- Чăвашла верси
- Русская версия
Ашшĕ-амăшĕн пилĕпе
Канаш районĕнчи Аслăялта Григорьевсем яланах ĕçченлĕхпе палăрса тăнă. Çемьере ача-пăчана та пĕчĕкренех ĕçе явăçтарнă. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă май урам тăрăх йытă хăваласа чупаймăн çав.
- Ялта выльăх-чĕрлĕхсĕр, ĕçлемесĕр пурăннине ăнланаймастăп, - тет кил хуçи Эдуард Александрович. - Аттепе анне хушма хуçалăхра яланах выльăх-чĕрлĕх тытнă. Вĕсенчен эпир те хăнăхса, вĕренсе пытăмăр. Çавăнпа ачаран пĕлнĕ ĕçе хăрамасăрах малалла тăсрăм.
Григорьевсем хушма хуçалăха аталантарма туй парнинчен - пăруран - пуçланă. Ашшĕ-амăшĕ çамрăк çемьене ура çине тăма пулăшасса шанса выльăх парнеленĕ. Шанăç тÿрре килнĕ. Мăшăр çанă тавăрсах ĕçе кÿлĕннĕ. Майĕпен выльăх йышĕ ÿссех пынă. Паян вĕсен тăхăр ĕнепе тăватă пăру. Пĕчĕк фермăра çемйипех тăрăшаççĕ. Ашшĕпе амăшне аслă ывăлĕсем, Максимпа Кирилл, хаваспах пулăшаççĕ. Егорпа Федор пĕчĕкрех-ха, анчах вĕсем те аслисене кура ĕçе çыпăçма хăтланаççĕ. Ĕçченлĕх, тăрăшулăх ăруран ăрăва куçса пырать тейĕн. Эдуард Григорьев шалти ĕçсен пайĕнче вăй хунă май хăш-пĕр чухне талăкĕпех киле таврăнаймасть. Кун пек чухне килти хуçалăх мăшăрĕ, Алина Владимировна, çине тиенет. Витери ĕç-хĕле йăлтах алă вĕççĕн туса пыраççĕ. Çавăнпа иртен пуçласа каçченех ларса канма та вăхăт çук вĕсен. Ывăнтăм тесе выльăха выçă, сумасăр тăратаймăн çав.
- Сĕте пайтаçăсене паратпăр, - каласа парать кил хуçи. - Çулла машина кашни кунах яла килсе тăрать, хĕлле - кун сиктерсе. Хальлĕхе литрĕ 20 тенке каять. Ĕне пуçне талăкра 10-13 килограмм суса илетпĕр. Выльăх-чĕрлĕх усрани пире хушма тупăш кÿрет. Сĕт сутса кулленех «чĕрĕ укçа» кĕрет-çке.
Утă та çемйипех туса илеççĕ. Фураж вара туянма тивет. Хуçалăхпа юнашарах 0,30 гектар çĕр. Лаптăкра пахчаçимĕç çитĕнтереççĕ, уйра - выльăх апачĕ. Пурĕ 4 гектара яхăн çĕрпе усă кураççĕ вĕсем. Пурте пĕрле ĕçлеççĕ.
- Хушма хуçалăха татах аталантарасшăн. Хальлĕхе выльăх йышĕ сахалрах. Çĕнĕ вите-сарай туса кĕтĕве ÿстересшĕн, - ĕмĕт-шухăшне палăртаççĕ вĕсем.
Сăмаха çилпе вĕçтерменнине ĕçпе çирĕплетет çемье. Хăйсен вăйĕпех çĕнĕ вите тума тытăннă. Çывăх вăхăтра выльăх-чĕрлĕх унта куçĕ. Çемьен вара каллех ĕç хушăнĕ. Анчах ăна çакă пачах хăратмасть, малалла утма вăй хушать кăна тейĕн.
Лариса АРСЕНТЬЕВА.
Комментировать