун - хурлăхлă - поэтăмăра яланлăхах çухатнă эпир. Тепĕр енчен, вăл хăйĕн еткерлĕхĕпе, сăввисемпе - вилĕмсĕр. Вĕсене вуланă май чăвашăн малашне мĕнле аталанмалли пирки шухăшлатăн.

Çеçпĕл Мишши премийĕн лауреачĕ Раиса Сарпи митингра тин çеç çырнă "Уçă кăмăлпа" сăввине вуларĕ. Унта çакăн пек йĕркесем пур:

Уçă кăмăлпа килетĕп

Çеçпĕл палăкĕ патне.

Уçă кăмăлпа илетĕп

Чунăма ун хăватне.

 

Уçă кăмăлпа тимлетĕп

Çеçпĕл чунлă халăха.

Уçă кăмăлпа тĕллетĕп

Ĕмĕте пуласлăха.

Иосиф Дмитриев - Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕн тĕп режиссерĕ, куçаруçă, поэт - 1972 çулта Киеври А.Довженко ячĕллĕ киностуди ÿкернĕ фильмра Çеçпĕл Мишшине сăнарланă. Çĕçпĕл чунĕ унра халĕ те упранать. "Тăван чĕлхе аталанса кайрĕ теме пултараймастăп, - терĕ вăл. - Чăвашла спектакльсем кăларатпăр-ха, анчах вĕсене хулара выляймастпăр, ачасем тăван чĕлхене ăнланмаççĕ".

Çав вăхăтрах чăваш сăмахĕ тăван кĕтесрен аякра та янăрать. Кĕçех "Нарспи" поэмăна акăлчанла вулама пуçлĕç. Çак ĕçе чăваш халăхĕн тусĕ Питер Франс куçаруçă хăй çине илнĕ.

- Раççейре Литература çулталăкĕ, Чăваш Енре Константин Иванов çулталăкĕ пулнă май чĕлхе, культура, литература ыйтăвĕсене çĕнĕрен çĕклеме тăрăшатпăр, - терĕ Чăваш халăх поэчĕ Порфирий Афанасьев. - 22-23-ри Çеçпĕл пултарулăхĕнчен хăй вăхăтĕнче Хусанкай, Шелепи тĕлĕннĕ.

Çулсем иртĕç, ĕмĕрсем хыçа юлĕç. Çеçпĕл Мишши ячĕ çеç мар, сăввисем те халăхпа пĕрле пулĕç. Çапла пултăр тесен поэт çырнă çак йĕркесене манăçа кăлармалла мар :

...Çĕн сывлăш, вĕр!

Çĕн сывлăш, вĕр!

Чăваш çĕрне тĕреклĕх кĕрт!

Çĕн Сывлăш, вĕр! Çĕнĕ вăй пар,

Чăваш чĕри пултăр кăвар.

Чĕре выля, çĕн юрă пар.

 

Рубрика: