- Чăвашла верси
- Русская версия
Каллех çакланнă
Унччен те судпа айăпланнă 55 çулти арçын Çĕнĕ Шупашкарти хваттерĕнче наркопритон йĕркеленĕ. Вăл çак хутăшсăр пурăнайман. Дезоморфина та вăл хăйĕн валли хатĕрленĕ, ыттисене те «хăналанă».
38 çулти хĕрарăм вара унăн пулăшуçи пулнă. Кунсăр пуçне хĕрарăм «тавара рекламăланă, кирлĕ ингредиентсемпе тивĕçтернĕ. «Тавар» илекенсем кайсан вара 38 çултискер хваттерте тирпейленĕ. 2009 çултанпа хĕрарăм хăй те наркотиксĕр пурăнайман.
Хваттер 2014 çулта клиентсене виçĕ уйăх йышăннă. Кирек хăш вăхăтра та алăкĕ уçă пулнă унăн. Çĕрле те, кăнтăрла та пынă «доза» патне. Хваттере çĕнĕрен те çĕнĕ çынсем пынăран кÿршисем сисчĕвленнĕ. Çитменнине, çуртра темĕнле ăнланмалла мар шăршă тăтăшах сарăлнă. Наркотĕрĕслев управленийĕн ĕçченĕсем хваттере тĕрĕсленĕ, унта çÿренĕ çынсене тупса палăртнă. Час-часах килекен хăнасене, наркотикпе анранăскерсене, тытса чарнă, административлă майпа явап тыттарнă.
Çĕнĕ Шупашкар хула сучĕ 55-ри арçынна çирĕп режимлă колоние 2 çуллăха ăсатнă. 38-ти хĕрарăмăн та йĕплĕ пралук леш енче çавăн чухлех ларма тивĕ, анчах - пĕтĕмĕшле режимлă колонире.
Галина КАЛИНИНА.
Комментировать